Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр ҫуса тӑни, каҫсерен аванах шӑнтни ҫуракине пӑртак чӑрмав кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d0%b ... b%d3%97-2/

Нумай ачаллӑ ҫемьере кӗпе тумтир ҫуса тасатасси, кӗҫӗннисене апат ҫитересси аслисен тивӗҫӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Вӗсем валли апат пӗҫерсе хатӗрличчен, кӗпи-тумне ҫуса тертлениччен пӗччен пурӑнса ирттерем.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Поселокри йывӑҫсем, тин кӑна ӑшӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗрен, качча тухма хатӗрленсе тӑнӑ пикесем майлах чипер.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫукӑн кӗпи-йӗмне Хӗветут пичче арӑмӗ Кӑлати инке ҫуса тасатса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мӗн-ма ҫав тери ачашшӑн ҫупӑрлать вӑл Ваҫука: лӑпкать, пуҫран шӑлать, сӑмса тутрисемпе майка-трусиксене вӑхӑтра ҫуса тӑрсах парать, ҫӗлемеллине ҫӗлет, сапламаллине саплать…

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Лар ҫинче ларакан кункӑрана та вӗри шывпах, мунчалапах ҫуса тасатнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тин ҫеҫ ӑшӑ ҫумӑр ҫуса кайнӑ та, бульвар ҫинчи лапсӑркка ҫӑкасем хушшинчи асфальт сукмаксем тӗкӗр пек йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мӗншӗн тесен мехелӗ ҫитрӗ: пухӑнса-пухӑнса пынӑ ҫумӑр «чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ» — ҫуса ячӗ!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сывлама ҫӑмӑл, тин ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хура Ҫимуна, тайгара пурӑнса ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка юратма хӑнӑхнӑскере, питӗ килӗшрӗ шартлама сивӗ хыҫҫӑн ҫӳлтен юр ҫуса тӑман ахӑрни.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахӑш самантра мунчине хутса ӗлкӗртрӗ Укань, тахӑш самантра Сантӑрккана ҫуса кӑларчӗ, килне леҫсех хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лайӑхрах пулмӗ-и тесе, Укань мунча хутса ҫуса кӑларчӗ Сантӑрккана, пӗр-ик стакан ханша ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑ юр ҫуса тӑнипе ҫанталӑкӗ сивех мар.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑпанипе медсестра Ҫимунӑн суранне ӑшӑ шывпа ҫуса, эмеллесе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Урайне тап-таса хырса ҫуса кайнӑ хӑйсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ арӑмӗ, ҫуса пӗтереймен чашӑкне сӗтел ҫине лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗчӗкреххисене, пичӗсене ҫуса, таса кӗпе-йӗм тӑхӑнма хушать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Юр ҫуса лартас пулсан, пулмарӗ вара, — хӑрарӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех