Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юрӑн вӑйсӑр ҫуттинче вӑл унӑн кусҫульпе йӗпеннӗ савӑнӑҫпа ҫуталакан сӑнне курчӗ.В слабом отсвете снега он увидел залитое слезами, сияющее улыбкой лицо.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑш-пӗр ҫӗрте кӑна хунарсем мӗлтлетеҫҫӗ тата тӗксӗммӗн ҫуталакан чӳречесем курӑнаҫҫӗ.Лишь кое-где мерцали фонари да виднелись тускло освещенные окна.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Анютӑпа Лиза урайне ҫунӑ, чӳрече кантӑкӗсене ҫуса ҫуталакан пуличченех хутпа сӑтӑрнӑ.Сестры Анюта и Лиза вымыли пол, вымыли и протерли бумагой, до блеска, оконные стекла.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Поезд ҫинчен ансан, Дикинсон судья тӳрех Дэбльтоун хулинчи пӗртен пӗр полисмена чӗнсе илнӗ те, электричество ҫуттипе ҫуталакан платформа ҫинче ниҫта кайма пӗлмесӗр аптраса тӑракан Матвей кӗлеткине тӗллесе кӑтартса, ҫапла каланӑ:
XXIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫак кӗске те сӑмахсӑр сценӑна шлепкеллӗ сӑрӑ господин хӑйӗн темӗнле кулӑшла, ырӑ суннӑ пек ҫуталакан ҫивӗч куҫӗсемпе сӑнаса пӑхса тӑнӑ.
XXVIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫитменнине тата вӑл ывӑннӑ пек туйрӗ, вара юлашки хут ҫветтуй Марк чиркӗвӗ ҫине, унӑн уйӑх ҫутине пула шурӑ ҫутӑсем пӑнчӑн-пӑнчӑн ҫуталакан сенкертерех тӑхлан тӑрри ҫине пӑхса илчӗҫ те хуллен кӑна килне таврӑнчӗҫ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн юлашки пайӑркисемпе ҫуталакан шыв ҫийӗ инҫетлӗхре шӑратнӑ кӑмӑл пек чӑлтӑртатать.Освещённая его последними лучами линии воды на горизонте сверкала, как расплавленное серебро.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Катьӑн уйӑх ҫутипе ҫуталакан беречӗ тӗмесем ҫийӗн вӗлтлетсе илчӗ.Катин берет, освещенный луной, быстро-быстро замелькал над кустами.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Васька вӗсен уйӑх ҫутипе ҫуталакан пичӗсем ҫине ҫиленсе пӑхкаларӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн пурнӑҫӗнче мӗн юлни, халлӗхе ӑна ҫӗрпе тата сивӗ хӗвел айӗнче ҫиҫсе ҫуталакан аслӑран та аслӑ тӗнчепе тӑванлаштараканни пӗртен-пӗри те ҫакӑ ҫеҫ пулчӗ…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Темле шӑхӑракан сасӑ, пӗрре хыттӑн та, тепре майӗпереххӗн йӑлтлатса ҫуталакан пӗлӗтре илтӗнет.Какой-то странный шипящий свист, то нарастая, то затихая, шел сверху, с мигающего неба.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Сивӗ те тӗссӗр ҫумӑр пӗрӗхет, сарӑхнӑ йывӑҫсем хушшинче кӗрхи ҫил ашкӑнса иртӗхет, ҫулҫӑсене тата-тата илет те тӗксӗммӗн ҫуталакан йӗпе асфальт ҫине пӑрахать.
17 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич, курткине хывса хурса, касса купаланӑ шанкӑ ҫине ларчӗ те, шанса кайнӑ ҫулҫӑсен тӑкӑсрах шӑршине йӗтӗмленсе ҫӑтнӑ май, ҫӳхе кӑвак тӗтрепе пиеленнӗ инҫетри пӗлӗт хӗрри еннелле, юлашки илемӗпе йӑлтӑртатса ҫуталакан аякри вӑрманӑн кӗр кунӗсем ылтӑнланӑ картисем ҫинелле чылайччен сӑнаса пӑхрӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӑкӑр! — ҫилӗллӗн хӑр та хар кӑшкӑрчӗ хушӑран Пантелей Прокофьевич, сиввӗн ҫуталакан куҫӗсемпе килтисем ҫине пӑхкаласа илсе.Хлеба! — изредка и грозно рычал Пантелей Прокофьевич, обводя домашних сверкающими глазами.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫунатсем ҫинчи юр пек ҫиҫсе ҫуталакан тӗкӗсем ҫӗр ҫумӗнчех, тӗрлӗ курӑксен симӗс ытамӗнче, юлашки хут шурӑ ҫиҫӗмлӗ йӑлтлатса илчӗҫ те сӳннӗ пек пулчӗҫ: хир кӑркки курӑк хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл Брянцев каланине итленӗ хушӑра унӑн хавхалануллӑ шухӑшпа ҫуталакан савӑнӑҫлӑ пичӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Трубасӑр пӗчӗк лампӑпа ҫуталакан кӑмака патне пырса, вӑл кинӗнчен йӑвашшӑн ыйтрӗ:Подойдя к печи, слабо освещенной маленькой лампешкой, он ласково спросил сноху:
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Воронинӑн кӑмакаран ӳкекен ҫутӑпа ҫуталакан пичӗ ҫинче кулленхи канӑҫсӑрлӑхпа ывӑннине палӑртакан йӗрсем пулмарӗҫ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хунар ҫутипе кӑшт ҫеҫ ҫуталакан пӗчӗк пӳртрен йынӑшни, кулни илтӗнет.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.