Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемье сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемье (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2014 ҫулта Шупашкарта ҫемье арканнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсенчен чылайӑшӗ кунашкал лару-тӑрӑва ҫемье чӑмӑртама васканипе ҫыхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталта 670 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 600-ӗшӗ арканнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫичӗ ҫул каялла 3534 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 1 пине яхӑн мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пирӗн — чӑн-чӑн ҫемье.

У нас - настоящая семья.

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Темшӗн ытларах ҫемье арканнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ ҫынсем тӑшмана ҫаврӑнаҫҫӗ.

Почему-то люди, бывшие до этого мужем и женой, после распада семьи превращаются во врагов.

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫемье тепӗр хут ҫавӑрмашкӑн чунра вӑй-хӑват ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— Манӑн ҫемье пурнӑҫӗ икӗ пайран тӑрать: мӑшӑрӑмпа Иринӑпа пурӑнни тата ун хыҫҫӑнхи.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Саншӑн мӗн вӑл — ҫемье?

Что для тебя семья?

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ӑнӑҫсӑр ҫемье чикансем пек куҫса ҫӳренӗ: Кӳкеҫре пурӑннӑ, кайран Карапай Шӑмӑрша килнӗ…

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пурӑна киле Зиле кӳршӗ каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа туслашнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Реабилитаци центрӗнче 9 ҫулти хӗрачапа паллашнӑ, анчах час-часах макӑраканскер ҫемье хӳттине туясшӑн пулман.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Палтиел ялӗнче пурӑнакан Гузелийӑпа Зефер Афиатулловсем ҫемье ҫавӑрсан вӗсенчен телейлӗ ҫын пулман: иккӗшӗ те ҫамрӑк, вӑй-хал тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Татьянӑпа Георгий 14 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрсан тӑван ялӗнчех пурӑнма юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кашни ҫемье хӑйӗн кӗтесӗ - уйрӑм ҫурт е хваттер пуласса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмран пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсене районта I тата II ушкӑнри 1900 инвалид илме пултарать, вӗсен йышне сусӑр ачаллӑ 190 ҫемье те кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унпа туслашса ҫемье ҫавӑртӑмӑр, пирӗн ача ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– Шӑпах ҫакӑнта эсир хӑвӑрӑн мӑшӑрпа паллашса ҫемье ҫавӑртӑр…

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫемье командисенчен ҫавӑн пекех Павловсен тата Юрьевсен ҫемйисем палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех