Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуна сăмах пирĕн базăра пур.
ҫуна (тĕпĕ: ҫуна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван ҫуна ҫинче мӗн пуррине пӑхса илчӗ — нимӗн те, пӗр хӑва хулли пулинччӗ хӑть.

Иван оглядел сани – ничего, ни малого прутика.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Ӗнтӗ ҫуна патне ҫитме те унӑн тепӗр вунпилӗк-ҫирӗм метр ҫеҫ юлнӑ.

Уже только метров пятнадцать-двадцать отделяло его от саней.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Иван ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ те ӑйӑрне аран-аран турта хушшине тӗртсе кӗртрӗ…

Иван выскочил из саней, насилу втолкал коня в оглобли…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Иван ҫуна ҫинче сӗнк пулнӑ.

Иван дремал в санях.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Чӑнах та, Энтрее пӗчӗк ҫуна ҫине лартрӗҫ те Пушкар арӑмӗ патне илсе кайрӗҫ.

Действительно, Андрея посадили в санки и отвезли к жене Пушкаря.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Ӗҫ вырӑнне, Сандивей станцине, тепӗр ик ҫухрӑма, Т-140 тракторпа ҫуна ҫине вырнаҫтарнӑ вакунра кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Ӳтне ман ҫуна ҫине вырнаҫтарса хутӑмӑр, хайхи хӗрарӑм ӑна туртса тухса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Тус-юлташӗсемпе кӗреҫе тытса окоп чавӗччӗ, йывӑҫ ҫинчи сырӑшсем ҫине кайӑксем валли апат хурӗччӗ, тӑвайккине ҫуна сӗтӗрсе чупӗччӗ...

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫуна кӳлнӗ лаша тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эсӗ вӑрҫӑран таврӑничченех, — терӗ те ҫуна ҫинчен анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫуна йӗрӗсем тӑрӑх шӑнкӑртатса шыв юхать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пулӑ тытмалли ҫекӗл, хӑяр шӑвармалли хатӗр, икӗ ретлӗ кӗрепле, хӗлле сӑртран ярӑнмалли ҫӑмӑл ҫуна (унпах вӑл таса уй тӑрӑх вӑйлӑ ҫилпе усӑ курса пир парӑс карӑнтарса ярӑнатчӗ), мулкач тытмалли капкӑн - пурне каласа пӗтерес те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Пӗррехинче, ҫуркунне анне ҫуна туртса килнӗ вӑхӑтра, ывӑнса канма ларнӑ.

Однажды, весной мама тащила санки, уставшая присела отдохнуть.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Мускавра Ҫӗнӗ ҫул уявне кӗтсе илни, кӑрлачӑн пӗрремӗш кунӗнче «Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравӗ» комплексра экскурсире пулнӑ май шурӑ лашасене кӳлнӗ ҫуна ҫине ларса ярӑнни ҫинчен еплерех хавхаланса чуна уҫнӑччӗ тата!

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗр пӗлӗтсӗр сенкер тӳпене хуллен-хуллен шуса хӑпаракан хӗвел хыҫлӑ ҫуна ҫинчи ҫынсене тӗпӗр ире — Самарин Зина патне пӗрремӗш хут пырса кӗнӗ тахҫанхи ире — аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сӑнран кайнӑ Сантӑрккана улӑм сарнӑ ҫуна ҫине вырттарса килне леҫрӗҫ, медсестра патне чуптарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван пичче те ахаль тӑмасть, пӗр кӗтесре ванчӑк ҫуна тӳрлетет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мария Тимофеевна, Петӗр пулӑшнипе хӑрах ури ҫине тӑркаласа ҫуна ҫине тухса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнӗ юр ҫийӗпе ҫӑмӑллӑн шӑвать тимӗрленӗ ҫуна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех