Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмран (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ ӗнтӗ мӑнастирӗн кил-картине Пухса тухрӗҫ пуҫлӑхсемпе пупсене: Тӗпчет пӗрле Еркинейпе Емелен Пӑхӑнманне айӑплама йӗркерен: Виҫӗ пуппа икӗ салтак пуҫлӑхне Харсӑрлӑхшӑн ҫакас, терӗҫ, хапхаран, Вуник пуппа виҫӗ капрал шӑмшакне Хурӑн хулпа хӗртес, терӗҫ, ҫурӑмран.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Киселев, пулемет патӗнче выртаканскер, фашист ӑҫтине пӑхма тесе, ҫӗкленме пикенчӗ, анчах ӑна ҫав самантрах тӑшман пули кӑкӑртан тиврӗ, ҫурӑмран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

«Перекетлӗ ҫын иккен ку кил хуҫи. Маттур, маттур!» — ӑшӑмра Тимӗр Кӗркурине ҫурӑмран лӑп-лӑп туса илетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Атя, атя, — ҫурӑмран лӳплеттерсе илчӗ мана Арҫен, — ҫын патне элттем-шелттем упӑтеленсе, ҫаппа-ҫарамас е кутӑн тӑрса кӗме аван мар.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Здорово! — хулан машина сассиллӗ шӑв-шавне хӑйӗн хӑйӑрлӑ чул сассипе касӑнса кӗрсе, тутине елпӗрсе, ҫурӑмран пак! паклаттарчӗ Аркадие Альберт.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл мана ҫурӑмран хытах чышса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ахӑлтатса кулса ярать, мана ҫупӑрласа ҫурӑмран лӑпкать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Юрӗ, юрӗ, — лӑплантарасшӑн пулнӑ пек ҫурӑмран лӑпкарӗ ӑна хан.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӑртак мар, ӗмӗр асӑнмалӑх кӑтартатпӑр хамӑр вӑя, — лӑпкарӗ ӑна ҫурӑмран Элӗк.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аслӑ воевода, манӑн та ыйтмалли пурччӗ, — терӗ вӑл хӑйне такам ҫурӑмран чышнӑ пек ура ҫине сиксе тӑрса.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тарма тӑрсан сӑнӑпа тӳрех ҫурӑмран лачлаттаратӑп.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Магмет, хӑйне такам ҫурӑмран тӗртнӗ евӗр, ура ҫипе сиксе тӑчӗ, Нухрат енне ҫаврӑнчӗ те ӑна алӑран ҫатӑртаттарса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл аллипе каччӑна ҫурӑмран лӑпкать.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Телей пултӑр, — терӗ вӑл, унтан, патӑма пырса, мана, пӗчӗк чухнехи пек, ҫурӑмран лӑпкаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ килӗшменнине кура, Митя сиксе тӑчӗ те шӗвӗр грифелепе мана ҫурӑмран тӑрӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карчӑк мана питӗ юратать, час-час ҫурӑмран лӑпкаса илет.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл шывланнӑ куҫӗпе пӑхса, мана ҫурӑмран лӑпкаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла каласа вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ те аттепе аннене тав турӗ, унтан мана ҫурӑмран лӑпкаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ан йӗр, вилместӗн, хӗрӗм, — ҫурӑмран лӑпкаса каларӗ Ҫтаппан пичче.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӑҫта каян-ха эсӗ, ан кай! — сиксе пычӗ ман пата Шӗшлӗ, мана алӑран ярса илчӗ, ҫӑлкаласа аттипе ҫурӑмран тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех