Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьене (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Патшалӑх ача амӑшӗсемпе ачасене, ҫемьене хӳтӗлет.

1. Материнство и детство, семья находятся под защитой государства.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Ача-пӑча учрежденийӗсем нумай туса тата вӗсене аталантарса, йӑла службипе обществӑлла апатланӑва йӗркелесе тата лайӑхлатса пырса, ача ҫуралсан пособи тӳлесе, нумай ачаллӑ ҫемьесене пособисемпе ҫӑмӑллӑхсем парса, ҫавӑн пекех ҫемьене ытти тӗрлӗ пособисемпе пулӑшусем парса, государство ҫемьене пулӑшса тӑрать.

Государство проявляет заботу о семье путем создания и развития широкой сети детских учреждений, организации и совершенствования службы быта и общественного питания, выплаты пособий по случаю рождения ребенка, предоставления пособий и льгот многодетным семьям, а также других видов пособий и помощи семье.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Ҫемьене государство хӳтӗлет.

Семья находится под защитой государства.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Ҫӗнӗ 2018-мӗш ҫул кашни ҫемьене ырӑ улшӑнусем тата савӑнӑҫ илсе ҫитертӗр.

и каждый житель региона почувствует значимые позитивные изменения в своей жизни.

Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2018 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/31/news-3742865

Чӑваш Енри пӗтӗм ҫемьене чун-чӗререн ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫемье ӑшшине, килӗшӳ тата ҫураҫу сунатӑп!

От всей души желаю всем семьям Чувашии счастья, благополучия, добра и гармонии!

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе салам­лани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/15/news-3569396

Халӑхӑмӑрӑн авалтан пыракан йӑли-йӗрки атте-аннене тата ватӑҫынсене хисеплеме, ҫемьене сума сума вӗрентет.

Почтению к родителям и старшим рода, уважению к семье учат и традиции нашего народа.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе салам­лани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/15/news-3569396

Ҫемьене пурнӑҫри чи хаклӑ тупра тата тӗрев вырӑнне хурса шанчӑклӑн упрама тӑрӑшӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене чунтан юратнине, тав сӑмахсем час-часах калама ан манӑр.

Берегите семью как главную ценность и опору в жизни, чаще говорите слова любви и благодарности своим близким.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе салам­лани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/15/news-3569396

Ҫак уяв кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ илсе килтӗр, чӗресене тӑван-хурӑнташпа тата ҫывӑх ҫынсемпе тӗл пулса калаҫни пиллекен ӑшӑ та савӑк туйӑмпа ҫупӑрлатӑр.

Пусть этот праздник принесёт в каждый дом и в каждую семью мир и согласие, согреет сердца теплотой общения с родными и близкими.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/24/glava-chu ... et-s-prazd

Анчах, инкек пуҫ тӑрринех килсе тӑнӑ чухне, йӑвана кӗрсе пытаннипех ҫемьене ҫӑлаймӑн, мӗншӗн тесен хӑрушлӑхӗ ку хӑй тӗллӗн иртекенскер мар, ӑна тапӑнса ҫех ҫӗнтерӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук, кермен парасса кӗтместӗп эпӗ, ҫемьене кунтан пӑртак та пулин пысӑкрах пӳлӗме те куҫарса килмешкӗн килӗшмелле…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс луччӑ, акӑ мӗн, ман ҫемьене пулӑш май килнӗ таран.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавна май ҫемьене пырса ҫапнӑ хуйха та вӑхӑтлӑха манатӑн…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран ҫемьене илсе килӗттӗм, — кӗскен ӑнлантарчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурӑна киле ҫемьене те куҫарӑп-ха.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Улька педтехникум пӗтернӗ, пысӑк пуҫлӑх, унашкаллисене вара чӑваш хресченӗ ҫемьене кӗртесшӗнех мар: вӗреннӗ ҫынна хисеплессе хисеплет вӑл, анчах, ҫав ҫын хресчен ҫемйинченех тухнине пӗле тӑркач, хура ӗҫре ӑна шанмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫемьене упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ.

Житель Чебоксар ради сохранения семьи обратился за помощью к гадалке.

Юмӑҫа 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31274.html

Атӑл тӑрӑхӗнчи выҫлӑх чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи ҫӗр-ҫӗр ҫемьене ҫӗнӗ ҫӗре — Ҫӗпӗре хӑваланӑ.

Голод на Волге гнал сотни семей с чувашской земли в новую землю — в Сибирь.

Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Пултарулӑх куравне ҫавӑн пекех хӗрарӑмпа ҫемьене халалланӑ.

Творческий смотр посвящён также женщине и семье.

Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Ҫуркунне ҫитсен» курав уҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31048.html

Вӑл ҫемьене укҫасӑр лартман.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ашшӗн тивӗҫӗ ҫемьене укҫапа обеспечить тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех