Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл парта хушшинче тӑрать, каҫӑртнӑ пичӗ шухӑшлӑ туйӑнать, ача таҫтан инҫетрен темӗнле шухӑшсем е сасӑсем ҫывхарнине тӑнланӑ пек.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Старик ӗнентерӳллӗн хӑйӑлтатса калаҫнине итлесе, Фома: — Ахӑрнех, ку вилӗмӗ ҫывхарнине сисет пуль, — тесе шухӑшласа илнӗ.Слушая сиплый и уверенный голос старика, Фома подумал: «Смерть, видно, чует…»
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ бассейн патне ҫывхарнине сиссенех Лео шывран сиксе тухатчӗ те мана савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӗтсе илетчӗ.Когда я подходил к бассейну, Лео выскакивал на площадку и приветствовал меня радостным криком.
Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Лашасене ҫӑлса хӑварас тесе, эпир тӑшман самолечӗсем ҫывхарнине илтсенех вӗсене лавсенчен тӑварса аяккалла илсе кайса тӑратма пуҫларӑмӑр.Чтобы спасти лошадей, стали при появлении авиации выпрягать их и втаскивать по крутым склонам в лес.
Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Казилина илнӗренпе виҫ кун иртсен, Борторикс ертсе пыракан юланутлӑ разведка Кней Фурий колоннисем хула патне ҫывхарнине курчӗ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрчунсем 1,3 пин ытла ҫухрӑм утнӑ, вӗсем ҫывхарнине курсан вырӑнти ҫынсене вӑхӑтлӑха куҫарнӑ.
Китайра слонсене пула 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29380.html
Кӗтӳҫсен апат юлашкийӗсене ҫиме тимлӗн кӗтсе ларнӑ май, вӗсем ют ҫын ҫывхарнине сисмерӗҫ.Поглощенные ожиданием остатков пастушьего ужина, они не почуяли чужого.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫапла калаҫса пынӑ май хамӑр Кунцево патне ҫывхарнине сисмен те, — тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа илнине те, ҫумӑр пуҫтарӑннине те асӑрхаман.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аялта та, ман ҫывӑхра та малтан сас-хура илтӗнмерӗ, е ку мана пӗтӗм ӑшчик тӑвӑлса пӑлханнипе ҫапла туйӑнчӗ, анчах майӗпен-майӗпенех эпӗ тӗрлӗ сасӑсем ҫывхарнине туя пуҫларӑм.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑнтӑрлахи апат ҫывхарнине туйтаракан паллӑсене эпӗ ҫав тери чӑтаймасӑр сӑнатӑп.Я с сильным нетерпением следил за всеми признаками, доказывавшими близость обеда.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйне ҫунтарса яма хатӗр ҫулӑм пайӑрки хӑй патне ҫывхарнине курсан (ҫак самантра вилӗм ӑна вут-кӑвар пек туйӑнчӗ), Уча айккинелле сиксе ӳкрӗ те пулеметчик ҫинелле хаяррӑн та шиклӗн ыткӑнчӗ, сулахай аллипе пулеметӑн хӗрсе кайнӑ кӗпҫине ярса тытрӗ, анчах пӳрнисем пиҫсе кайрӗҫ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Сан ҫӑлу тарӑнах пулман пулӗ тен, — тесе ҫухӑрса янӑ хан, юмах янӑшӑн тӳлес вӑхӑт ҫывхарнине туйса.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Кӗркунне васкамасӑр ҫывхарса пычӗ, анчах эпир пурте вӑл ҫывхарнине пур енчен те курса тӑтӑмӑр.Осень подходила не торопясь, но мы во всем видели ее приближение.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл хӑй патнелле пӑлханса кайнӑ халӑх ушкӑнӗ ҫывхарнине курчӗ; йӑл-ял кулакан хаваслӑ ҫамрӑксем хушшинче хӑй ывӑлӗн питне уйӑрса илме хӑтланса пӑхрӗ.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫынсем ҫывхарнине курсан, поляр тилли турткаланма пуҫларӗ.
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Экэчо ӗнтӗ халь, ял енчен ҫынсем ҫывхарнине илтсе хӑраса ӳкнӗскер, вутпуҫҫисене сапаласа тӑкса кӑвайтне сӳнтернӗ те тӗттӗм ҫӗртен Чочоя сӑнаса ларать.
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Джумагул, кимӗ ҫыран хӗрринелле ҫывхарнине хӑйӗн шӑтӑкӗнчен хӗпӗртесех сӑнаса тӑнӑскер, йывӑррӑн сывласа ячӗ те, пуҫне сыв алли ҫине усса антарса, шухӑша кайрӗ.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсене кӗркунне ҫывхарнине систерекен йывӑр хура пӗлӗт хӑваласа ҫитрӗ, вӑл хӑйӗн мӗлкин бархачӗпе уй-хире тата шурлӑха карса илчӗ, ҫапах та ҫак икӗ ҫынна хирӗҫ тулли уйӑх ҫаврашки йӑвашшӑн ҫутатса тӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ӑнланмаҫҫӗ епле хӑрушӑ инкек Совет Российи патне йӑпшӑнса ҫывхарнине.Не понимали, какая страшная беда подкрадывается к Советской России.
Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӑрушӑ вӑхӑт ҫывхарнине аван туять вӑл, лайӑх ӑнланать.
Влаҫ — советсене // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.