Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫулхине шкула вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме ҫамрӑк хӗрарӑм килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тепӗр ҫулхине Укахви вунултта ярса пусрӗ, вӑл халӗ, чӑнахах, Коля иртнӗ ҫул ӳкернӗ ӳкерчӗкри пек хӗр пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак ҫулхине пӗрре ҫеҫ калаҫрӗ Коля Укахвипе.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак ҫулхине нихҫанхинчен ытларах пахча-ҫимӗҫ туса илчӗ Мартин.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫак ҫулхине те ҫӑвӗпех пахчинчен тухмарӗ Мартин.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Иртнӗ ҫулхине те ҫитерсе яман-ха.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

— Ҫав ҫулхине, Тихӑн, сан бригаду объекта икӗ уйӑх малтан туса пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗр ҫулхине ирех Елчӗке ӗҫе кайма тухсан ял вӗҫӗнчи пӗр ҫуртра газ баллонӗ ҫурӑлнӑран пушар тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Пӗр ҫулхине: «Микихвӗр, сан калавна журналта пичетлесе кӑларсан мана Панков мӗн калать?» — тенӗ чух йӗп-йӗпе тара ӳкнӗччӗ, айӗнчи пуканне икӗ аллипех ҫатӑр! ҫавӑрса тытнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахӑш ҫулхине Пичет ҫуртӗнче шахматла вылянӑ чух Таранов ӑна умлӑн-хыҫлӑн пилӗк хутчен парӑнтарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хуллен-хуллен саплаштарса чиперех пурӑнатчӗҫ пулӗ Сахмановсем, анчах пӗр ҫулхине кил пуҫӗ Атӑла путса вилет: уяр шӑрӑх кун юхан шыв хӗррине ҫитсен ӳсӗрскер тӳрех шыва чӑмнӑ-мӗн, шӑнӑрӗ хутланса ларнӑ-тӑр — каялла тухайман.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗр ҫулхине Шупашкара кайсан вӑл Ямаш Ваҫҫи ӗҫлекен журнал редакцине кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине ман ҫӗр лаптӑкне шӑрӑх ҫунтарса ярӗ, тепринче пӑр ҫапса кайӗ, вара пӗр пӗрчӗ тырӑ та пухса кӗртейместӗп-иҫ!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах пурнӑҫ урапи пӗр йӗрпе чупмасть: пӗр ҫулхине черетлӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче Ярабаева «шуҫлӑ ҫунапа» ярӑнтарнӑ та ун вырӑнне Аксанова суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине тахӑш тӗлте темлерен Сулагаев ҫапларах та каларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине вара ҫӗр ҫине Маринэ ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм вӑтам шкулта вӗреннӗ ҫулсенче пултаруллӑ гимнастка пулнӑ, час-часах ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗр ҫулхине республика чемпионӗ ятне те ҫӗнсе илнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине, ҫурла уйӑхӗнчеччӗ пулас, Таранов Хусахмат таврашне командировкӑна килчӗ те ҫула май йӑпӑртлӑха тӑван ялне кӗрсе тухрӗ, ҫавӑн чух Илья Семенович утарпа сад пахчи юхӑннӑ пирки хурланарах, тарӑхарах калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Мӗн виличченех кунта ырӑ курса пурӑнатӑп ӗнтӗ», — текелетчӗ вӑл ӑшшӑн кулкаласа, анчах каллех ӗмӗтленни ҫитмерӗ: пӗр ҫулхине утарпа сад пахчинче Макар мучи текенскер хуҫаланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине вӑл Таранов повеҫне те тимӗр тылӑ пекех тылланӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех