Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗч сăмах пирĕн базăра пур.
ҫивӗч (тĕпĕ: ҫивӗч) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чун тасалӑхӗ, ҫивӗч ӑсӗ, тӳрӗ кӑмӑл-туйӑмӗ, йӗркелӗхӗ, тӗрӗслӗх туртӑмӗ тата ыттисене хисеплеме пӗлни — унӑн паха енӗсем.

Чистота души, острота ума, честность, дисциплина, стремление к справедливости и умение уважать других — его ценные качества.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев район тата администраци пуҫлӑхӗсемпе Николай Николаевпа тата Анатолий Мясниковпа муниципалитетшӑн пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ.

Михаил Игнатьев с главами района и администрации Николаем Николаевым и Анатолием Мясниковым обсудил важнейшие для муниципалитета вопросы.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев район тата администраци пуҫлӑхӗсемпе Николай Николаевпа тата Анатолий Мясниковпа муниципалитетшӑн пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ.

Михаил Игнатьев с главами района и администрации Николаем Николаевым и Анатолием Мясниковым обсудил важные вопросы развития муниципалитета.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин каланӑ тӑрӑх — районта медицина кадрӗсен ыйтӑвӗ чӑнласах та питӗ ҫивӗч.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тирпей-илем ыйтӑвӗ те, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешесси те халӗ ялсенче ҫивӗч пулни каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Анчах та, Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе нумай ыйту ҫав-ҫавах ҫивӗч тӑрать-ха.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Конференци пынӑ вӑхӑтра та вӗсем умра тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явассинчен пӑрӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Хальхи ҫивӗч ыйтусенчен унччен хӑтӑлмалла, — палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Нумай пулмасть агробизнес кадрӗсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра «Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫе сыхласси, унӑн тытӑмӗ, ҫивӗч ыйтӑвӗсем, вӗсене татса парас ҫулсем» темӑпа наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӑлӑх туратсемпе инвалидсем тата ватӑ ҫынсем умӗнче тӑракан мӗнпур ҫивӗч ыйтусене татса парассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне хатӗрленӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Федерацин патшалӑх статистика службин территори органӗн ертӳҫи Эльвира Максимова пӗлтернӗ тӑрӑх — кал-кал ӗҫлемешкӗн чӑрмантаракан ҫивӗч ыйту ҫук мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Эпӗ республикӑри министерство-ведомство ертӳҫисемпе ҫивӗч ыйтусене татса парас тата Чӑваш Ене хушма укҫа-тенкӗ илсе килес тӗллевпе ҫыхӑнсах тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫивӗч самантра пӗчӗк ача ҫывӑх ҫынна шӑнкӑравласа илме пултарни - чи хакли.

Возможность звонка близкому человеку в кризисный момент - очень ценна.

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Лӗпӗш вӗҫни вара ҫивӗч сигнала пӗлтерет, апла-тӑк шкапри япаласене силлемелле, типӗтмелле, атӑ-пушмака тӗрӗслемелле.

Появление бабочки - острый сигнал, значит, нужно вытрясти, высушить вещи в шкафу, проверить обувь.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пурпӗр чемпионатра хӗрӳ тупӑшусемпе ҫивӗч финалсем, пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтменлӗх сахал мар пулчӗҫ.

И все же в чемпионате было не мало напряженных соревнований и захватывающих финалов, больших достижений и неожиданностей.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫыравра пухнӑ информацие тӗпе хурса ҫӗршывӑн ҫитес ҫулсенчи объективлӑ тата тӗллевлӗ аграри политикине йӗркелеме, ялти ҫивӗч ыйтусене тивӗҫлипе хаклама, унти лару-тӑрӑва ҫӗнетсе улӑштармашкӑн эффективлӑ программа туса хатӗрлеме, ҫапла вара Раҫҫей экономикин аталанӑвне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме май килӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Ял» кинокартинӑн тӗп шухӑшӗ — ҫӗршыври ҫивӗч ыйтӑва наци ҫӗрӗ ҫинче татса пани.

Главная идея фильма "Вихрь на Волге" - решение острых вопросов страны на национальной земле.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Шуршӑлти ача садӗнчи воспитательсемпе те ҫивӗч ҫак ыйту тавра сӑмах хускатрӑм.

Эту острую проблему обсудили и с воспитателями Шоршельского детского сада.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Шуршӑлти ача садӗнчи воспитательсемпе те ҫивӗч ҫак ыйту тавра сӑмах хускатрӑм.

И с воспитателями детского сада Шоршелы затронули этот актуальный вопрос.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Никама та хирӗҫлемен вӑл: килти ӗҫе пӑрахса тухса кайнӑ, вырӑна ҫитсе ҫивӗч ыйтусене татса панӑ.

Никому не отказывала она: бросала домашние работы, нужные вопросы решала на месте .

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех