Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫӑсем (тĕпĕ: ҫулҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпӑл-шӑпӑл-шӑпӑл алӑ ҫупса ячӗҫ ҫулҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пыл ҫунӑ йывӑҫ ҫулҫисене кӗр сӗмлӗхӗн тӗксӗмлӗхӗ ҫапнӑ та ӗнтӗ, вӗсем, ҫулҫӑсем, тӗллӗн-тӗллӗн самаях чалланнӑ, пӑт-пат саралнисем те, хӑмӑрланса пӗршӗннисем те курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнтах туратсем шатӑртатни, ҫулҫӑсем чаштӑртатни илтӗнчӗ те тӗмӗ хушшинчен кашкӑр ҫӑварӗнчен хӑтӑласшӑн ҫунакан мулкач пек чӗтреве ернӗ мучи сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ытти чухне, шухӑ ҫил йывӑҫсем тӑрринче аташса ҫӳренӗ вӑхӑтсенче, Ленӑсен пахчинче ҫулҫӑсем вӑрманта евӗр шӑпӑлтататчӗҫ, йывӑҫ тӑррисем хумханатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Иккӗмӗш хут ҫулҫӑсем сарсан, мӗн чухлӗ сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑсем тапӑнса асаплантарчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ытти калчасем сарлака та илемлӗ ҫулҫисемпе «мухтанса» лараҫҫӗ, кусем, икӗ хут имҫамланнӑскерсем, икӗ эрне каярах юлса, вӗтӗрех те имшеркке ҫулҫӑсем кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсем 17-18 кун кая юлса имшеркке ҫулҫӑсем сарчӗҫ, ҫӳллӗшӗ ыттисенчен 3-4 см чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫулҫӑсем шӑпӑртатса тӑкӑнни те ҫын ҫывхарнӑ пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн йӗре халь анчах вӑйлӑ тӑкӑнакан ҫулҫӑсем хупларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах чупнӑ хушӑра хамӑн ура сассипе тата ҫулҫӑсем чӑштӑртатнипе сӑмахӗсене уйӑрса илеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫаралнӑ ҫулҫӑсем шӑпӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чӑлтӑр-чалтӑр ҫулҫӑсем ҫеҫ кунта пурнӑҫ аран-аран сывланине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавнашкал вӗсем, шур кӑмпасем, ҫулҫӑсем айне «пытанса» лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Ӑнсӑртран вӑраннӑ пӗр авӑк ҫилпе ҫулҫӑсем пӑшӑлтатса илчӗҫ те шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫулҫӑсем айӗнче мӑйӑр та тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ҫулҫӑсем ҫиллессӗн ҫатӑлтатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Вӑл эс килнине пӗлмен, вӑл эс пӗлтермесӗрех тухса кайнӑшӑн кӳреннӗ, — теҫҫӗ пек мана ҫулҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ылтӑн ҫулҫӑсем ҫӗрелле тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫыран хӗрринелле вӑрӑм хӑмӑш ӳсет, шаларах, сарӑлса выртакан лапка ҫулҫӑсем хушшинче, шултра шурӑ чечексем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗтӳ иртсе кайнӑ пек, кив ҫулҫӑсем ҫинче ҫеҫ урлӑ та пирлӗ йӗр выртать.

Лишь на земле остались примятые листья, кусты, трава, будто здесь только что прошло стадо.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех