Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапрӗ (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлелле ҫӗкленӗ ҫурлаллӑ аллине, сулма хӑранӑн, самантлӑха пӗр вырӑнта тытрӗ, унтан, мӗнпур вӑйне пухса Шӑхале мӑйӗнчен ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра пуҫне тепӗр шухӑш пырса ҫапрӗ: «Тен, кусем те ырӑ ҫынсем мар пуль…»

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйсӑррӑн ҫеҫ сикейрӗ вӑл, сывлӑшра чухнех ӑна иккӗмӗш ҫӗмрен пырса ҫапрӗ те ҫӗре ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах тепӗр арҫын ача анкарӗпе кашкӑра сулахай кӑкӑрӗнчен ҫапрӗ, лешӗ вара малтанхи ачан аллине вӗҫертрӗ те теприне уринчен хыпрӗ, анчах ун ҫӑварӗ хупӑнса та ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ӑна куҫ хӗссе илчӗ, ҫав вӑхӑтра ун пуҫне шухӑш пырса ҫапрӗ:

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтрах Еркиней Вӑрса илчӗ хӑй ҫине, Унтан пӗтӗм вӑйпала Кӑкрипеле хирӗнсе Ҫавӑрса ҫапрӗ хулпала!

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫ тӗттӗмӗ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тепри вара, хӑвӑртлӑхне чарма ӗлкӗреймесӗр, ӑна хӑйӗн сулӑмӗпе пырса ҫапрӗ те ӳпӗнтерсе ячӗ, хӑй те ҫавӑнтах хирӗнсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫав самантра, пӗтӗм ҫӗре ҫутатса, ҫиҫӗм ялтлатрӗ, чӗрене шари! ҫурса, аҫа ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫӗр ҫине сулхӑн ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Таврана ирхи шуҫӑм ҫути ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑна нӳхрепри евӗр сивӗ сывлӑш ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑххӑрмӗш валри хум пек килсе ҫапрӗ кӑкӑрӑма шӑнӑҫайми савӑнӑҫ, иксӗлми ҫӗнӗ хӑват.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Алендеев кӗтмен-туман ҫӗртен хӑйне тӗрӗслӗх, чӑнни «тапкӑ-ҫупкӑласа илнӗн» туйса, арҫыннӑн пат татса каланӑ сӑмахӗсене ниепле те хуравлама пӗлмесӗр, килпетсӗр елпӗрсе, ҫынсене суя кулӑпа куҫ пӑвасшӑн пулчӗ, урисем айӗнче вут тивсе кайнӑ пек тӑп-тап пускаласа, апла-капла хускалкаласа илчӗ, питне йытпырши чечекӗн кӗренӗ пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Шӑлавар вӗҫне йӗпе ҫапрӗ — курӑк, тӗл-тӗл ҫатракаланнӑскер, кунта типсе ҫитеймен пулас-ха.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӑрман хутлӑхне кӗрсен, пӑртак сулхӑн ҫапрӗ, ҫил, таруках пусӑрӑнса, лаш пулса, майӗпен пачах ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сӑмсана тӳрех ҫӗрӗк, кӗвҫӗк шӑршӑ кӳ! пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кӗҫех Илле пророк ҫулу ҫапрӗ -куҫа шартарса, тӑхлан пӗлӗте каса-каса, ҫиҫӗм вӑльтлатса, хӗреҫленсе илчӗ, аслати пуш пичке кустарнӑ пек кӗмсӗртетрӗ, «пысӑк калибрлӑ тупӑран кӗрӗслеттерчӗ», шарт! та шарт! аҫа ҫапрӗ, вара тачка ҫумӑр тумламӗсем пат та пат пӑтлатрӗҫ, пӑчлатрӗҫ, унтан ҫӗре харсӑррӑн тӳнккемех пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тавралӑха сулхӑн килсе ҫапрӗ, вӑл ҫӑлтӑрсӑр-уйӑхсӑр кӗр каҫӗ пек тӗттӗмленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пуриса самантрах ар «токӗ ҫапрӗ», ӑс-тӑнне тӗнтсе, туйӑм-сисӗмне ӳсӗртсе, хаярлантарса ячӗ, хыҫҫӑнах унта-кунта йӑшӑлйӑшӑл вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех