Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн лавкийӗ ӳссе ҫитеймен ачасемпе урамри ҫӑмӑлттай хӗрсем каҫхине пуҫтарӑнмалли вырӑн пулса тӑратчӗ; ман хуҫан шӑлнӗ те кашни каҫ тенӗ пекех ун патне сӑра ӗҫме тата картла выляма ҫӳретчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл нумай япалана пӗлсе хӑнӑхнӑ, ҫапах та хӑйне кирлӗ пек тытма пӗтӗмӗшпех хӑнӑхса ҫитеймен — ҫакна паян аванах туйрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Час-часах вара ҫурӑк ҫӳлех ҫитеймест, мӗншӗн тесен ҫӗр хуппи ҫителӗклӗ таран ҫурӑлса ҫитеймен.Часто бывает, что трещина не доходит до верху, потому что разрыв земной коры был неполным.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ку мӗнрен пулнине эпӗ часах ӑнкарса илтӗм, пуҫ хыта ыратнипе минӗресе халсӑрланнӑскер, диван ҫинче пайтах выртрӑм, ҫав хушӑра хам Бостонжоглон табак хучӗ ҫумӗнчи гербӗ, урайӗнче выртакан чӗлӗмпе табак кӗлӗ, пылак кукӑльсен юлашки татӑкӗсем ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм, ӗмӗт татӑлнӑн ҫапла шухӑшларӑм: «Эхер ыттисем пек табак туртма пултараймастӑп пулсан, эпӗ ҫитӗнсех ҫитеймен ахӑр; чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пурне хушшинче тытма, тӗтӗме ӑша ҫӑтма, унтан сарӑ мӑйӑх витӗр вӗрсе кӑларма мана пӳрмен пулас».
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗлӗтсемпе хуплансах ҫитеймен хӗвел унӑн тӗксӗм кӗлеткине тата унран инҫете тӑсӑлакан хӑмӑр кӑвак ярӑмсене ҫап-ҫутӑ ҫутатать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем юханшыв варрине те ҫитеймен, вӗсен лашисем йӑлхӑна пута пуҫланӑ, вара вӗсен шыв чи тарӑн ҫӗртех лашисем ҫинчен анса, лашисене чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса, ҫыран хӗрринелле сӗтӗрӗнсе тухмалла пулнӑ.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Ман хута кӗрсе, Мелик та: «Поэтсем пулсах ҫитеймен произведенисене нихҫан та ҫын умӗнче вуламаҫҫӗ», — терӗ.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хӑшпӗр ҫурчӗсем тӳпеме ҫитеймен, ҫурма ҫулта канса илме чарӑннӑ пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем.Некоторые, казалось, остановились на полпути, на склоне, чтобы немного передохнуть.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Косицын, ҫывӑрас мар тесе, хӑй аллине чӗпӗтсе илчӗ те, типсех ҫитеймен бушлатне тӑхӑнса, пӗтӗм утрав тавра ҫыран хӗррипе утса ҫаврӑнма шутларӗ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Кунта тата ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ыйхӑ тӗлӗшпе эпӗ ӑнланса ҫитеймен иккен, — вӑрри укҫа чемоданне мар, теприне, хамӑрӑн канцеляри хучӗсене хунӑ чемоданне вӑрланӑ-мӗн.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Ленинские искры» хаҫатра пӗрмаях вӗренӳри ударниксем ҫинчен, пур ачасем те вӗренӳре ӗлкӗрсе пыракан классемпе испытанисене хатӗрленсе ҫитеймен классем ҫинчен ҫырчӗҫ.
26 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасем вӑл унта хӑш вӑхӑтра анса выртнине сӑнама тӑрӑшнӑ, анчах никамӑн та, вӑл шутрах кун каҫа пуринчен те ытларах ывӑнакан Сергейӗн те ӑна кӗтсе илме тӳсӗм ҫитеймен.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах та ҫиле хирӗҫ малалла утнӑҫем вӑл инспектора, ҫавӑн мӗскӗн, вӑйсӑр-халсӑр ӳтне-пӗвне, вӑл яланах темрен хӑрама юратнине, вӑл чарусӑрланнисене аса илсе пычӗ, ҫав чарусӑрлӑхра — хӗрарӑм ӑна пӗлсех тӑрать — ҫак этемӗн характерӗ ҫукки курӑнать, Жуковӑн киревсӗр йӑлисене аса илчӗ тата, йӗрӗнчӗклӗн ҫӳҫенсе кайрӗ, ҫапах та унӑн ӑшӗнче темле, халлӗхе уҫҫӑнах палӑрса ҫитеймен татӑклӑ шухӑш ӳссе ҫирӗпленсе пычӗ, ҫав шухӑш ӗнтӗ ӑна ырӑ кӑмӑллӑн та ытарлӑн йӑл култарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫак этем хӗрӗн сапаланса кайнӑ хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркисемпе витӗнкеленӗ сӑнӗ-пичӗ ҫинелле пӑхрӗ, — Пашӑн тути тӗлӗннӗн ҫурри уҫӑлса тӑрать, питҫӑмартисем ҫинче типсех ҫитеймен куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, аллисене хӑй халсӑррӑн усса янӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унӑн пурнӑҫне пӗлсе пӗтерме те ҫитӗнсех ҫитеймен вунпилӗк ҫулсенчи ача чухнех вӑл таҫта кайса ҫухалнӑ, вара пилӗк ҫула яхӑн хӑй ҫинчен ашшӗ-амӑшне те, аппӑшне те нимӗн пӗлтермесӗр ҫухалса пурӑннӑ, унтан, кӗтмен-туман ҫӗртен, ӑна кӗпернерен этап йӗркипе илсе килсе янӑ, ун чухне вӑл ҫурри чирлӗ пулнӑ, тӗксӗм те типшӗм пичӗ ҫинче сылтӑм куҫӗ пулман унӑн, шӑлӗсене ҫапса катса пӗтернӗ, ҫурӑмӗ хыҫӗнче кутамкка, кутамккинче сӑран хуплашкаллӑ икӗ хулӑн кӗнеке пулнӑ, пӗри — «Япаласем шухӑшласа кӑларакансем ҫинчен», тепри тата — «Пӗтӗм тӗнчери кӗске Мӑшкӑллӑх е пӗчӗк Феатрон» ятлӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗр сӑмахпа, вӗсене вӑл ӑса кӗрсе ҫитеймен ачасене вӗрентнӗ пекех вӗрентнӗ, вара мужиксем вӑл вилсен те «ватӑ улпут йӗркисем» ҫинчен нумайччен каласа кӑтартнӑ, каласа панӑ май хӑйсенчен хушса хунӑ:
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Анчах эпир патриархат йӗркин ҫатан картийӗ урлӑ каҫрӑмӑр пулсан, ыттисем пурӑнса, тӳссе ирттернине тарӑннӑн туйма пултармаллах пур енлӗ пулайман-ха, ун патне ҫитеймен.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ҫанӑсӑр казакин тӑхӑннӑ, пилӗкне килте тӗртнӗ хӗрлӗ хӗрӗллӗ алшӑлли ҫыхнӑ старик, аллинчи йывӑр шертешнӗкне чӑмӑртаса, урӑлса ҫитеймен «хӑнасем» ҫине хаяррӑн, шӑтарасла пӑхса тӑчӗ.
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫӑмӑлланнӑ хыҫҫӑн сывалса та ҫитеймен арӑмне Мэрдан васкаса тумлантарнӑ, туймасӑр ҫывӑракан ачине чӗркеме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтра пӳрт алӑкӗ шӑтӑртатса та аннӑ, пӳрте ҫулӑм явӑнса кӗнӗ, ҫулӑм чӗлхисем стенасем ҫинче ташлама пуҫланӑ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Рыцаре уҫӑ кантӑк умне йӗвенпе ҫакса хунӑ, унӑн тарҫине утиял ҫине пӑрахса чышкӑсемпе кӳпкенӗ, мӗскӗн Санчо Пансо утрав ҫине ҫаплах ҫитеймен, рыцарь ӑна ҫав утравӑн губернаторӗ тӑватӑп тесе шантарнӑ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.