Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуна сăмах пирĕн базăра пур.
ҫуна (тĕпĕ: ҫуна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальтерех кайнӑ ҫуна йӗрӗ тинкерсе пӑхсан тин палӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Урхамах кӳлнӗ хыҫлӑ ҫуна ҫинче Хурӑнварти бригадирпа арӑмӗ тата кладовщик ларса пынӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫуна ҫинчи ҫынсене тӑвӑрлатмастчӗ вӑл, уншӑнах урхамаха йывӑр пулмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул кукринелле пӑрӑннӑ ҫуна ӳречипе ҫамрӑк ӑвӑс вуллине ҫапӑнса часах куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрарӑм пурпӗрех ҫуна хыҫҫӑн чупрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хыҫлӑ ҫуна хыҫҫӑн хытӑ юр пӗрчисем кӑна сирпӗнсе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хыҫлӑ ҫуна ҫине виҫҫӗн ларнӑ: икӗ арҫын та пӗр хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫуна таврашӗ ӑна пусарса такӑрлатман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Инҫетренех асӑрхарӗ Изамбаев: Пилешкасси ялӗнчен хӗрарӑмпа ача тухрӗҫ те ҫуна такӑрлатнӑ яка ҫул тӑрӑх васкамасӑр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫуна малалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Туран пӗр лав анать, ҫуна ҫинче лараканни Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ мӑн ҫултан сулахаялла пӑрӑнчӗҫ, шурӑ уй урлӑ ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ тӑсӑлакан ансӑр ҫуна ҫулӗпе пӗр ҫухрӑмри йӑмраллӑ пӗчӗк ял еннелле васкамасӑр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Вӑл пӑт пуканӗпе пӳскелле вылянӑ пек вылятчӗ, икӗ метр тӑршшӗ юман муклашкисене ҫуна ҫине пӗччен ҫӗклесе хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пире ҫуна ҫине лайӑх чӗркесе лартрӗҫ, пуҫ тӳпинчен шӑналӑк витрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫуна тупанӗ пӑрланать те тата та лайӑхрах шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сахӑр хуҫи пӗр ҫатӑртатмасӑр-тулашмасӑрах йӑтмарҫӑсене ӗҫшӗн пурне те (ҫав шутра Ула Тимӗре те) пӗр тан, пӗр виҫепе тӳлерӗ (каҫартӑрах ӗнтӗ халӗ те пулин: ун чух хӑйне шӑтӑк ҫуна ҫине лартса тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑварнине пачах ӑнкараймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫуна енчен-енне ҫапкаланать.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Лашана, йӑпӑр-япӑр тӑварса, ҫуна хыҫӗнчен кӑкартӑм та упана кӳлтӗм лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ӑна эпир, Арӑсланӑмпа иксӗмӗр, хамӑр ларса килнӗ ҫара ҫуна ҫине аран-аран йӑвалантарса хӑпартса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пазухин пуринпе те алӑ парса сыв пуллашрӗ те ҫуна ҫине лариччен ун умне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех