Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмран (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан пичче лӑш кулса илчӗ те мана ҫурӑмран лӑпкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрер пуленке йӑтса кӗрсен, анне мана ҫурӑмран лӑпкаса ҫапла калатчӗ: — Ӗҫчен ача, маттур, — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Государь» тени вара ҫурӑмран патакпа ҫапнӑ пекех туйӑнать.

А слово «государь» так и бьет палкой по его ребристой спине…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл, Мӗтри ӑна ывӑнтарса ҫӗклесе ҫапасшӑн пулнипе килӗшнӗ пекех, ун ытамӗнче ытлашши турткаланмасӑр уткаласа ҫӳрерӗ, халран кайнине систерсе, пӳрнисемпе ҫурӑмран шаккарӗ, Мӗтри хӑлхи тӗлӗнче хашлатса сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ир-ирех ҫара уран чупнисем, Ӑмӑртса ҫут ҫерем ҫийӗпе, Ҫурӑмран лӑпкакан ҫилӗпе.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ҫав вӑхӑтра Северьян ӑна ҫурӑмран пуртӑ ҫивӗчӗшпе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хытӑрах хӑвала, ҫултан ан пӑрӑн! — ҫурӑмран тӗртрӗ мӑрса хӑйӗн лавҫине.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсир улталама хӑнӑхман, ҫавӑнпа конкурентсене ҫурӑмран пеместӗр.

Вы привыкли играть по-честному, поэтому не станете строить козни за спиной у конкурентов.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вырӑс воинӗ ӑна утма хушса ҫурӑмран сӑнӑ вӗҫӗпе кӑт! тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна ҫурӑмран ҫӗҫӗпе тирсе ҫырманалла тӗртсе янӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен те пулмарӗ — Николай Сергеевич ачана ҫурӑмран виҫӗ хутчен вӑйпах шаплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пикментей каччӑсене ҫурӑмран тӗрте-тӗрте вӑрманалла, кӑкарнӑ лаша курӑнакан тӗлелле хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атя, атя, — ӑна ҫурӑмран тӗртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара ҫурӑмран, мӗн, кӑшт аяларах: ле-еп! турӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тислӗк муклашки илчӗ те мана ҫурӑмран яра пачӗ!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ку ӗнтӗ Ухтерккен ҫӑхавӗ пулать, хӑйне тислӗк муклашкипе ҫурӑмран пенӗшӗн вӑл кинне сута панӑ!.. Ха-ха-ха!» — хӑй тӗллӗн кулать Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах уретникӗ, екконӗ манӗ, нимшӗнех чӗн пушӑпа мана аҫам витӗр ҫурӑмран пӗҫертсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нетти тухрӗ, Моргиана вара, хӑйӗн чеелӗхӗпе кӑмӑллӑскер, ҫапларах шухӑшларӗ: «Енчен те ҫав апрашкасем ман пирки сӳпӗлтетнӗ тӗк — халӗ ҫак вунӑ гине вӗсем ҫурӑмран чулпа ҫапнине ниепле те ҫыхӑнтараймӗҫ. Ахӑртнех, вӗсем халӗ ырӑ ватӑ хӗрпе, укҫана хӗрхенменскерпе тата ҫынна шеллекенскерпе, ҫапла чӑртмаххӑн хӑтланнӑшӑн ӳкӗнеҫҫӗ».

Нетти ушла, а Моргиана, довольная своей хитростью, подумала: «Если эти дуры начали фантазировать на мой счет, то десять гиней никак им не согласовать с камнем в спину. Наверное, теперь они будут сокрушаться, что обошлись дерзко с доброй старой девой, щедрой и жалостливой».

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӗрарӑмпа арҫын, такам хушнӑ пек, такам ҫурӑмран тӗкнӗ пек иккӗшӗ те харӑсах ура ҫине ҫӗкленчӗҫ, Маргарита паҫӑр курса тӗлӗннӗ портрет патне пӗр сӑмах чӗнмесӗр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫил ҫурӑмран вӗрет.

Ветер дул в спину.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех