Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмран (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Федя вӑрттӑн йӑпшӑнса пыма юратать: уншӑн пулсан лаша таканӗсем ан шаккаччӑр, шпорсем ан чанкӑртатчӗр, лашасем ан кӗҫенччӗр, — итлемен лашасене ҫавӑнтах сӑмсинчен чӑмӑрӗпе лектерсе илет, лашасем ҫинчи ҫынсем ан пӑшӑлтатчӗр, — итлемесен пӗр самах каламасӑрах ҫурӑмран саламатпа тӑсса илет.

Любил Федя подкрасться тихо, чтобы не стучали подковы, чтобы не звякали шпоры, чтобы кони не ржали — а не то кулаком по лошадиной морде, чтобы всадники не шушукались, а не то без разговоров плетью по спине.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пӗри хыҫалтан ҫурӑмран тӗртрӗ.

Кто-то пхнул меня в спину.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Мана вӗсем ҫурӑмран тӑпра муклашкипе икӗ хутчен шаплаттарчӗҫ, Тимкӑн картусне шыва ҫапса ӳкерчӗҫ.

Уже дважды я получил комом по спине, а у Тимки сшибло фуражку в воду.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ан пӑшӑрхан, ачасем патӗнче апат сӗтел тулли унта, — ҫурӑмран ал лаппипе юлташла шаплаттарса ӑсатрӗ ӑна Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ан пӑшӑрхан, ачасем патӗнче апат сӗтел тулли унта, — ҫурӑмран юлташла шаплаттарса ӑсатрӗ ӑна Калюков.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, килне каяр, унта калаҫӑпӑр, — ҫурӑмран тӗкрӗ ӑна Мина.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫурӑмран та, кӑкӑртан та пӑшал кӗпҫипе тӗкрӗҫ те: «Ӑҫта кайрӑн, Орлов патне-и? Кала, вара каҫаратпӑр. Каламасан, ҫакӑнтах йытӑ вилӗмӗпе вилсе юлӑн», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эхер те вилнӗ тӗк — шуйттан патне, чӗрӗ пулсан — ҫурӑмран хура ҫӗр пулӑ!

Если он умер — черт с ним, а если жив — сотню линьков в спину!

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Капернӑра арҫынсем тачка ура хырӑмӗллӗ, тӗреклӗ алӑллӑ, ҫуллӑ ӳтлӗ те мӑнтӑр, нӑкӑ хӗрарӑмсене кӑмӑллаҫҫӗ; кунта ҫурӑмран ал тупанӗпе лӑп-лӑп ҫапса, пасартилле тӗрткелешсе ачашлаҫҫӗ.

Капернцы обожали плотных, тяжелых женщин с масляной кожей толстых икр и могучих рук; здесь ухаживали, ляпая по спине ладонью и толкаясь, как на базаре.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫил мана е питрен, е ҫурӑмран, е аякран вӗрчӗ.

Ветер дул мне то в лицо, то в спину, то в бок.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Тӗрӗс-тӗрӗс, ман пата кирек хӑш вӑхӑтра та ҫынсем килме пултараҫҫӗ, — мӑшӑрне ҫурӑмран лӑпкарӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Мӗн тӑратӑн тата, ут малалла, — ҫурӑмран пырса тӗртрӗ ӑна хӗрарӑм милиционер.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ашшӗ хӗрне лӑпканӑ пек ҫурӑмран лӑпкаса илет.

Ласково похлопывает по спине, будто отец одобряет дочь.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Акӑ халь ӗнтӗ эсӗ чӑн-чӑн конармеец, — терӗ те вӑл, мана хӑйпе тан ҫын вырӑнне хунӑ пекех, ҫурӑмран ҫапса илчӗ.

— Вот теперь ты настоящий конармеец! — сказал он и ударил меня в спину, как соперника.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эмиль шухӑшласа тӑмасӑрах хӑйӗн йывӑҫ кӗреҫине ярса илчӗ те унпа Бултена ҫурӑмран яра пачӗ.

И недолго думая Эмиль схватил свою деревянную лопату и что было сил огрел Бултена по спине.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ман ҫине лайӑх пичке пысӑкӑш панулмисем пат та пат татӑлса ӳкрӗҫ; пӗр улми эпӗ пӗшкӗннӗ хушӑра мана ҫурӑмран шаплаттарчӗ, эпӗ ура ҫинче тытӑнса тӑраймарӑм, ҫӗр ҫине ӳпне сарӑлса выртрӑм.

С десяток яблок величиной с хороший бочонок посыпалось на меня; одно из них угодило мне в спину и сшибло меня с ног. Я плашмя растянулся на земле.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах та ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Эмиль ашшӗне ҫурӑмран тӗртрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Но тут Эмиль ткнул папу в спину и завопил:

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сисмен те, такам ҫурӑмран хап! тутарчӗ.

Кто-то вдруг неожиданно хлопнул по спине.

Май пур иккен // Вениамин Кӑвакҫут. «Капкӑн», 2011, 1№, 6 с.

Николай кипке татӑкӗпе темле пӑхӑр хулӑсене шӑлса тӑратчӗ; вӑл ӳсӗрсе илчӗ те, мана ҫурӑмран хулӑпа туртса ҫапрӗ.

Николай вытирал тряпкой какие-то медные прутья, крякнул и хлестнул меня прутом по спине.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл мана алӑран ярса тытрӗ, ҫурӑмран шаплаттарать, чут ҫеҫ чуптуса илмерӗ!

Он за руку меня схватил, по плечу хлопает, чуть-чуть не расцеловал!

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех