Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Хӑйӗн тӗллевне пурӑнӑҫа килтерсессӗн, Филопатор, ҫывӑхри хуласене ҫитсе, вӗсене хавхалантарма шухӑш тытнӑ.6. Достигнув своей цели, Филопатр рассудил пройти по ближним городам, чтобы ободрить их.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Турӑ пулӑшнипе вӗсем хулана ярса илнӗ, шутсӑр нумай ҫынна вӗлернӗ, ҫывӑхри икӗ стади сарлакӑш кӳлӗ юнпа тулса ларнӑн курӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗрисем, ҫиччӗмӗш куна вӑрттӑн та пулин уявлас тесе, ҫывӑхри ту хушӑкӗсене тара-тара пытаннӑ, анчах Филипп тӗллесе янипе вӗсене тытса ҫунтарса янӑ, мӗншӗн тесессӗн тарса юлнисем, шӑматкун тасалӑхне хисеплесе, ҫав кун хӳтӗленмен те.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсен тусӗсемпе, хӑйсене шанакансемпе вара вӗсем туслӑ тӑнӑ; ҫывӑхри патшалӑхсене те, аякрисене те хӑйсен аллине илнӗ, вӗсенӗн ятне илтнисем пурте вӗсенчен хӑраса тӑнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӳремлӗхсене, Халон, Иааца, Мофаф, 22. Дивон, Нево, Бет-Дивлафаим, 23. Кариафаим, Бет-Гамул, Бет-Маон, 24. Кериоф, Восор хулисене, Моав ҫӗрӗн аякри тата ҫывӑхри мӗнпур хулине сут килсе ҫитрӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тусна та, аҫу тусне те ан пӑрах, инкек-синкек пулсассӑн — тӑвану килне ан кай: ҫывӑхри кӳршӗ аякри тӑванран лайӑхрах.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫарунти кашни ҫын чӗрӗ юлтӑр тесен, эсӗ хӑвӑн тапӑрунтах тӑр, сан чурусем вара ту тӗпӗнчен юхса выртакан ҫӑлкуҫне ярса илччӗр, 13. мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем шыва ҫавӑнтан ӑсаҫҫӗ, вӗсем шывсӑр асапланма пуҫлӗҫ те хулине хӑйсен ирӗкӗпех пире парӗҫ; эпир вара хамӑр халӑхпа пӗрле ҫывӑхри тусен тӑррине хӑпарӑпӑр та унта хурал тӑрӑпӑр, ҫапла тусассӑн пӗр ҫын та хуларан тухаймӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн, 37. вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 38. хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 39. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн, 47. вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 48. вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 49. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ; 50. Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр; 51. вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 39. хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Еглонран Хеврон хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 37. Израиль ҫыннисем Хеврона туртса илсе хулине те, патшине те, ҫывӑхри ялсене те, унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ; никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, ӑна Еглона мӗн кӑтартнинех кӑтартнӑ: ӑна, унта мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Володя Иринӑна ҫывӑхри кафене чӗннӗ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Уҫӑ сывлӑша, ҫывӑхри вӑрмана шавлӑ хулапа улӑштарайман вӗсем.
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫӗньял-Ойкасси клубне ҫывӑхри ялсенчен – Ҫӗньялтан, Хӗрлӗҫыртан, Ойкассинчен – ҫӳреҫҫӗ.
Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10