Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлӗт ҫинчен ҫуса тӑрать, терӗн-им?

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Натюш вӗсем хыҫҫӑн пӳлӗме тирпейлесе, урайне ҫуса тухрӗ, кухньӑра апат хатӗрлеме пикенчӗ, ҫав хушӑрах ваннӑйра кӗпе-йӗм ҫума шыв ӑшӑтма газ чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Петте ачам, тӑр, сив шывпа питне ҫуса уҫӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сыснасем валли апат хатӗрлемелли пӳлӗмре тӑватӑ хӗр юрласа ӗҫлеҫҫӗ: пӗри машинӑпа ҫӗр улми ҫуса тасатать, тепри ҫӗр улмине машинӑпа ҫӑрса нимӗрлет, ыттисем ҫав нимӗре тӗрлӗ апатпа пӑтратса хутӑштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗл тӑррипе ҫуса шуратнӑ урайне килте тӗртсе тунӑ палассем сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав самантрах таса шывпа ҫуса тасатрӑм, ҫӗрне кӑпкалатса удобрени янӑ шывпа шӑвартӑм, сарӑлнӑ ҫулҫисене йӑлтах татрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсен вуллисене йӗри-тавра касса суранлатнӑран, ҫу каҫипех хӑйсен суранӗсене «куҫҫулӗпе» ҫуса ирттереҫҫӗ, хӗрлӗ тӗслӗ шӗвекӗпе сӑрланса, ҫуллахи кунсене те асаппах вӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

«Кӗпе-йӗме ҫуса, чӳхесе тӑхӑнас пулать», — терӗм хама хам.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халь ҫеҫ ҫуса тасатнӑ тӗкӗр пек ҫиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Каҫ пуличчен пӳлӗм урайне те ҫӑвать, кашӑк-чашӑк ҫуса тирпейлет, унтан каллех, хурала тухать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Килтен тухсан, чӗреслетсе ҫумӑр ҫуса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Такам туртса илесрен хӑранӑн, пӳрнесене ыраттара-ыраттара, ача пуҫӗ пысӑкӑш тӑм муклашки илтӗм, алла ҫуса хӑва хулли касса калак турӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ельпох калатӑп: ман хамӑн та укҫа ҫумӑр пек ҫуса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр енчен, тикӗтпе вараласа намӑса кӗнине ҫуса тасатрӗ, тепӗр енчен — Сантӑрӑн мӑнаҫлӑхне ҫырлахтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те типӗтме ҫуса ҫакнӑ ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче Анукӑн ҫуса ҫакнӑ кӗпине касса кайнӑ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара вӗсем ирех евчӗ кӗтме хатӗрлене пуҫларӗҫ, пӳрт ӑшчиккине ҫуса тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак улаха килмӗттӗм, Ачисене юратап, Ҫуса ҫакнӑ шур тутрин Вӗҫӗ вӗл-вӗл тӑваять.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗрекене ҫуса тирпӗйлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех