Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарнине (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыратчӗ-ха вӑл ҫын тапсах тӑракан Хӗрлӗ площадӗн сылтӑм, лавккасем, тӗрлӗ учрежденисем вырнаҫнӑ енӗпе ун-кун куҫ ывӑткаласа, хула иленкипе киленсе, чун кӗлемелле ӗҫ шавне тӑнласа, сасартӑк хӑй патнелле таппа-хирӗҫех палланӑ ҫамрӑк ӑшталанса ҫывхарнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасӑ вӑйланса, уҫӑлса пынӑ тӑрӑх Ула Тимӗр хӑй патнелле васкасах темӗнле арҫын ҫывхарнине туйрӗ, унпа куҫма-куҫӑн тӗл пуласса, чун татса калаҫасса, пӗр чӗлхе тупасса тӗмсӗлсе, чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ, хӑйне часрах палӑртас тесе зажигалкине те ҫутрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хӑй патнелле хура сӑхман тӑхӑннӑ, хура тӑла сырнӑ, шап-шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗр ҫывхарнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эрне тӑршшӗпех уяв ҫывхарнине туятӑр.

Ощущение праздника будет охватывать практически всю неделю.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уполномоченнӑйсем ура ҫине тӑчӗҫ те вӗҫӗ-хӗррисӗр лавсем ҫывхарнине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххан ҫурт-йӗрӗ тӗлнелле ҫывхарнӑ май, унта хӗрарӑмсем йӑркканине асӑрхарӗ, анчах кунта мӗн пулнине тавҫӑрма ӗлкӗриччен, хӗрарӑмсем, урхамах ҫывхарнине курса пулӗ, саланса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн тума?! — темле хӑрушлӑх ҫывхарнине туйса ыйтрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, леш тӗнчери пурнӑҫа ӗненекенскер, чунӗ тухас вӑхӑт ҫывхарнине сиснӗ май, ҫӗр ҫинче пурӑнас килнӗ халне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп ҫывхарнине сиссе, Касмухха та шухӑшне каласа пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал ырӑ ӗмӗт-шухӑшпа пыракан Ҫтаппан Атӑл енчи ҫулпала пӗҫ тӗп таран сӑран атӑ, плащ тӑхӑннӑ, пакур йӑтнӑ ҫын пус хапхи патнелле ҫывхарнине те курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав «шуйттан» хӑй патнелле ҫывхарнине курсан, старик пушшех те хытӑрах ҫухӑрашма пуҫларӗ, тӑватӑ уран упаленсе, аранах алӑкран тухрӗ, юр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупай вӗсем патне ашшӗ ҫывхарнине асӑрхарӗ те каллех ун сӑмахӗсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

(Тӳррипе каласан, ҫынсем ҫывхарнине кура вӑл маттуррӑн курӑнма хӑтланса сикрӗ те кӗлетки йывӑрӑшӗпе сӗлкӗш ӑшне анса кайрӗ.)

(Сказать по правде, он хотел лихо спрыгнуть с коня, чтобы не упасть в глазах проезжающих, но под тяжестью тела провалился в снежную кашу.)

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫунакан кӑвайт йӗри-тавра шакӑр ларса тухнӑ та Янтул ҫывхарнине пӑхса лараҫҫӗ.

так нет, уселись вокруг костра и ждут, когда подъедет Яндул.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашкӑрсем ҫывхарнине сиссен ҫапла канӑҫсӑрланаҫҫӗ вӗсем.

Волка, видать, учуяли, вот и всполошились.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анушка ҫывхарнине кура, ҫын, ҫул ҫинчен пӑрӑнса, сухаласа пӑрахнӑ вырӑн урлӑ чупса каҫрӗ, трактор ҫулне пӳлме маларах тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӗрӗс калатӑп, ак хӑйӗнчен ыйт, — юриех хыттӑн каларӗ Укахви, вӗсем патне Ятман ҫывхарнине курса.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хусан вӑрҫӑ пуҫланине, Сафа-Гирей ҫарӗсем Чулхула патне ҫывхарнине Мускавра никам та пӗлмерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа тимӗрҫӗ лаҫҫи патне Ахтупай ҫывхарнине асӑрханӑ-асӑрхаман Северьян ӗҫлеме пӑрахса, урисене сарса, аллисене хыҫалалла ярса кӗрешме хатӗрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Э-э, вӗсем эсир ҫывхарнине асӑрхасанах ҫармӑс ялне тухса шурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех