Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмран (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлех хӑпарма ӗлкӗреймен хӗвел ҫурӑмран ҫутатса тӑрать.

Низкое солнце светило в спину.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анне мана ҫурӑмран ҫатлаттарса илчӗ:

Мать шлепнула меня.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Атте ман пите ывӑҫ тупанӗпе шӑлчӗ те, ҫара ҫурӑмран лӑпкаса илсе, ваннӑран туртса кӑларчӗ.

Отец вытер мне лицо и голого вытащил меня из ванны.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах ӑна ярса тытрӗҫ те лайӑх кӑна хӗнерӗҫ, ҫурӑмран автоматпа тӗллесе илсе кайрӗҫ.

Его поймали, избили, поставили перед пулеметом, и он пошел.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хулне савӑккӑн сиктеркелесе, атте Володя ҫумӗнчен сиксе тӑчӗ, ман пата пычӗ, хӑйӗн пысӑк аллипе ман ҫурӑмран ҫатлаттарса, пуҫне ман уммалла усрӗ те питне ман тута ҫумне лектерчӗ.

Он с веселым подергиваньем вскочил от Володи, подошел ко мне и, шлепнув меня своей большой рукой по спине, подставил мне щеку и прижал ее к моим губам.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак самантра Гвозден нимӗҫе ҫурӑмран печӗ те, лешӗ вара пулемечӗпе пӗрлех Уча ҫине кайса ӳкрӗ.

В этот момент Гвозден выстрелил немцу в спину, и тот вместе с пулеметом рухнул на Учу.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Зыков мана пӑшал кӳпчекӗпе ҫурӑмран тӗртет, кӑшкӑрать:

Зыков пихает меня прикладом и кричит:

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Мана ҫурӑмран та, ҫурӑмран аяларахран та, айӑк пӗрчисем тӑрӑх та, урасенчен те — мӗнрен тивет ҫавӑнтан ӑшалаҫҫӗ.

Бьют меня по спине, и пониже спины, и по ребрам, и по ногам, и по чем попало.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Вара мана ҫурӑмран шомполпа пӗрре ҫапрӗҫ.

Тогда меня вдарили раз по спине шомполом.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Мана ҫурӑмран пӗрре хӗртсе илсенех, ман юлташ сиксе тӑчӗ те: «Ҫав штрекра вӑл ҫын, ҫав забойра», — терӗ, ҫапла пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Как только ожгли меня раз по спине, так товарищ мой вскочил и заявил: в таком-то, мол, он штреке, в таком-то забое…

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Машинӑсем ҫине ларса, тӑшмана ҫурӑмран персе пырасчӗ, пӗтӗм шоссе тӑрӑх паника ҫӗклесчӗ.

На машинах, в спину, посеять панику на всем шоссе.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Катерина мана ҫурӑмран тӗксе илчӗ.

 — Выкрикнула Катерина и толкнула меня в спину.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫил пире ҫурӑмран вӗрсе нимӗҫсене хирӗҫ юр вӗҫтерсе пырса питрен ҫапать.

Ветер дует нам в спину и несет снежный поток в лицо немцам.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Халь вӑл хӑйӗн вӑйне чухласа илнӗ ӗнтӗ; ҫак вӑй кирлӗ таранах пулнӑран хавасланнипе Начинкина ҫурӑмран лӑпкаса илнӗ.

Теперь он осознал свою силу и от избытка этой силы, желая чем-то выразить радость, распиравшую его грудь, звонко хлопнул Начинкина по спине.

Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.

— Вӑл ӑна йывӑҫ хыҫӗнчен ҫурӑмран печӗ, Шура ун чухне шӑпах комбатӑн суранне ҫыхатчӗ…

— Он выстрелил ей в спину из-за дерева, когда она перевязывала комбата…

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тракторсемпе ҫӗмӗрӗлнӗ машинӑсем хушшипе пӑрӑнкаласа иртсе, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ҫурӑмран перессе кӗтнӗ евӗр, пуҫӗсене хулпуҫҫийӗсем ҫине усса, вӗсем тӗттӗмленекен уялла чупаҫҫӗ.

Лавируя между тракторами и изувеченными машинами, не останавливаясь, не оглядываясь, втянув головы в плечи, будто ожидая выстрела в спину, они бежали в серые тихие сумерки поля.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӗсем сана ӑҫта та пулин пӗччен илсе кӗртсе, метил спирчӗ ӗҫтерсе ӳсӗртесшӗн — вара ҫурӑмран ҫӗҫӗпе…

Они только и ждут, чтобы завести тебя куда-нибудь одного, напоить метиловым спиртом — и ножакой в спину…

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ачасем мана курчӗҫ те, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрашса, ман паталла чупса пычӗҫ, хулпуҫҫирен, ҫурӑмран шаплаттарма тытӑнчӗҫ.

Ребята увидели меня и с радостным криком побежали навстречу, стали хлопать по плечам, по спине.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ҫил ҫурӑмран вӗрет, малалла тӗкет, Серёжӑн вӑрӑм ҫӳҫӗ пичӗ ҫумне усӑна-усӑна анать.

Ветер дул в спину, толкал вперед и хлестал Сережу по лицу его длинными волосами.

Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Сасартӑк мана фотограф ҫурӑмран тӗртсе илчӗ те, хыҫалалла кӑтартса: — Авӑ, пӑхӑр, пирӗн стратостат ҫаплах ҫӳлелле хӑпарать. Ахӑртнех, унӑн гондоли татӑлса кайнӑ пулмалла, — терӗ.

Вдруг фотограф толкнул меня и показал назад: — Вон, смотри, наш стратостат всё ещё высоту набирает. Вероятно, у него гондола оборвалась.

Стратостат хыҫҫӑн хӑвалани // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех