Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулӑма ҫывӑхри юханшывран шыв сапса сӳнтерӗр, ҫӗрпе хуплӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Радик кӗске сӑмсаллӑ картусне тӑхӑнчӗ те, юлташӗсене каласа, ҫывӑхри столовӑйне апат ҫиме кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кайран, кӑнтӑрла ҫитес чухне, Даша ҫывӑхри магазина чупса кайса килетӗп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Тилле ҫывӑхри вӑрман еннелле чупнӑ чух мучипе ача шиклентернӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сасартӑк ҫывӑхри вӑрман енче ут ури сасси илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑхри ҫуртсене чӑнах та вут хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗмрен ҫывӑхри кашкӑр амине хырӑмӗнчен пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпир драгунсем хыҫҫӑн йӗрлесе кайрӑмӑр та вӗсен пӗр пайне ҫывӑхри ҫырма патӗнче тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсен сассине илтсе, ҫывӑхри вӑрманта йӑва ҫавӑрнӑ кайӑксем ирхи ыйхинчен вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс хӑв ҫӗрӗк! — кӑшкӑрса яма хатӗрччӗ тарӑхнипе Савантер, анчах ҫывӑхри салтаксем ҫине пӑхса илчӗ те чӗлхине ыратмаллах шатӑр-р! ҫыртрӗ, унтан нимӗн чӗнмесӗр ҫынсене чӗнме кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак тӗлӗнмелле отряд, ялтан тухса, ҫывӑхри вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӗҫ пур-им? — терӗ Савантер, хӑй вара, хуравласса кӗтмесӗрех, пупа ҫывӑхри панулми йывӑҫҫи айне ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ, — вӑл ҫывӑхри юман еннелле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫилхӑван ут ҫӑвӑнтах Савантерӗн нумаях пулмасть татса кайнӑ ҫывӑхри шыварманӗ патнелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа усӑ курса, уксах ача уххине туртса карӑнтарчӗ те ҫывӑхри тепӗр кашкӑра тӗллесе печӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслун ҫавӑнтах ҫывӑхри ут ҫине сиксе ларса, мен пулсан пулать, тенӗн ял еннелле вӗҫтерес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку — Савантер тарҫисенчен пӗри, ҫывӑхри шыварманри мельник ҫумми.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркиней урхамах лашипе Вӗҫсе ҫитсе Емеленпе канашлать: Хӑйсен ҫывӑхри тусӗсемпе Ҫӗрпӳре савӑшма шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ҫывӑхри пурмис Пусмӑра пулчӗ курми — Пӳ-кассинчи кнеҫ Тиньях Халӑхшӗн хушмасть пӗр сӑмах: Урхапала паллашнӑ: Мулпа чаплӑх туслашнӑ.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫывӑхри ялсенчен начар ҫынсене Чӗнме салатнӑ ҫичӗ тарҫине: «Алли-ури сыввисем, нимене!

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех