Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитеймен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урӑх мӗн тӑвайӗ-ши пӗве кӗрсе ҫитеймен, чӑртмах, кӗмсӗркке пурнӑҫ кустӑрмипе таптанса пусӑрӑннӑ ҫамрӑк ытти куҫ-хӑлхасем умӗнче хӑйӗн ытла та вӑрттӑн, пӗрремӗш юр пӗрчи пек таса юратӑвне палӑртса?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла, вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасемшӗн юрату «акине тухма ҫӗр пиҫсех ҫитеймен», хӗвелӗ те тухӑҫран ялтӑртатса ҫӗкленмех ӗлкӗреймен, анчах ку кӑнтӑрланакан ҫулсенче чи сисӗмлӗ, «чечеклӗ», пурнӑҫ ҫуначӗсене сармалли, ҫутӑ ӗмӗчӗсем вӗҫеве хускалнӑ, сенкерленнӗ ӳсӗмре арҫын е хӗр ачан пуҫсӑр, анчах тимӗрҫӗ лаҫҫинчи тин ҫеҫ пиҫнӗ шӗл кӑвар пек хӗрӳ, этем ури пусман сӗм вӑрман уҫланкинчи чечекӗн ачаш ҫеҫки пек таса пӗрремӗш юратӑвне мӗнле те пулин палӑртмаллах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах вырткаласан Ула Тимӗр асӑрханса, ҫӗҫӗ аврипе йывӑҫ вулли тавра, аялалла та, ҫӳлелле те, сӑтӑркалама пуҫларӗ — хуйӑрӗ-тункӑрӗ тӑтӑш, тӑтӑхлӑ; вӗтӗ е шултрисен шутнех кӗрсе ҫитеймен туратсем, «вӑйлӑрах та кӗрнеклӗрех пиччӗшӗсен пусмӑрне лексе», чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗсемсӗр юлса хӑртаннӑскерсем, шӑт та шат, шӑчӑр-шӑчӑр та шачӑр-шачӑр ҫеҫ хуҫӑлса тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗр кунта исленме мар, нӳрелсех те ҫитеймен иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл тунката ҫумне таяннӑ та, ансах ҫитеймен хӗвел ӑшшипе лӑпкӑн ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Самантлӑха пӗччен юлнӑ Сима ҫак вӗҫӗмсӗр тиенсе килекен ҫивӗнсех те ҫитеймен детальсем ҫине пӑхса малтан хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Арҫын сӑнӗ кӗрсех ҫитеймен пит-куҫӗнче темӗнле айӑплӑх палӑрать пулин те, Андрей хӑюллӑнах калаҫма хӑтланать-ха.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗвӗҫ вучӗпе ҫунса, Митюк хӑйӗн черчен, вӑй-халсӑр, ҫын ӗренкине те кӗрсе ҫитеймен шӑллӗне чӗререн кураймарӗ, ӑшӗнче ӑна вилӗм те сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Вӑл, пӗтӗмпех сывалса ҫитеймен пулсан та, килти ӗҫсене майӗпе хӑех пуҫтаркалать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кашта ҫине ларма хӑнӑхсах ҫитеймен чӗпӗсем пӗтӗмпех пӗр-пӗрин ҫине купаланса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хими производстви пӗлтӗр 2008 ҫулхи шая ҫитеймен /96,8 процент/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫавӑнпа та эпир вӗсене ҫак вӑхӑтчен те пӗлсе ҫитеймен.

И мы до сих пор их не выявили.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юрласса вӑл хӗрӳ ӗҫ пӗтнӗ хыҫҫӑн, сивӗнсех ҫитеймен сунтал ҫумне кӑкӑрӗпе сӗвенсе тӑрса юрлатчӗ.

Пел он бывало, опершись грудью на наковальню, не остывшую еще после лихорадочной работы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халь те тӑна кӗрсе ҫитеймен Матви ывӑҫра пӑчӑртаса тытнӑ укҫине саркаласа пӑхрӗ, тӗлӗннипе, пуҫне пӑркаласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, нимӗҫсем вӗсем патне ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унӑн чи хаклӑ, чи ҫывӑх хӑни ҫаплах ҫитеймен пулас.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Паянхи район центрӗнчи пурнӑҫ вара хулана та ҫитеймен, ялтан та ытлашшиех хӑпайман.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Сывлӑшӗ ҫитеймен пирки ним хуравламасӑрах урама вирхӗнсе тухрӗ, пыр ҫыххине вӑтӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт ҫитмен пуль ҫав, ӑшра ҫилӗ тулса ҫитеймен пуль — пӳлӗхҫӗ татӑклӑ утӑм тӑвасран чарса тӑрать-ха ӑна, кашнинче кӑшт тӑхтама хушать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫамрӑк-ха, Мускава ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех