Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер урайсене ҫуса тухрӗҫ, ҫав тери кӑмӑллӑ.

Вчера вымыли полы, очень приятно.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Унӑн вара ман хӗре кӗпейӗм ҫуса тӑхӑнтартмалла, апат пӗҫерсе ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нумай пулмасть кӑна аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса кайнипе, тулта сывлӑш тутлӑ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Севет инкепе Тамара пӳрт ӑш-чикне хӑйӑрпа нӑтӑр-нӑтӑр ҫуса тӗкӗр пекех ҫутӑлтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хамӑр колхозри столовӑйра ӗҫлеттӗм, кухньӑра чашӑк-тирӗк ҫуса пурӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Урай шӑтӑклӑ пулнӑран тислӗке шывпа ҫуса тасатаҫҫӗ те — пур ҫӗрте те куҫа илӗртекен тасалӑх.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тен, пушӑ флягӑна Платон тӑрӑ шывпа лайӑхрах ҫуса тасатма шутланӑ?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хальтерех ҫуса тасатнӑ уҫӑ сывлӑшлӑ пӳлӗмсенче никам та ҫук, ун пек чухне мӗн те пулин ҫырма канлӗрен канлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аэродрома каярах ҫитсен билетсӑр юлма пултаратпӑр тесе хваттер хуҫи хӗрарӑмӗпе васкавлӑн сывпуллашрӗҫ те пӗрремӗш юр ҫуса шуратнӑ таса урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пӗррехинче эпир, виҫҫӗмӗш сменӑра ӗҫлеме хатӗрленнӗскерсем, складсем умӗнчи бетон площадкӑна — хӑватлӑ прожекторсем кӑнтӑрлахи пек ҫутатакан вырӑна — ҫитрӗмӗр те, шыв кӳлленчӗкӗнче пылчӑклӑ атӑсене ҫуса тасатса мастерсен вакунӗ еннелле ҫул тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Калпак ҫуса ҫакрӑм карлӑк ҫине, Хӗвел ҫӳле кайрӗ, типес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай пулмасть кӑна ҫуса лартнӑ юр пӗр кун хушшинчех кайса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫумӑр ҫуса ҫӗр питне ҫемҫетмест, Тырӑ-пулла пулма, ҫитӗнме сиплемест.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эсӗ, шкултан таврӑнсан, апат ҫи те чашӑк-тирӗкне ҫуса хур.

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

Уринкка темиҫе ҫул аппа патӗнче шкул кӑмакисене хутса, урай ҫуса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав курӑксен шывӗпе ҫуса, ҫемҫетнӗ ҫулҫӑпа сысна ҫӑвӗ сӗрсе кӗсене тасатрӗҫ-тасатрӗҫех.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир ҫырмаран пит ҫуса килнӗ ҫӗре паранкӑ пиҫнӗ, чей вӗренӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Атя-ха, алӑ ҫуса пӑхар, — тет Шурик.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫуса типӗтнӗ пир калама ҫук шурӑ пулчӗ, анчах вӑл куштӑрка та хытӑ-ха, ӑна тукмакпа ҫапса ҫемҫетмелле.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак тап-таса ҫуса тасатнӑ пулӑттӑм ҫав ҫамкана ҫак япалапа! — Хӗрарӑм лаштанккана ҫатӑрласа тытнӑ сылтӑм аллипе ҫиллӗн юнаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех