Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫусен (тĕпĕ: ҫапӑҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ ҫилӗ вӗрнӗ вӑхӑтра инҫетри ҫапӑҫусен кӗрлевӗ кӑнтӑрла та хӑлхаран кайма пӗлмерӗ.

Но когда дул северо-восточный ветер, гром отдаленных боев слышался и среди дня.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фронтра пулнӑ ҫынсене пӗтӗм чунтан хисеплесе, чунтан хисеплесе, чунтан тав туса, вӗсен пит-куҫӗнче кашнинчех ҫапӑҫусен инҫетри хӑрушӑ ҫулӑмне шыранӑ…

Испытывая к фронтовикам восторженное чувство уважения и благодарности, она каждый раз словно искала на их лицах отблеск далекого и страшного зарева сражений.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Август уйӑхӗнче ҫапӑҫусен шӑв-шавӗ пӑртакках шӑпланнӑ пек пулчӗ.

В августе установилось относительное затишье.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тупӑсен кӗрлевӗ (Сулин станцийӗ патӗнчи ҫапӑҫусен тӑвӑллӑ ахрӑмӗ) хулари вӗркӗшӳллӗ хусканӑва пӗтӗмпех чарса лартнӑ; вӑл, сӑмахпа каласа паман хӑрушлӑх ҫывхарнине систернӗ пек, хула ҫинче йывӑррӑн ҫакӑнса тӑрать.

Орудийный гул (отголоски боев, шедших где-то под станцией Сулин) мертвил движение, висел над городом глухой невысказанной угрозой.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Украина енчен вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗрекен ҫилсем кӗҫех малтанхи ҫапӑҫусен аслатиллӗ кӗрлевне те илсе ҫитереҫҫӗ.

Орудийный гром первых боев уже несли ветры с Украины.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчахрах е маларах пулса иртнӗ ҫапӑҫусен хирӗнче сахал сапаланса акӑннӑ-и ӗнтӗ ҫавӑн пек кунсем?

Мало ли таких дней рассорило время по полям недавних и давнишних боев?

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саперсем вара, каллех ҫапӑҫусем пуҫланасси ҫинчен тата ку ҫапӑҫусен вӗҫӗ-хӗрри пӑхса та курӑнманни ҫинчен хуллен калаҫкаласа, ҫула хускалнӑ.

А саперы тронулись в путь, тихо рассуждая о том, что вот снова начнутся бои и конца этим боям не видать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл ҫав сӑнарсенче чаплӑ вӑхӑтсен, ҫапӑҫусен, ятсен историйӗсене курать; ӗлӗк-авалхи ҫинчен ҫырнӑ повеҫе вулать; ашшӗ чӗлӗм туртнӑ май суркаласа, Саксонири тутлӑ кӑшманпа ҫӗрулми хушшинче, пасарпа хула хушшинче иртекен пурнӑҫ ҫинчен каласа пани пеккисене мар…

Он в лицах проходит историю славных времен, битв, имен; читает там повесть о старине, не такую, какую рассказывал ему сто раз, поплевывая, за трубкой, отец о жизни в Саксонии, между брюквой и картофелем, между рынком и огородом…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кунта, пуринчен ытла, тинӗсри ҫапӑҫусен картинисем нумай пулнӑ.

Здесь главным образом были картины морский сражений.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйсен гвардейски полкӗпе пӗрле вӑл 1943–1945 ҫулсенчи ҫапӑҫусен ҫулӗпе тӑршшӗпех тухнӑ.

Вместе со своим гвардейским полком проделал он боевую кампанию 1943-1945 годов.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Таврари пур япаласем те — ҫул хӗрринчех кӗпҫипе ҫӗр ӑшнелле тӑрӑнса выртакан ҫӗмрӗк тупӑ та, башни таранах армутипе мӑян ӑшне путса ларнӑ совет танкӗ те, авиабомба тӳррӗн лекнипе арканнӑ нимӗҫ танкӗ те, курӑк шӑтма пуҫланӑ снаряд воронки те, сапёрсем ҫӗнӗ кӗпер патӗнче ҫӗр айӗнчен кӑларса ҫул хӗррипе купаласа тухнӑ противатанковӑй минӑсем те, инҫетре, курӑк хушшинче курӑнакан нимӗҫ салтакӗсен масарӗ ҫинчи хурӑн хӗрессем те (ку ӗнтӗ кунта кӗрлесе иртнӗ хаяр ҫапӑҫусен паллисем пулнӑ, ун пек паллӑсене хӑнӑхнӑ фронтовик куҫӗ вӗсене асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ) — ҫаксем пурте ҫамрӑк йӗкӗте тӗлӗнтернӗ, пит те интереслӗ курӑнусем пек туйӑннӑ.

Все кругом: и разбитая пушка, ткнувшаяся стволом в землю возле самой дороги, и заросший бурьяном по самую башню советский танк, и обломки немецкого танка, раскиданные, должно быть, прямым попаданием авиабомбы, и снарядные воронки, уже затянутые травой, и стопки противотанковых мин-тарелок, извлеченных саперами и уложенных ими на обочине у новой переправы, и мелькавшие вдали в траве березовые кресты немецкого солдатского кладбища — следы отгремевших здесь сражений, следы, которых глаз фронтовика просто не замечал, — все удивляло, поражало юношу, казалось ему значительным, важным и очень интересным.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех