Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑкри (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк мӑшӑрӑн — икӗ ача: виҫҫӗри Ксюша Сиккассинчи садике ҫӳрет, ҫулталӑкри Антон хальлӗхе амӑшӗн хӳттинче аталанать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Нумаях пулмасть коррупципе кӗрешнин ҫулталӑкри пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Чурачӑкра нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ пулин те ҫулталӑкри чи ӑшӑ тапхӑрта вӗсем ытларах — кил хуҫин тӑван ялӗнче Елюккассинче.

Хотя и проживают в многоквартирном доме в Чурачиках, в самые теплые дни года они - в родной деревне хозяина Елюккасах.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Сыснисем те пӳртрех пурӑнаҫҫӗ тет-и? Ҫулталӑкри пепки ҫавнашкал условире ӳсет.

Говорят, что у них и свиньи дома живут? Годовалый младенец растет в таких условиях.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

— Чӗпсене кӗркунне шутлаҫҫӗ тетпӗр те — аслӑ шкул хӑйӗн ҫулталӑкри ӗҫ-хӗлне йышӑну кампанийӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, урӑхла каласан — ҫурла уйӑхӗнче пӗтӗмлетет.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

ЧР бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗне шута илсен пӗрлештернӗ бюджета 100069,4 пин тенкӗ куҫнӑ, ҫулталӑкри план 373893,6 пин тенкӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Михаил Волков «вӑрӑм кредитсемпе», ҫулталӑкри 10% виҫепе параканскерсемпе ӗҫлеме пуҫланине ҫирӗплетнӗ май ҫакнашкал проектсем татах пуласса шанма пулать.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак тапхӑртах «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи нумай вуланнӑ кӗнеке» конкурса та пӗтӗмлетӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.

17. И было, когда я услышал голос, встал на ноги мои, и слышал, и вот голос говорящий, и шум его, как шум вод многих, 18. и сказал: вот, наступают дни, когда Я начну приближаться, чтобы посетить живущих на земле, 19. когда начну Я взыскивать с тех, которые неправдою своею произвели неправедно великий вред, и когда исполнится мера уничижения Сиона. 20. А когда назнаменается век, который начнет проходить, то вот знамения, которые Я покажу: книги раскроются пред лицем тверди, и все вместе увидят; 21. и однолетние младенцы заговорят своими голосами, и беременные женщины будут рождать недозрелых младенцев через три и четыре месяца, и они останутся живыми, и укрепятся; 22. засеянные поля внезапно явятся как незасеянные, и полные житницы окажутся пустыми; 23. затем вострубит труба с шумом, и когда услышат ее, все внезапно ужаснутся.

3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун умне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе, ҫулталӑкри пӑрусемпе, тӑрас-и?

Предстать ли пред Ним со всесожжениями, с тельцами однолетними?

Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Уйӑх та хӑй вӑхӑтӗнче тухать, вӑхӑта кӑтартса тӑрать, вӑл — ӗмӗр палли: 7. уйӑх хӑҫан уяв ҫитессине пӗлтерет; тулса ҫитсессӗн, вӑл чакма пуҫлать; 8. ҫулталӑкри уйӑха унӑн ятне панӑ; хушӑнса пынӑҫемӗн вӑл туп-тулли тулса ларать; 9. уйӑх — ҫӳлти ҫутӑсенчен пӗри; вӑл тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫуталса тӑрать; 10. вӑл — тӳпе илемӗ, ҫӑлтӑрсенӗн мухтавӗ, Ҫӳлхуҫа тӳпинчи йӑлтӑркка эреш!

6. И луна всем в свое время служит указанием времен и знамением века: 7. от луны - указание праздника; свет ее умаляется по достижении ею полноты; 8. месяц называется по имени ее; она дивно возрастает в своем изменении; 9. это - глава вышних строев; она сияет на тверди небесной; 10. красота неба, слава звезд, блестящее украшение, владыка на высотах!

Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫулталӑкри кашни кун ҫутине пӗр хӗвелех ярса тӑрать пулсассӑн, мӗншӗн-ха пӗр кун тепӗр кунран лайӑхрах?

7. Почему один день лучше другого, тогда как каждый дневной свет в году исходит от солнца?

Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Соломон ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫанӑн Ҫурт пӑлтӑрӗ умне лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ, 13. ҫапла вӑл, Моисей ӳкӗтне уяса, кашни кун йӗркийӗ тӑрӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесене кашни шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхсерен тата ҫулталӑкри виҫӗ уявра — тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявӗнче, эрнесен уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче — кӳрсе тӑнӑ.

12. Тогда стал возносить Соломон всесожжения Господу на жертвеннике Господнем, который он устроил пред притвором, 13. чтобы по уставу каждого дня приносить всесожжения, по заповеди Моисеевой, в субботы, и в новомесячия, и в праздники три раза в год: в праздник опресноков, и в праздник седмиц, и в праздник кущей.

2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ку 4 пине яхӑн ял ҫыннин ҫулталӑкри вӑтам ӗҫ укҫипе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫулталӑкри чи илемлӗ уяв умӗн ӗҫлӗ калаҫу пуҫарчӗҫ Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн хастарӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Инфляцин ҫулталӑкри шайӗ 10,9 процента /Раҫҫейӗпе - 11,4 процент/ ҫитнӗ вӑхӑтра чи пысӑк ӳсӗм шайӗ 4,9 процентпа танлашнӑ.

Максимальное увеличение составило 4,9% при годовой инфляции 10,9% (по России – 11,4%).

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех