Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫӑсем (тĕпĕ: ҫулҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи каскӑн ҫил вӗрнипе, пӗлтӗрхи типсе хытнӑ ҫулҫӑсем кӑштӑртатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сад пахчинче ҫулҫӑсем чӑштӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сип-симӗс ҫулҫӑсем хушшинче пиҫсе ҫитнӗ хӗп-хӗрлӗ панулмие татса илсе: «Айта эпир ҫакна ҫиетпӗр. Унти витамин тата тимӗр пире питех те кирлӗ», — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пуҫтӑрринче хӗрлӗ симӗс ҫулҫӑсем вӗлтӗртетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗр ҫинчен аран ҫӗкленсе вӑл миххине ҫулҫӑсем тултарнӑ, ӑна пуҫӗ айне хунӑ та ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюк умӗнче тӑракан лутра кӑна йывӑҫ тем самантра ялтӑрса илчӗ те куҫа ҫулҫӑсем хушшине пытаннӑ улмасем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ылттӑн тӗслӗ апельсинсемпе мандаринсем ӗнтӗ пиҫсе ҫитнӗ те тӗксӗм-симӗс тӗслӗ ҫулҫӑсем хушшинче лайӑх палӑрса тӑраҫҫӗ.

Золотистые апельсины и мандарины уже созрели и резко выделяются среди темной зелени листьев.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫулҫисем пулӑ хуппи пек вӗтӗскерсем, ҫамрӑк симӗс турачӗсем унӑн ҫулҫӑсем вырӑнне пулаҫҫӗ.

Листья имеют форму крохотных чешуек, а молодые зеленые веточки заменяют дереву листья.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӗркунне - ҫулҫӑсем ҫаврӑннӑ вӑхӑт.

Осень - это время, когда кружатся листья.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Вӗсен ылтӑн тӗслӗ сарӑ улмисем тӗксӗм-симӗс ҫулҫӑсем хушшинче хӗвелпе вут ҫутисем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Золотистые и желтые плоды их, как огоньки, сверкают на солнце среди темнозеленой листвы.

Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Турат ҫинчен сарӑ ҫулҫӑсем ластӑр! туса ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сав ҫулҫӑсем пӗчӗккӗ те ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тин тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем тӗлӗнмелле кавир пек сарӑлса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иртерех саралнӑ ҫулҫӑсем йӑмра ҫинчен васкамасӑр ҫаврӑнса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун хыҫҫӑн ҫулҫӑсем тӑкӑнма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Турат ҫине пырса тӗкӗнсенех, ун ҫинчен сап-сарӑ ҫулҫӑсем чӑшӑл! туса вӗҫсе анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуҫӗ тӑрринче сайра ҫулҫӑсем ҫилпе шӗпӗлтетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӗрсем каллех вӑрман хӗрринчи пӗлтӗрхи типӗ ҫулҫӑсем ҫинче, ҫуркунне малтанхи хут тӑри сассине илтнӗ ача-пӑча пек, пӗр-пӗрне ыталаса, выртса йӑваланчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрман та хӑйӗн хуйхи-суйхине юрӑпа каласа панӑ — кайӑк юррисемпе, йывӑҫ тӑрри кашланипе, ҫулҫӑсем шелтӗртетнипе…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗвел пайӑркисем ҫулҫӑсем хушшипе чӗлкӗмленсе кӗреҫҫӗ те ҫипленсе-хӗлӗхленсе чӳхенеҫҫӗ, пӗтӗм йывӑҫа яваланса каркаланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех