Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗҫне симӗс хӑю янӑ вӑрӑм ҫивӗт тунисем ҫурӑм хыҫӗнче ҫапӑнкаласа сулланаҫҫӗ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Кимӗ ҫумне Атӑл хумӗсем йӑмпӑлт-йӑмпӑлт ҫапӑнкаласа илеҫҫӗ, кас-кас мӗнпур тавралӑхра илемлӗ-илемлӗ музыка янӑраса кайнӑ пек туйӑнать.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Ҫав хушӑрах сулахай аллинчи пакетри эрех кӗленчисем, хивре сулӑма пула пӗр-пӗринпе ҫапӑнкаласа, чанклатса,чанкӑлтатса илчӗҫ, анчах йӑнкӑрянкӑрах ванмарӗҫ, калтах катӑлмарӗҫ пулас-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫӳлтен ҫыхнӑ пралук пат! ҫеҫ татӑлса кайрӗ — шӑнкӑрч вӗлли, алӑран вӗҫерӗнсе, туратсене ҫапӑнкаласа, шӑлтӑр-шалтӑр! сасӑ кӑларса, шӑннӑ ҫӗр ҫине хаплатса ӳкрӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кантӑк патӗнчи шӑнасем ҫеҫ вӑкӑр хӑмпи ҫумне ҫапӑнкаласа ҫӑт-ҫат тукаласа илеҫҫӗ.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑрман тӑрӑх янраса кайнӑ сасси вӑрахчен калла-малла ҫапӑнкаласа, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса, кайран чакса пырса пӗр манерлӑ шавласа тӑракан симӗс ҫулҫӑсен хушшинче ҫухалчӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чарӑнма пӗлмен лашасем вара суха-кассисем, тӗмескесем, путӑксем тата ҫырма йӳпписем урлӑ ыткӑнаҫҫӗ, ляхсен юнланса пӗтнӗ виллисем ҫӗре ҫапӑнкаласа кӑна пыраҫҫӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кантӑк хупписене хупса лартнӑ, вӗри ӗнтрӗк сывлӑшра пысӑк хура шӑнасем тӗлсӗр-палсӑр ҫапӑнкаласа вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, нӑрлатаҫҫӗ.Ставни окна закрыты, в жарком сумраке бестолково маются, гудят большие чёрные мухи.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Уҫӑ люклӑ тата виҫӗ шар танкер борчӗ ҫумӗнче ҫапӑнкаласа тӑраҫҫӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл вилнӗ ҫын пек пуҫне уснӑ; пиҫиххи ҫинче ҫакӑнса пусӑ пурине пуҫӗпе ҫапӑнкаласа хӑпарнӑ.Он как мертвый висел на кушаке, голова его тоже висела и билась о края колодца.
Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫак хурҫӑ татӑкӗ кунта хӑйӑр ҫинче ҫӗр ҫул, икҫӗр, виҫҫӗр ҫул выртса, ҫӗр тӗпӗнчи ҫак тинӗс хӗрринчи чулсем ҫине ҫапӑнкаласа шӑлланса пӗтнӗ.Этот клинок лежит здесь на песке лет сто, двести, триста лет, и зазубрился о скалы подземного моря!.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӑмӑл та хытӑ шарсем пирӗн пуҫсем ҫийӗнче сулӑнкаласа, ҫапӑнкаласа пычӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Куҫӗсем хӗм сапаҫҫӗ; хӗҫӗ, хӑй ҫумне ҫапӑнкаласа, чӑнклатса илет.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Юргин аллинче мулкач пуррине асӑрхамасӑрах, салтаксем винтовкӑсемпе гранатӑсем тытса, пӗрин хыҫҫӑн тепри ун ҫумӗн иртсе кайрӗҫ те, пӑхкаласа тӑмасӑр, хыпаланнипе стенасем ҫумне ҫапӑнкаласа, траншея тӑрӑх икӗ еннелле чупрӗҫ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗчӗкҫӗ хурӑнӗсемпе ҫирӗкӗсем, вӑрманти вилӗм кӳрекен сивӗ ҫилтен хӑтӑлас тенӗ пекех, урлӑ та пирлӗ ҫапӑнкаласа лараҫҫӗ, — аякран пӑхсан, вӗсем шурлӑхран тараҫҫӗ тейӗн.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Усӗрӗн алли-ури ҫӗре ҫапӑнкаласа пыни курӑнать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
- 1