Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивчӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫивчӗ (тĕпĕ: ҫивчӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗш ҫынни пырать те калать: «Эпӗ сире часах килӗштерӗп: пуртти пит ҫивчӗ пулсан, йывӑҫа пуртӑпа касса ярас пулать; пӑчӑки ҫивчӗрех пулсан, пӑчӑкӑпа татсан аван пулӗ», — тет.

Третий мужик и говорит: «Я сейчас помирю вас: если топор востер, то лучше рубить, а если пила еще вострее, то лучше пилить.».

Пуртӑпа пӑчӑкӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

18. Тата тепӗр ангел тухрӗ, вӑл, вут-ҫулӑма хӑй ирӗкӗнче тытса тӑраканскер, парне вырӑнӗ патӗнчен тухрӗ те ҫивчӗ ҫурла тытса тӑраканнине хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: ҫивчӗ ҫурлуна яр та ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсене касса тух — ун ҫинчи ҫырла пиҫсе ҫитнӗ, терӗ.

18. И иной Ангел, имеющий власть над огнем, вышел от жертвенника и с великим криком воскликнул к имеющему острый серп, говоря: пусти острый серп твой и обрежь гроздья винограда на земле, потому что созрели на нем ягоды.

Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫивчӗ шӑлӗсем хӑйсен ӗҫне турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑшман пӳрте мар, яла та кӗрсе ҫӳрес ҫук, — хушса хучӗ Потапов, ҫивчӗ куҫӗпе Архип Григорьевича пӑраласа.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич ҫивчӗ куҫӗсемпе Кулюкка ҫине тӑрӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫивчӗ ҫава аран касса тухать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тапак турамалли валашкипе ҫивчӗ пурттине илсе, ҫенӗкрен тулалла тухрӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ял-ял тӑрӑх ҫӳреме тытӑнать, ҫивчӗ пурттипе ҫынсене ҫурт-йӗр ҫавӑрма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫивчӗ ӑс-тӑнлӑскер, математикӑна лайӑх пӗлекенскер, Санькка колхоз правленийӗнче улшӑнми счетовод.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑма ҫуракан заводсем тӗлӗнче тата юханшыв ҫивчӗ те пӗренесем выртаҫҫӗ; чалӑшшӑн сарнӑ кӗперсем тӑрӑх вӑл пӗренесене завод ҫурчӗсем ӑшнелле турта-турта кӗртеҫҫӗ.

Бревнами покрыта и река у лесопильных заводов; их втаскивают по наклонным настилам в здания заводов.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗр пӗчӗк юханшывран тепӗр пӗчӗк юханшыв патне, пӗр сӑрт ҫинчен тепӗр сӑрт ҫине тайга тӑрӑх утать, вӑл хӑйӗн ҫивчӗ куҫӗсемпе витӗр курать, пур сас-чӗвве те илтет.

От речки до речки, от вершины до вершины идет он, зоркий и чуткий, по тайге.

Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Аллисенче вӗсен пысӑк ҫивчӗ ҫӗҫӗсем.

У них в руках большие острые ножи.

Тюлень тытма ледоколпа кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Ваҫук шухӑшлӑ та ҫивчӗ ача пулса ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Каласса ытти сӑмахсем те калаҫҫӗ-ха вӗсем, ваттисен сӑмахӗсене те пит вырӑнлӑн ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хурса, сӑвӑ-юрӑри йӗркесене аса илсе, ахаль те ҫивчӗ чӗлхи-ҫӑварӗсене татах ҫивӗчлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кирлӗ мар ҫӗрте ӑсӗ пи-ит ҫивчӗ унӑн, пи-ит те тавҫӑруллӑ кирлӗ мар ҫӗрте!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫивчӗ те-ен?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Тӑну ҫирӗп сан, ӑсу ҫивчӗ, пурне те астӑватӑн, туххӑм шутласа кӑларатӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алтаккин пичей (ун чухне лутра кӑна ҫивчӗ старик ӗнтӗ) Юманккана вӑрҫса тӑрать:

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫурта пек тӳрӗ хырсем епле йӑванни ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, йӑвантарнӑ хыр турачӗсене ҫивчӗ пуртӑпа ҫӑмӑллӑн касрӑм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Юланутҫӑн ҫивчӗ куҫӗ лав ҫине ҫыхса пӑрахнӑ ҫын кӗрнеклӗ арҫынна таҫтанах курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех