Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтан ун ҫӗлӗкӗ хывӑнса ӳкрӗ, унтан Чернецов хӑй, тутине хӑрушла чалӑштарса, хӗстернӗ куҫ хӗррисене ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек пӗркелентерсе, тунинчен хуҫса антарнӑ пучах пек, вӑйсӑррӑн йӑванса кайрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аса илчӗ те, тӗттӗмлӗх сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек сирӗлчӗ, вара унӑн куҫӗ умне тусем тӑрринче хӗвел аннӑ картина тухса тӑчӗ: чул-тусем ҫинчен ӳкекен ӗмӗлкесем тӑсӑлса анчӗҫ, ту хушшисене хӗвелӗн чалӑш пайӑркисем ӳкрӗҫ, ҫак вӗри те ҫутӑ чалӑш пайӑркасем витӗр ӗне кӗтӗвӗ иртет…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Алӑкран ура ярса пуссанах вӑл: «Ваше благороди, инкек!..» — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ҫав самантрах, ҫӗрле аслати авӑтса, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек, хӑй ҫине тӗлленӗ наган кӗпҫине, Половцевӑн малалла каҫӑртнӑ пысӑк янахне, унӑн пачах мӑчлатман ҫивӗч куҫне, койка ҫинчи Лятьевскин тирпейсӗр кӗлеткине курчӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Маччине сенкер глазурьпе витнӗ, унта ылтӑн хӗвел ҫиҫнӗ, кӗмӗл уйӑх ҫуталнӑ, шутласа кӑларма ҫук нумай ҫӑлтӑр мӗлтлетнӗ, ҫуначӗсене яри сарнӑ вӗҫен кайӑксем ярӑннӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӑвак куҫӗсем — пӗр минут ҫеҫ маларах телейлӗн ҫиҫнӗ кӑвак куҫӗсем — чарӑлса, алчӑраса кайрӗҫ; кӑкӑрӗ йывӑррӑн сывла пуҫларӗ, тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Таҫта, хыҫалта, вӑрман ҫинче аслати кӗмсӗртетнӗ, кунта — хӗвел йӑлтӑртатнӑ, ҫеҫенхир кӑкӑр тулли сывланӑ, курӑк ҫинче ҫумӑр тумламӗсем ахах-мерченӗн ҫиҫнӗ, юханшыв та ылтӑнӑн ҫуталнӑ…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл темиҫе ҫул хушши, ывӑна пӗлмесӗр план тӑвать, шухӑшлать, утса ҫӳренӗ чухне те, выртнӑ чухне те, ҫынсен хушшинче те уйлать; е хушса хурать, е тӗрлӗ статьясене улӑштарать, е ӗнер шухӑшласа тупса ҫӗрле манса кайнине астуса илет; тепӗр чухне тата сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек, кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ шухӑш килсе тухать те, ун пуҫӗнче шухӑшсем вӗреме тытӑнаҫҫӗ, вара — ӗҫ каять!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
анчах питрен пӑхсан нимӗн те палӑрмасть… куҫӑр кӑна сирӗн яланхинчен ҫутӑрах ҫиҫнӗ пек.но на лице ничего не заметно… только глаза у вас блестят ярче обыкновенного.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пур енчен те пӗчӗк калибрлӑ тупӑсем пенӗ, унтан кӑшт пысӑкрах калибрлисем, вӑтаммисем, шултрарах калибрлисем, унтан пысӑккисем, питӗ пысӑккисем, чи пысӑккисем, хӑш чух тата пысӑкран та пысӑккисем, инҫетри тылра кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ухлатаканнисем пенӗ, вӗсен калама та ҫук пысӑк снарячӗсем сасартӑках ӳлесе, шатӑртатса пӗр-пӗр хӑйӑрлӑ вырӑна пырса ӳкнӗ, кунта вара хӑйӑрпа пӗрле курӑксем, йывӑҫсем ҫӳлелле сирпӗнсе, аялалла хура стена пек ишӗлсе аннӑ, ун варринче ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек хӗм йӗрӗсем курӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
18. Вӑл вӗсене каланӑ: шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм Эпӗ; 19. акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗнпур вӑй-хӑватне ҫӗнтерме хӑват патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ; 20. ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр, тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чӗрчунсем унталла та кунталла ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ҫӳреҫҫӗ.14. И животные быстро двигались туда и сюда, как сверкает молния.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Виҫҫӗмӗш кунне, ир пулсассӑн, аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, [Синай] тӑвӗ тӗлӗнче ҫӑра пӗлӗт тӑнӑ, трупа сасси питех те вӑйлӑн илтӗннӗ; тапӑрта пулнӑ пӗтӗм халӑх чӗтӗресе ӳкнӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.