Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкра (тĕпĕ: ҫанталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек ырӑ ҫанталӑкра

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫиллӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вӗллене кӗмелле пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Черченскерсем ҫил вӗрнӗ чухне кӑна мар, лӑпкӑ ҫанталӑкра та чӳхенеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Пулӑҫсем ҫак кун ҫут ҫанталӑкра канма, пулӑ шӳрпи ҫинӗ май пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑртура — пулӑҫсем // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/a%d0%bca%d1 ... %b5%d0%bc/

Мӗн эсир, ҫамрӑксем, ҫакӑн пек ҫанталӑкра пӳртре пӑчӑхса ларатӑр?

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑрманта шултӑра йывӑҫсем тахҫанах ешӗл тумне улӑштарнӑ, унта ҫав тери шӑл, ҫилсӗр ҫанталӑкра тӑп чарӑнса тӑрса итлесен, сарӑхнӑ ҫулҫӑ вӗлтӗртетсе ӳкнине те илтейӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

92 ҫулта пулсассӑн та кинемей пулӑшу кӳрес тесе тӑрӑшать, чӑлхасем ҫар операцине хутшӑнакансене сивӗ ҫанталӑкра ӑшӑтасса шанать.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Ҫавӑн пекех салтаксене сивӗ ҫанталӑкра ӑшӑ пултӑр тесе Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Елизавета Рыжова чылай ӑшӑ чӑлха ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Ӳпле умне ҫитсен: — Эс мӗскер, ҫак кӗрхи ҫанталӑкра шыва кӗретӗн-и? Ухмаха ертӗн-им? Е… — вӑл ӳпле ҫумне ҫакнӑ йӗпе кӗпене курчӗ, — кӗпе ҫӑватӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ман ҫине пӑхса: — Тавтапуҫ сире, Мишша кукаҫ! Эсир ҫӗленӗ сӑранӗ ытла ҫемҫе, урасене питӗ канлӗ. Халӗ вӑрмана кайнӑ чух уяр ҫанталӑкра яланах ҫак тапочкине тӑхӑнӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юрать кӗрхи ҫанталӑкра ҫумӑрӗ кассӑн-кассӑн килсе ҫусах тӑрать, ҫавӑнпа типсех кайман-ха.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра лашана ҫав тери хӗрхенеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Шофер кӑмӑлне вӑл аван пӗлет: япӑх ҫанталӑкра яланах ҫапла мӑкӑртатать, тӳпери турра ятлаҫать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта пурӑнакансем вара кун пек ҫанталӑкра шывсӑр нушаланаҫҫӗ.

А жители деревни Игорвары Цивильского района в такую погоду остались без воды.

Йӗкӗрварта шыв ҫук: шартлама сивӗре ҫынсем юр ирӗлтереҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33926.html

Ашшӗ сӑмахӗсем Микулана уяр ҫанталӑкра аслати ҫапнӑ пекех пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Акӑ, Совхоз урамӗнче такӑр ҫул ҫук. Ҫавна май йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра транспорта кӗрсе тухма чӑрмавлӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене те утма ҫӑмӑл мар», – пӗлтерчӗҫ пӗри те тепри.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Ку ҫанталӑкра Пӑвана ҫитме пултарайман-ха вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах мӗнле ҫитмелле-ха унта, кунтан вун пилӗк ҫухрӑмри пульницӑна, ҫур енне кайнӑ ҫанталӑкра?

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗссипе вара, ӗҫке-ҫике ӑна шӑпах ҫавнашкал ҫанталӑкра тумалла, лайӑх чухне ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар каллех лаши ҫинчен анчӗ, шӑхӑра-шӑхӑра лашине ҫӑл шывӗ ӗҫтерчӗ, хӑй те ывӑҫласа ӗҫрӗ — ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра унӑн чунӗ уҫӑлсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех