Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Империализм вӑрҫи пуҫлансан иккӗмӗш ҫулхине салтак ҫулӗ ҫитнӗ Савруша та вӑрҫа илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав ҫулхине вара, Петӗр тетӗшӗпе пӗрле Хусана кайнӑ ҫул, пӗр тӗлӗнтермӗш чӑваш тупӑннӑ-тупӑннах иккен.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр ҫулхине Едигер Хусан патне похода та ермешсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хитре вӑрҫӑ туса ирттернӗччӗ вӑл ҫулхине.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хам та пӗлместӗп, мӗнле ҫӑлӑнса юлтӑмӑр ҫав ҫулхине, — тет вара тӑхӑр вуннӑран иртнӗ Пикпав старик.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр ҫулхине, ҫуркунне, шыв нумай пулнипе ҫак лакӑм пӑхма тискерлӗ алхасса пӗве патнех ҫитрӗ, пӗве татса кайрӗ: пуҫӗ ишӗлсе анчӗ, унтан йӑмрасем те — пӗри тымарӗ-мӗнӗпех тӑпӑлса ҫырма урлӑ ӳкрӗ, тепри тайӑлса, кӗҫ-вӗҫ тӗренсе анас пек ларса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Пирӗн ялта пӗр ҫулхине ҫавнашкал инкек те пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

«А.С. Вагаповӑн 85 ҫулхине халалланӑ каҫ. Ташӑ тӗнчинче» ят панӑ ӑна.

Он назван «Вечер, посвященный 85-летию А.С. Вагапова. В мире танца».

Балетмейстер юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33515.html

— Эпӗ пӗр ҫулхине Шӗшлӗн тара илнӗ анисене вунӑ ҫурпилӗк акса, сухаласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тыр-пул вӑл ҫулхине шӑрӑхпа ҫунса кайнӑ терӗмӗр.

Хлеб в то лето сгорел от жары и суховея,

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр ҫулхине кукша пуҫлӑ ватӑ чана Ухтивансен пӳрчӗ пуҫне пырса йӑва ҫавӑрнӑ.

Но помнит, как в одно лето под карнизом их избенки свила гнездо старая, с облезлой головой галка.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Виҫӗм ҫулхине эпӗ пӗлтӗрех тӳлесе татнӑччӗ-ҫке?» — тесе пӑхаҫҫӗ Шуркасси ҫыннисем.

— За позапрошлый я уплатил уж в прошлом… — пытается отстоять свою правоту шургасинец.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Манӑн иккӗмӗш хӗр ҫуралнӑ ҫулхине те пирӗн ҫӗре вӑрласа кайнӑччӗ.

Когда у меня вторая дочка родилась, тогда у нас тоже землю украли.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ҫулхине Шупашкара докладной пекки те ҫырса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫулхине ҫапла вӑл арман хуҫи Шаккур патне кӗрешсе ӑмӑртӑва ун лашипе тухнӑ та алли вӗҫерӗнсе кайнипе лаши тапраннӑ-тапранманах ҫӗре персе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫулхине ҫынсем вӑрманта сехӗрленсе ҫеҫ ҫӳрерӗҫ, вӗсене таҫта кайсан та виле сиксе тухассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн кӗркуннеччен ҫын вилли пуҫтарнӑ вӑл ҫулхине Хусан таврашӗнче.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ эрнекун Элӗк сали 328 ҫулхине паллӑ турӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

«Ҫапла, вӑл ҫулхине ҫӗр кӗркуннех хытӑ шӑнса ларчӗ, юр та час ҫумарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех