Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтра шурӑмпуҫ ҫиттийӗ карӑннӑҫем карӑнса пычӗ, ҫӳҫенчӗк тӗссӗр сывлӑш ҫутӑ кӑвак тӗсе куҫрӗ, кайран вара хӗвелтухӑҫ енне ылтӑн тӗс ҫапрӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Ӑҫта касакра ҫӳретӗн ҫак таранччен? — хӗрне хӑтӑрса сӗтел ҫине чышкипех ҫапрӗ Виссарион Игнатьевич.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫур ҫӗр тӗлӗнче хӑнасем саланса пӗтсен махорка тата эрехсӑра шӑршиллӗ пӳртре тӑваттӑн ларса юлсан Герасим Федотович сӗтеле аллипе чӑнлаттарса ҫапрӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл, састӑпне ҫӗре пӑрахса вӗрене меллӗреххӗн майлаштарса тытрӗ те Сантӑрпа Караҫӑма ҫурӑм урлӑ турта-турта ҫапрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӑвӑрт ура ҫине ҫӗкленнӗ Герасим Федотович чӗрне вӗҫҫӗн утса тенӗ пек буфет умӗнчи Мамарланов хыҫне пырса тӑчӗ, ӑна хулпуҫҫирен ҫапрӗ:
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл, тарӑхнипе хӗрелсе кайнӑскер, пуҫӗнчи карттусне вӑшт-вашт хыврӗ те мечӗк пек лӳчӗркесе урайне ҫавӑрса ҫапрӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Шанаров ахлатса илчӗ те сӗтеле аллипе ҫапрӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӗрелсе кайнӑ Сардимиров сӗтеле аллипе чанлаттарса ҫапрӗ:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мана асӑрхасан каялла таврӑнма шутларӗ пулмалла, анчах пуҫне каҫӑртса малаллах утрӗ, ӗнене кӑкарнӑ шалча патӗнче кукленсе ларчӗ, пысӑк чул катӑкӗпе шалчана енчен енне ҫапрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӗремӗк ҫисе пӗтернӗ ҫӗре Изамбаев ҫурӑмне сивӗ ҫапрӗ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Эрне каялла вӑйлӑ сивӗ ҫитсе ҫапрӗ те, ӑшӑпа кӗрпекленсе пусӑрӑннӑ юр пӑрлансах шӑнчӗ: тӗллӗн-тӗллӗн вӑл чупсан та путмасть.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫав хушӑрах вӑл хӑйсен анчахрах лартнӑ пӳртне тул енчен чус, шал енчен типӗ штукатурка ҫапрӗ, хапхине кӑвак сӑрӑпа сӑрларӗ, ҫӗнӗрен мунча турӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Эрне каялла тетӗр? — икӗ аллине шарт! ҫапрӗ Ульяна.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Хӗвел майӗпен леш енчи хурӑнлӑх хыҫне пытанчӗ, таврана тӗксӗмрех сӑн ҫапрӗ, каҫ ҫывхарнине сиссе ҫырмара шӑпчӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрлама пуҫларӗҫ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Вӑл вӑрман хыҫне пытана пуҫласанах таврана темӗнле тӗксӗм сӑн ҫапрӗ.
Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах Сюльдяшова пуҫӗпе чышма ӗлкӗреймерӗ вӑл, хусахсенчен пӗри ӑна хыҫалтан, ӗнсинчен чукмар пек аллипе кӗрӗслеттерсе ҫапрӗ.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шт! ҫапрӗ вӑл хӗҫӗпе.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Драгун, эхлетсе, ӑна пуҫӗ урлӑ ҫапрӗ…
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах лешӗ ӑна асӑрхама ӗлкӗрчӗ: тахӑш самантра учӗ айне шуса анчӗ те тӗпӗр енчен кӑлтӑрмач пек кусса тухса, драгуна аялтан ҫулелле ҫапрӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав хушӑра шакла пуҫлӑ драгун, аяккинчен тапӑнса, Тимофей-хусаха хӗҫӗпе пуҫӗнчен ҫапрӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.