Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хаваслӑ тилӗрӳпе ҫӗнӗрен ҫӗкленсе кайнӑ, ҫирӗп сӑмахсен сулӑмӗ айӗнче ӑшталанакан, авкаланакан ҫынсене курса, асар-писеррӗн савӑннӑ, каллех вӑл ятсене тата ятлаҫуллӑ сӑмахсене каласа кӑшкӑра пуҫланӑ, тарӑхуллӑ шав каллех ун тавра лӑпланса ларнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Паҫӑр вӑл вӗсен пичӗсем ҫинче кулӑ курнӑ, вӗсен кашни хусканӑвӗнче йӗрӗнӳ туйнӑ, вӑл ӑнланнӑ — унӑн сӑмахӗсем ҫак ҫынсене тарӑхтарнӑ пулсассӑн та, кирлӗ пек, хӑйӗн кӑмӑлӗ ыйтнӑ пек — ҫивӗччӗн лекеймен.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома хушӑран ахӑлтатса ярса калаҫнӑ, хӑйӗн сӑмахӗсем ҫынсене епле витнине вӑл лайӑх курнӑ.Фома говорил, прерывая речь свою хохотом, и видел, что слова его хорошо действуют на этих людей.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома Кононовӑн урмӑшнӑ, сиксе чӗтрекен тута-ҫӑварлӑ питне курнӑ, вара вӑл ҫак ҫынсене мӗнле хӗҫпӑшалпа ҫапсан аванрах витессе ӑнланса илнӗ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Флейта шӑхӑрни, кларнетсем тилӗрсе юрлани, бассем салхуллӑн мӗкӗрни, пӗчӗк параппан тапӑртатни, пысӑкки кӗмсӗртетни — ҫаксем пурте, шыв ҫийӗн пӗр евӗрлӗн харлатса пыракан урапасен сасси ҫине ӳксе, сывлӑшра пӑлхавлӑн ҫӗкленнӗ, ҫынсен кӗрлевне ҫӑтса, пӑрахут хыҫӗнчен асар-писер ҫил пек вӗҫтерсе пынӑ, мӗнпур ҫынсене сас ҫитнӗ таран кӑшкӑрттарнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара, эх, мӗнле кӑна пӗҫертӗп ҫынсене!
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тутлӑ ӗмӗтсемпе йӑпанасси ҫамрӑксемпе хӗрсене пултӑр, серьезнӑй ҫынсене — серьезнӑй ӗҫ…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ӗҫ вӑл — этемшӗн пурӗ те мар-ха… — ҫынсене калас вырӑнне, хӑйне ытларах каланӑ Фома.— Работа — еще не всё для человека… — говорил он скорее себе самому, чем этим людям.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑнта мӗн пурри, Фомашӑн пулсан, йӑлтах урӑхла, темӗнле кӑмӑла каякан техӗм кӳнӗ, вӑл, пӗрлӗхлӗ лайӑх кӑмӑлпа ҫӗкленсе кайнӑскер, хӑюллӑрах пула пуҫланӑ, унӑн ҫак ҫынсене туслӑ сӑмахсем калас килнӗ, вӗсен кӑмӑлне каяс килнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑй ҫине никам та асӑрхаса пӑхманни ӑна пӑртакҫӑ кӳрентернӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫак тӑхлан тусанӗ ҫапнӑ тӗксӗм питлӗ ҫынсене хисеплес те килнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ежов патӗнче вӑл пӗрре кӑна мар, темӗнле, хӑйсене уйрӑм ҫынсене тӗл пулнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Фома, унӑн сӑмахӗнчи пӗҫертӳллӗ хӗлхемсемпе ҫулӑмланса, харпӑр хӑйне сиен кӳресрен хӑранипе кӑна пурнӑҫа сарма тӑрӑшман ҫынсене епле тӳнтерме, ӳпӗнтерме пуҫласси ҫинчен шухӑша кайсан, Ежов ӑна ҫавӑнтах вӑтаран ҫапса татнӑ:
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ну… ху эс ҫынсене, ҫакӑн пек, куҫран калама пултаратӑн-и? — тенӗ вӑл.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн каҫ пулса ҫитичченех Ежов хирӗлнӗ, хӑй курайман ҫынсене хур тунӑ, унӑн усал хӗрӳлӗхпе тулнӑ сӑмахӗсем Фомана хӗтӗртсе янӑ, вӑрҫӑллӑ туйӑм панӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗн чухлӗ курнӑ эп ҫавӑн пек ҫынсене! — тарӑхупа, сехӗрленӳпе кӑшкӑрса янӑ Ежов.— Сколько видел я таких людей! — с гневом и ужасом вскричал Ежов.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пурте, пӗр ҫӗре пӑтрашӑнса, тапса тӑракан кӑмӑл пулнӑ, кӑкӑра пӗҫертсе тӑнӑ, вӗсен вӑйне пула, Фома пӳлӗне-пӳлӗне кайнӑ, куҫӗсем ҫине куҫҫуль персе тухнӑ, вара ун кӑшкӑрас, сивкайӑк пек ахӑрас, ҫынсене хӑратас килнӗ, вӗсен тӗлсӗр айкашӑвне чарас, пурнӑҫ шавӗпе хӗвӗшӳ валли мӗн те пулсан хӑйӗнне парас, янӑравлӑ, ҫирӗп сӑмахсем калас, пурне те пӗр йӗрпе — хальхин пек пӗр-пӗрне хирӗҫ мар — ҫул кӑтартса ярас килнӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл мӗнпур ҫиллипе тилӗрсе кайса ӗҫе пуҫланӑ, ҫынсене тӳсеймесӗр, вӗсене хирӗҫ вӗчӗлӗхпе тата чӑрсӑрлӑхпа кӳпчесе тӑнӑ, — хӑш чух ӑна хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗ хӑйне те тӗлӗнтернӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна — вӑл хӑй валли темӗнле лайӑхскер, ҫынсене хирӗҫ вӑйлӑскер тупнӑ пек туйӑннӑ.Ему показалось, что он нашел что-то хорошее для себя и сильное против людей.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома, кӑмӑл тулнипе, хӑпартлансах пынӑ, унӑн тӗрӗс те витӗмлӗ сӑмахсем калас килнӗ, ҫав сӑмахсене пула, ҫынсене хӑй ҫине мӗнле те пуйсан урӑхла пӑхтарас килнӗ, — халӗ ав вӗсем, сарӑ каччӑсӑр пуҫне, ун ҫине нимӗн чӗнмесӗр, юттӑн, кичем те салху куҫсемпе пӑхса тӑнӑ, — ку япала Фома кӑмӑлне кайман.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пек пултӑр тесен, ирӗклӗх памалла ҫынсене.