Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кине кала, пӗр пӳлӗмне ҫуса тасатса хутӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр каҫиччен тум-тирне ҫуса типӗтме ӗлкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑла лӑплантарса ҫывӑртсам», — пит-куҫне куҫҫулӗпе ҫуса кӗлтурӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑннӑ Иннокентий ҫавӑнтах шӑл катӑкне тӗплӗ, асӑрханса ҫуса типӗтрӗ те «Момент» клейпа ҫыпӑҫтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Апатланар та ура ҫуса ҫывӑрма выртар.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫул ҫинчен ҫитни картишӗнче халь кӑна пӳлӗм те коридор урайне ҫуса тухнӑ, аллинче хура тӗслӗ пысӑк татӑк тытса тӑракан хӗре курчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Краҫҫынпа ҫуса тасатнӑ комбинезон таса, анчах шӑршлӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫӗрле ҫуса тасатнӑ, малтанхи хӗвел пайӑркисем ӳкнӗ урай тӑрӑх ҫемҫе пушмакпа утса пынӑ май машинӑсем кӗрлеме тытӑничченхи шӑплӑхпа киленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тин ҫеҫ ҫуса иртнӗ ҫумӑр хыҫҫӑнхи нӳрлӗ тӑпра ҫийӗн нуски вӗҫҫӗнех илтерсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Ӑшӑ сумӑр ҫуса кайнӑ хыҫҫӑн сутҫанталӑк чӗрӗ вӑй илнӗ, мӗнпур йывӑҫ-курӑк пуҫне каҫӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Ҫумӑр вӑрманӑн пушар кирӗкпе ҫуса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Анюта, — терӗ алӑ ҫуса кӑмака хыҫӗнчен хӗсӗнкелесе тухнӑ Илле, — Раман ҫак пӳлӗмрех сан ӗмӗрне ирттересшӗн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тин ҫумӑр ҫуса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ноябрь ҫитеспе пӗрре юр ҫуса пӑхрӗ те — каллех ирӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ывӑлӗсем сарай тӑрринчен ача краватне антарса кӗнӗ, юсаса та ҫуса хунӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑтӑшах ҫумӑрсем ҫуса тӑнипе вырма тӑсӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳрте кӗрсен, хывӑнса питне-куҫне пусӑ шывӗпе ҫуса илнӗ хыҫҫӑн вӑл акӑ мӗн каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле васкаса мунча хутрӗ, юман милӗксем пӗҫерчӗ, Ванюшӑн тарпа пиҫнӗ ӳтне хӑех ҫуса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрать ҫумӑрӗ тепӗр чух ҫуса каять те — нимех те мар пек.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех