Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муҫҫа мучи юмахне шыв сыпнӑн итлесе ларакан ачасенчен пӑрӑнтӑм та ҫывӑхри ана ҫине утмӑлтурат шырама утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫывӑхри вӑрман тӑрринчи ҫутӑ уйӑх ҫамрӑксене ырӑ кун-ҫул сунать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӑйӗн вӑхӑчӗ тивӗҫмен чухне ашшӗ ӑна кӳршӗ-аршӑ патне хӑварнӑ, аяккарахри ҫула тухмалла чухне ҫывӑхри яла качча тухнӑ йӑмӑкӗ патне ҫӗклесе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хреҫҫи вӑранса кайрӗ, кравать ҫумӗнчи ураллӑ лампӑна ҫутрӗ, ҫывӑхри чӳрече янаххи ҫинче ларакан, палӑртнӑ вӑхӑта сасӑ парса пӗлтерекен-кӑтартакан сехет ҫинелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ял хӗрринчи ҫеремлӗ те ҫӗмӗртпе ҫӑкаллӑ вырӑнсенче, Иван мучи колхоз валли ӗрчетнӗ улма-ҫырла пахчинче, ҫывӑхри ката-вӑрманта ҫӳреҫҫӗ пӗр-пӗрне ӑнлансах ҫитеймен икӗ чун.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Шыва кайса килет-и, амӑшне пулӑшма пахчана кӗрет-и — пур ҫӗрте те ачалӑх палли куҫ умне тухать: кӗтӳ ансан ҫывӑхри ҫырмара ача-пӑча ӗнесем пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Паян ӑна ресторана чӗнеҫҫӗ, ыран автомашинӑпа хула тулашне лартса каяҫҫӗ е ҫывӑхри ял та хулари ярмӑрккасене те пасара ҫитсе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тепӗр «алӑсем» ҫывӑхри пушӑ контейнера каялла клеткӑна пуҫтарчӗҫ те лешӗ кӗскен шӑхӑрса аялалла «ӳкрӗ».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сывлӑх сунатӑп! — терӗ хыттӑн Ирина ҫывӑхри шава хуплас шутпа сасне хӑпартса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хура-шыв поселокӗпе ҫывӑхри ялсене те таса сывлӑш анчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫывӑхри вӑрманта лайӑх йывӑҫ юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вара ҫерем тӑрӑх ҫывӑхри вӑрман кӗтессинелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӑнукӗсене, ҫав шутра чи пӗчӗккине — Лиляна лартса Ермолай ҫывӑхри вӑрмана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хирӗҫ тӗл пулнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм кӑштах лӑплантарчӗ, ҫывӑхри яла ҫитме ҫичӗ ҫухрӑм юлнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ну-ка, путсӗр кабаргассем! — пӗтӗм ҫиллипе кутамккине сулса ячӗ салтак арӑмӗ, ҫывӑхри кашкӑра ҫаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хулан чи хӑвӑрт аталану тапхӑрӗ XV ӗмӗрте пулса иртнӗ, ун чухне ҫывӑхри Фрисланди провинцине Гронингенран тытса тӑнӑ.

Наибольшего расцвета город достиг в XV веке, когда близлежащая провинция Фрисландия управлялась из Гронингена.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Савӑнса апатланма кансӗрлес мар-ха тесе туссем кайрӗҫ айккине, ҫывӑхри лупас айне.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Сасартӑк кӗрслеттерсе юнашарах аҫа ҫапать, ҫывӑхри юман тӑррине ҫавапа каснӑн татса антарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ытла та уяр тӑракан вырӑнсенче хире шӑвараҫҫӗ — каналсем чаваҫҫӗ те ҫывӑхри юханшывсенчен е шыв тӑракан вырӑнсенчен ҫав каналсене шыв кӗртсе яраҫҫӗ.

В особенно засушливых районах проводят орошение — устраивают каналы и пускают в эти каналы воду из ближайших рек и других водоемов.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Турмаево райцентртан 15 ҫухрӑмра тата ҫывӑхри Стерлитамак хулинчен 70 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Турмаево находится в 15 км от райцентра и в 70 км от ближайшего города — Стерлитамака.

Стерлибаш районӗнче ҫӗнӗ модульлӗ ФАП уҫӑлнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3493807

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех