Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапрӗ (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхра ларакан Изосимыч ют арҫынсем патне вӑр-вар пырса калаҫма тытӑнчӗ кӑна — маларах тӑраканни пирӗн десантника сулмаклӑн сулӑнса мӗнле ҫапрӗ, лешӗ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ, шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ак сана — ак сана! — турта-турта ҫапрӗ хӗрне лаша пушши аврипе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Асли хыҫҫӑн Нина та ҫитрӗ — тӗлӗнмелле-тӗк тӗлӗнмелле, уяр ҫанталӑкра аҫа ҫапрӗ тейӗн! — вӑл та ирех вӑраннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Питне шурӑ сӑн ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ак тамаша, тем курса тӑрӑн пурнӑҫра! — аллисене шарт! ҫапрӗ Сехенер, унтан тулалла ҫӗмӗрен пек тухса вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

«Ку ман картун мар-ха, эп нимӗн те курман», — терӗ те лашине тилхепе вӗҫӗпе туртса ҫапрӗ Михала.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Халӗ кур! — кӗсменпе чалт! ҫапрӗ шыва Тамара.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чарӑн, ухмах, — Дорфман чӑмӑрӗпе сӗтеле ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта ӑна каллех ҫиллӗн ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ!

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мунча алӑкне уҫсанах ӑна шӑмшака ҫемҫетсе яракан, канлӗх сунакан ӑшӑ пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗри ҫиҫӗм пырса ҫапрӗ Ваҫиле шӑнӑрӗсене — вӑл сиксе тӑчӗ те тӑхӑнмасӑрах урама вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Темскер, уйӑхрисем каллех килмерӗҫ манӑн, — пӑшӑрхануллӑ шухӑш ҫапрӗ ун пуҫне, анчах ӗшеннипе варӗ ҫинчен ҫийӗнчех манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫил-тӑман лапка-лапка юрпа пите ҫапрӗ, юр питҫӑмартине, куҫсене чиккелерӗ, ҫулҫӳревҫе авкаларӗ, хуҫрӗ, унӑн тумтирне силлерӗ, турткаласа ҫурма хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ку тата мӗнле кану ҫурчӗ? — ҫил-тӑвӑл лӑпкӑ пӳлӗме кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Турӑҫӑм, Ваҫилене намӑс кӑтартнӑ пулмалла!» — пырса ҫапрӗ ун пуҫне шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пушшипе ҫапрӗ те лаши хытӑрах чупма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Уполномоченнӑй кӑна ан пултӑр, — пырса ҫапрӗ ун пуҫне шухӑш. — Фермӑна пӑрахса ӑҫта кайнине пӗлсен тӗрмене лартать вӗт».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак сӑмахсемпе мучи ӳксе пуҫ ҫапрӗ те ывӑҫпа шыв ӑсса илсе пӗр-икӗ сыпкӑм ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех