Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапасси (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне фронта ӑсатас умӗн Пантелей Прокофьевич авӑн ҫапасси ҫинчен каларӗ-ха, кӗрхи ҫӗртме тӑвасси, выльӑх-чӗрлӗх пирки те асӑнчӗ, анчах фронт Татарски патне ҫывхарса ҫитсен мӗн тумалли ҫинчен нимӗн те шарламарӗ.

Перед отъездом на фронт Пантелей Прокофьевич говорил о молотьбе, о зяби, о скоте, но ни словом не обмолвился о том, как им быть, если фронт приблизится к Татарскому.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пӑр ҫапасси вӑл — ҫутҫанталӑк вӑйӗ, хӑр ҫилсенчен хӑрамастӑп эпӗ.

— Град — стихия, а суши я не испугаюсь.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малта халӗ тем пулас пур — пӑр ҫапасси те, хӑр ҫилсем те…

Впереди еще всего можно ожидать — и градобоя и суши.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Авӑн ҫапасси мӗнле?

— С молотьбой-то как?

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Кӳршӗ ҫырать, тӗплӗн пӗлтерет, суха ҫинчен, авӑн ҫапасси ҫинчен калать…

 — Сосед пишет, входит в подробности, говорит о запашке, об умолоте…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫамкипе мар, хытӑрах ыраттӑр тесе пулӗ, темле хӑяккӑн ҫапӑнчӗ вӑл, йӗмерӗ те; пит-куҫӗ анраса кайнӑ, чи кирлӗ ӗҫ те пуҫне ҫапасси кӑна пек.

Она билась не лбом, а как-то сбоку, наверно, чтобы было больнее, и не плакала, с неподвижным выражением, точно это было какое-то дело.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Партие ҫакӑн пек йывӑррӑн пырса ҫапасси мӗнле пулма пултарнине халлӗхе тӗрӗссипе палӑртман-ха.

Как могло случиться, что на партию обрушился такой страшный удар, пока еще точно не установлено.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Комиссарпа Степан Иванович ҫав чӑмӑр тӑшмана хӑш тӗлте пырса ҫапасси, тата нимӗҫсене вӑл мӗн кӳресси ҫинчен хӗрсе кайсах сӳтсе яврӗҫ.

Комиссар со Степаном Ивановичем деятельно обсуждали, где этот удар будет нанесен и что он сулит немцам.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тепӗр ирхине, вырсарникунхи шкулта урок пӗтсен, чиркӳре яланхи пекех чан ҫапасси вырӑнне салхуллӑн чан ҫаннӑ сасӑ илтӗне пуҫларӗ.

На следующее утро, когда занятия в воскресной школе окончились, зазвонил колокол, но не так весело, как обычно, а мерно и уныло.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.

3. Если вы будете поступать по уставам Моим и заповеди Мои будете хранить и исполнять их, 4. то Я дам вам дожди в свое время, и земля даст произрастения свои, и дерева полевые дадут плод свой; 5. и молотьба хлеба будет достигать у вас собирания винограда, собирание винограда будет достигать посева, и будете есть хлеб свой досыта, и будете жить на земле [вашей] безопасно; 6. пошлю мир на землю [вашу], ляжете, и никто вас не обеспокоит, сгоню лютых зверей с земли [вашей], и меч не пройдет по земле вашей; 7. и будете прогонять врагов ваших, и падут они пред вами от меча; 8. пятеро из вас прогонят сто, и сто из вас прогонят тьму, и падут враги ваши пред вами от меча; 9. призрю на вас [и благословлю вас], и плодородными сделаю вас, и размножу вас, и буду тверд в завете Моем с вами; 10. и будете есть старое прошлогоднее, и выбросите старое ради нового; 11. и поставлю жилище Мое среди вас, и душа Моя не возгнушается вами; 12. и буду ходить среди вас и буду вашим Богом, а вы будете Моим народом.

Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех