Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитеймен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртнӗрен-тӗр, ҫар пуҫӗсем хӑйсене утланма хатӗрленнӗ урхамахӗсем кӗтмен ҫӗртен вӗҫерӗнсе тарнӑран тӑна кӗрсе ҫитеймен ҫынсем пекех тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене, тин турттарса килнӗскерсене, кирлӗ ҫӗре вырнаҫтарма ӗлкӗреймен пулмалла-ха е вырнаҫтарма складра вырӑн ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сывалсах ҫитеймен ҫав-ха эпӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем каласан та айванрах эсӗ, Сафа-Гирей, ҫирӗм ҫул ытла патшара ларса та хӑвӑн ханлӑхна начар пӗлетӗн, ӑна тытса тӑма та вӗренсе ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пухура халь ял ҫыннисем хӗрсех муллапа тавлашаҫҫӗ, кунта ҫамрӑксем, каччӑ пулса ҫитеймен ачасем, пӗтӗм чунтан вӗчӗрхенсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юманӗ кӗҫех 400 ҫула ҫитеймен! — шалтах тӗлӗнсе тӑчӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Пӗр кӗрхи каҫ вара ялти шкул кӑмакине туса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл килне те ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ӳссе ҫитеймен ҫуначӗсене ҫапсах шывалла чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗвӗпе аппӑшнех ҫитеймен, анчах сӑнӗ-пичӗпе!

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Приватизаци мероприятийӗсене пуҫланӑ, анчах ӗҫе вӗҫлеме Росреестра ҫитеймен граждансем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Эппин, лазарета ҫитеймен вӑл.

видимо, тот не дополз до лазарета.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку тӗлте Савтепи ыйтса тӗпчемеллеччӗ пек ӗнтӗ: мӗншӗн ҫитеймен кантуртисем чӳк тунӑ ҫӗре?

Яндул ждал, что Савдеби начнет расспрашивать, почему не дошли ищейки до места чюка?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗлӗ вӗҫленнӗ, халӑх ҫаплах ҫиме ларайман-мӗн-ха, тем хатӗрӗ ҫитеймен пуль ӗнтӗ.

Наконец окончилось моленье, но за трапезу пока не не принимались — видимо, что-то не готово.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те унӑн ҫаплах ачалӑх сӑнӗ кайса пӗтмен-ха, кӗлетки-ҫурӑмӗ ҫирӗпленсе ҫитеймен, те чирлӗрех вӑл.

он смахивает больше на девушку, чем на парня. Возможно, он еще не возмужал, а может быть, болен.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑшпӗр самантра тата, таврари ырлӑха туйнӑран-и тен, тӳрленсех ҫитеймен сурансем те ыратма чарӑнаҫҫӗ пек…

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Эпӗ ун чухне пӗр пиллӗксене те ҫитнӗ, те ҫитеймен те.

Мне лет пять было, не боле.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук сӑмса тутри тыткалама хӑнӑхсах ҫитеймен пулас-ха, ун ҫинчен манса кайса ҫамкине аллипе шӑлса илет.

— Забыв, что у него в руках носовой платок, Ивук утирает пот со лба рукавом.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сенат площадӗнчи тӗтӗм сирӗлсе ҫитеймен, Францие вут хыпса илнӗ.

Не успели развеяться тучи над Сенатской площадью, повстанческое пламя охватило Францию.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Камышин, кунта ҫынсем пур чухне ҫиҫсе тӑракан пит-куҫпа, тепӗр чухне пуҫа пӗксе хурлӑхлӑн килнине курма тахҫанах хӑнӑхнӑскер, Левентейӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнине ҫийӗнчех чухласа илчӗ, ҫавӑнпа унпала нумайччен калаҫрӗ, Левентей калас пеккине каласан та, Атӑлкӑссинче мӗн пулса иртнине ӑнланса ҫитеймен пек, ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Жнейкӑн шултӑра шӑллӑ ҫурли каҫхи сулхӑнран типсе ҫитеймен ыраша утӑм хыҫҫӑн утӑм касса яка платформа ҫине пӑрахрӗ, ҫунат пек ҫаврӑнса хӑлаҫланакан кӗреплесем ӑна ҫӗклем хыҫҫӑн ҫӗклем хӑмӑл ҫине шӑла-шӑла антарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех