Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьене (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Астӑватӑн-и, леш Хань Лао-люран пилӗк шан ҫӗр арендӑна илнӗ ҫемьене?

— Помнишь, которая арендовала у Хань Лао-лю пять шанов земли.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Урӑхла каласан, кашни ҫемьене пӗр лаша ури.

То есть по одной лошадиной ноге на семью.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халиччен лашасӑр пурӑннӑ тӑватӑ ҫемьене пӗр лаша тиврӗ.

Их роздали безлошадным, на каждые четыре семьи пришлось по лошади.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн ҫемьене выҫӑ вӗлермӗр тетӗп.

И, думаю, вы не допустите, чтобы моя семья умерла с голоду.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак манӑн пӗтӗм ҫемьене намӑслантаракан юрӑхсӑр ҫынна кӳршӗсем тытас пулсан, ӑна, вӑрӑ-хураха, пӗтерсе тӑкнӑ пулӗччӗҫ.

Если бы соседи изловили этого недостойного человека, они уничтожили бы злодея, позорящего всю мою семью.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗтӗм ҫемьене вӗлерсе пӗтерӗр!

Убейте всю семью!

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫемьене хӑварсах ку еннелле тармалла пулчӗ.

Пришлось оставить семью и бежать сюда.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫӗре кивҫен илнӗшӗн хуҫана тӳленӗ хыҫҫӑн юлнӑ тырӑ виҫӗ ҫынтан тӑракан ҫемьене ҫулталӑк ҫиме ҫитмен.

Того, что оставалось после уплаты аренды, не хватало на содержание семьи из трех человек.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн ҫемьене те пӗр дань тиврӗ.

Моя семья тоже получила один дань.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх тата ӑнӑҫупа тулӑх пурнӑҫ сунатӑп!

Желаю каждому дому, каждой семье мира, добра, благополучия и процветания!

Ҫӗнӗ Шупашкар Хула кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/28/glav ... aet-s-dnem

Юрать-ха, эпӗ ҫак лайӑх ҫемьене лекрӗм.

И хорошо для меня, что я попал к этому благородному и великодушному семейству.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Паян ҫемьене тутлӑ апатпа сав1нтарас тесе шкултан килсенех ӗҫе тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Карпат леш енчи ҫӗре Украинӑпа пӗрлештерни Украина халӑхне пӗр ҫемьене пӗрлештерес пысӑк ӗҫе туса ҫитерни пулчӗ.

Воссоединением Закарпатья с Украиной было завершено великое дело слияния в одну семью украинского народа.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ӗлӗкхиллех лӑппи-лаппи хур уриллӗ те хайлавсӑр калаҫакан пӗр йӗре Любочка кӑна амаҫурне юратса пӑрахрӗ, пӗтӗм ҫемьене унпа туслаштарасшӑн ытла та айванла, тепӗр чухне иментерсех ямалла тӑрӑшрӗ; ун вырӑнне вара Авдотья Васильевна, аттене хӗрӳллӗн юратнисӗр пуҫне, хӑйӗн юратӑвӗн тумламне тӗнчере пӗртен-пӗр ҫынна — Любочкӑна уйӑрса пачӗ.

Одна плаксивая Любочка, с ее гусиными ногами и нехитрыми разговорами, полюбила мачеху и весьма наивно и иногда неловко старалась сблизить ее со всем нашим семейством; зато и единственное лицо во всем мире, к которому, кроме ее страстной любви к папа, Авдотья Васильевна имела хоть каплю привязанности, была Любочка.

ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Час-часах ҫапла пулать: эсир пӗр-пӗр ҫемьене сӑпайлӑхӑн ултавлӑ чаршавӗ витӗр темиҫе ҫул хушши курсан та, ҫав ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе епле пӑхни сирӗншӗн ҫав-ҫавах вӑрттӑнлӑх пулса юлать (эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, ку чаршав хӑй витӗр мӗн тери сахалтарах кӑтартать тата ҫавӑнпа мӗн тери ытларах илемлӗ, сиртен пытарӑннӑ чӑн-чӑн ҫыхӑнусем ҫавӑн чухлӗ япӑхрах пулаҫҫӗ)!

Как часто бывает, что вы года видите семейство под одной и той же ложной завесой приличия, и истинные отношения его членов остаются для вас тайной (я даже замечал, что чем непроницаемее и потому красивее эта завеса, тем грубее бывают истинные, скрытые от вас отношения)!

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем Иван Яковлевич ҫинчен, тӗшмӗшлӗх ҫинчен тавлашнӑ пулмалла; анчах вӗсем урӑххине, пӗтӗм ҫемьене ҫывӑх япалана асра тытмаҫҫӗ пулсан, тавлашу кунашкал хӗрӳллӗ пулас ҫук.

Предмет споров был будто бы Иван Яковлевич и суеверие; но спор был слишком горяч; для того, чтобы подразумеваемый смысл его не был другой, более близкий всему семейству.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ апат, анне е кукамай пурӑннӑ чухнехи пек, паллӑ сехетре пӗтӗм ҫемьене пӗрлештерекен тата куна икӗ пая уйӑракан хӑнӑхнӑ йӗрке мар.

Обед уже не был, как при maman или бабушке, каким-то обрядом, соединяющим в известный час все семейство и разделяющим день на две половины.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Манӑн атте Эрвина хамӑрӑн ҫемьене илчӗ.

Мой отец взял его в нашу семью.

40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӗтӗм ҫемьене телейсӗр туса хурасшӑн-и?

Сделать несчастной целую семью?

22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хӑвӑн пиччӳпе пирӗн ҫемьене хур кӑтартни сахал эппин сана?

Или мало тебе горя, которое ты со своим братом принес нашей семье?..

Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех