Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыр (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫитсенех ҫыру ҫыр!

— Как приедете, сразу напиши!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эсӗ ҫыруна ҫыр, эпӗ ӑна Серёжӑна кайса парӑп.

Ты напиши записку, я отнесу Сереже.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Акӑ мӗн, кунта ӗнер икӗ хӗр килсе заявлени ҫырса хӑварчӗҫ, ҫыр эсӗ те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Обкома ҫыр, эпир ҫапла тума пултараймастпӑр, тесе ҫыр.

— В обком пиши: для нас, мол, это невозможно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чӑнкӑ ҫыр патӗнче пӑр ҫыран айккинерех куҫса кайнӑ.

У крутояра лед отошел от берега.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ытти сӳпӗлтисем ҫинчен ҫыр та, сан пирки ан ҫыр, пултараймастӑп-ҫке эпӗ ун пек тума!

Не могу же я других болтунов протаскивать, а тебя нет.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Йывӑр килсен — ҫырҫыр, Сережа…

— Будет трудно — пиши… пиши, Сережа… —

17 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Манӑн шутпа, санӑн пурнӑҫу таса хут пек, мӗн ҫырса варалас тетӗн, ҫавна ҫыр.

И по мне, твоя жизнь как бумажка чистая — что хочешь, то и малюй на ней.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑвӑн отрядна ҫыру ҫыр: Вешкине килччӗр.

Напиши своему отряду, чтобы они шли в Вешки.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫыр, хӑть наказной атаман патне ҫырса яр, Гришка пурпӗр манӑн.

Пиши хучь наказному атаману, а Гришка мой!

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эсӗ тӳрех мана ятпа ҫыр, литература пирки ҫырса пар.

Да, так ты напиши, прямо на мое имя напиши насчет литературы.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мана хама ҫырса пар, — Хворостянкин чарӑнса тӑчӗ, усси вӗҫне ҫӑварне хыпса чӑмларӗ, — ыйтӑва ман ятпа ҫыр — пулӑшатпӑр.

— Напиши мне лично, — Хворостянкин помолчал, пожевал кончик уса, — напиши просьбу лично на мое имя — поможем.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсӗ ҫилленсе ан тӑр, лар та ҫыр — кирлӗ тезиссене ҫырма эпӗ хам та пулӑшатӑп сана.

Да ты не дуйся, а садись и пиши, я сам помогу тебе нужные тезисы составить…

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Травкин та, ҫыр хӗрринчех чавса тунӑ хӑйӗн пӗчӗк окопӗнче, хӑмӑшпа ҫӗрме пуҫланӑ шыв курӑкӗсем хушшинче ларса, хӑй илнӗ ҫырусене вуласа тухнӑ.

Сидя в окопчике на самом берегу реки, среди камыша и гниловатых водорослей, прочитал свои письма и Травкин.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Эсӗ ҫавӑн пек большевик пулсан, эсӗ халӗ кай та, куҫса ҫӳрекен яслӗсем тума, кино илме пирӗн мӗнле майсем пурри ҫинчен докладной ҫырса пар… анчах ӑна эпир халӗ кунта каланӑ пек ҫыр

Нежели ты есть такой большевик, то иди и приготовь мне письменную докладную о наших хозяйственных возможностях по части строительства движущихся детских яслей и покупки кино… только в том разрезе, как мы зараз говорили…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Ҫыр, ҫыр, — шутлать Кондратьев.

«Пиши, пиши, — думает Кондратьев.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫветтуй апостолсем пур чӗлхепе те калаҫнӑ — эсӗ те чӗлхесене вӗрен; Аслӑ Василий математикӑпа философие вӗреннӗ — эсӗ те вӗрен, ҫветтуй Нестор истори ҫырнӑ — эсӗ те верен, истори ҫыр.

Святые апостолы говорили на всех языках — и ты учи языки; Василий Великий учил математику и философию — и ты учи; святый Нестор писал историю — и ты учи и пиши историю.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Огнянов умне хӑйӗн чернил кӗленчине лартрӗ те: — Эс ҫыруна ҫыр, эпӗ хупаха кайса килем, — ҫак йытӑсем мӗн те пулин пӗҫертсе тухса ан кайччӑр, вӗсем чӑн-чӑн вӑрӑ-хурахсем-ҫке, — терӗ.

Поставил перед Огняновым свою чернильницу и сказал: — Ты напиши записочку, а я заскочу в корчму, — как бы эти собаки чего не стянули — сущие грабители!

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫыр, ҫырмасан чунна илетӗп!..

Пиши, душа с тебя вон!..

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫыр, хӗрӗм, ҫыр, — терӗ амӑшӗ.

— Напиши, дочка, напиши, — сказала мать.

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех