Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫрӑм (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ унпа пӗрле ҫапӑҫрӑм, — Василь куҫӗсем Лелюков урлӑ пӑхса иртрӗҫ, — ҫирӗп командир вӑл, эпӗ унпа кирек ӑҫта кайма пултарнӑ.

Я вместе с ним воевал, — глаза Василя прошлись по Лелюкову, — крепкий он командир, я с ним мог на все идти.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ну, пирӗн Андрей — совет каччи, хӑйне нимле геройсен шутӗнче те шутламан, ҫапӑҫрӑм пултарнӑ таран, тенӗ.

Ну, а Андрей наш — простой советский парень, ни в каких особых героях себя, понятно, не числит: воевал, дескать, как мог.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Пур ҫӗрте тӗ ҫапӑҫрӑм эпӗ: Сталинградӑн ишӗлчӗкӗсем хушшинче те, пӗр хутран тепӗр хута куҫса та, подвалсенче те.

Я дрался в развалинах Сталинграда, на этажах, в подвалах — везде.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Граждан вӑрҫинче эпӗ тискер кайӑк пекех ҫапӑҫрӑм, — терӗ атте, — пурнӑҫ лайӑхрах пултӑр терӗм.

— Воевал я в гражданку, как зверь, — сказал отец, — добивался лучшей жизни.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫав полкра эпӗ пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх иккӗмӗш ҫулхи июлӗн тӑваттӑмӗшчен Севастополе хӳтӗлекенсемпе пӗрле ҫапӑҫрӑм.

В этом полку я участвовал в обороне Севастополя до четвертого июля 1942 года.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Эпӗ вӗсене наступление куҫма приказ патӑм, эпӗ хам та цепьре ҫапӑҫрӑм.

Я бросил их в наступление и сам цепями

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Уйрӑмлӑх юлашкинчен каланӑ вырӑнта кӑна: «Петькӑпа ҫапӑҫрӑм», «Витькӑпа ҫапӑҫрӑм», «Никампа та ҫапӑҫман».

Разница была только в заключении: «Подрался с Петькой», «Подрался о Витькой», «Ни с кем не дрался».

Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Шура яланах ҫакӑн евӗрлӗ ҫыратчӗ: «Паян сакӑр сехетре тӑтӑм. Ӗҫрӗм-ҫирӗм те урама кайрӑм. Петькӑпа ҫапӑҫрӑм».

Обычно Шура писал так: «Сегодня встал в восемь часов. Поел, попил и пошел на улицу. Подрался с Петькой».

Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Пӗркун алӑк питӗркӗчне ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ Урнашкипе иккӗшӗ, Нямаҫӗ… вилес пек ҫапӑҫрӑм.

— Недавно запор на двери сломали и ворвались сюда Нямась с Урнашкой, так я с ними насмерть билась.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ хам, Гельсингфорсран ҫуран каялла чакаканскер, Терриоки патӗнче перкелешсе илнӗ чух аманнӑскер, юлашки поездпа чикӗ урлӑ каҫса Совет республикине тухнӑскер, Совет ҫӗршывӗшӗн Царицын патӗнче, Курган патӗнче ҫапӑҫрӑм, Медвежье сӑрчӗ хыҫӗнче финсен 6-мӗш полкӗнче тӑтӑм тата курсантсен отрячӗпе пӗрле, пӑлханакан Кронштадтпа Финлянди хушшинчи ҫыхӑнӑва татрӑм.

Сам я, отступавший пешим порядком от Гельсингфорса, раненный в перестрелке под Териоками, вынесенный последним поездом через границу в Советскую республику, дрался за нее под Царицыном, под Курганом, в 6-м Финском полку стоял за Медвежьей горой и в курсантском отряде отрезал бунтовавший Кронштадт от Финляндии.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Эпӗ, ачасем, сирӗншӗн те ҫапӑҫрӑм.

— Я, ребята, и за вас воевал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫапӑҫрӑм, хамӑн джигитсемпе пӗрле.

— Да, вместе с моими джигитами.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ пӗччен вӗсемпе ҫапӑҫрӑм, сиртен пулӑшу кӗтрӗм, а эсӗр кунта ним пулман пек шӑп кӑна ларатӑр иккен…

Я один с ними бился, от вас подмоги ждал, а вы здесь прохлаждалися…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Нимӗҫсен аллине лекичченех ҫапӑҫрӑм.

Воевал, пока не попался немцам в лапы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫапӑҫрӑм вӗсемпе, чӗремпе вӗсенех хӗрхентӗм…

Воевал с ними и их же жалел сердцем…

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Калатӑн-ха тата — нимӗҫсемпе ҫапӑҫрӑм, тетӗн…

А еще говоришь — с немцем дрался…

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кайран эп Клисурӑра та тӑшмана ҫӗнтерес тесе мар, тӑшман пулинчен хам вилес тесе ҫапӑҫрӑм.

После этого я сражался в Клисуре не столько для того, чтобы победить врага, сколько затем, чтобы самому погибнуть от его пули…

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурӑнчӗ вӗт ман патра хваттерте, курчӗ Лушка мӗнле пӑшал иккенне, унӑн куҫӗ умӗнче ҫав килти контрӑпа ҫапӑҫрӑм, акӑ, пӑх ӗнтӗ, юратса пӑрахнӑ!

Стоял же у меня на квартире, видал, что она за штука от ружья, на его глазах воевал с этой семейной контрой, и вот, пожалуйста, влип!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Апла, пуянсем каллех манран лайӑх пурӑнччӑр тесе ҫапӑҫрӑм пулать-им-ха эпӗ кадетсемпе?

— Видно, воевал я с кадетами за то, чтобы опять богатые лучше меня жили?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эп паттӑр ҫапӑҫрӑм!..

Я храбро бился!..

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех