Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аккордсен уҫӑмлӑ мар калаҫӑвӗпе янравӗ ҫумне е юратупа, е тунсӑхпа, е иртнӗ асапсемпе мухтава аса илни, е ҫамрӑклӑхӑн чӑрсӑрла чарусӑр вӑйӗпе янӑракан халӑх юрри-кӗввисем хутӑшса пӗрлешсе каяҫҫӗ.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Нумай вӑхӑт иртнипе тусан витнӗ ҫамрӑклӑхӑн мӗлки ҫине ҫаврӑнса пӑхатӑп та хамӑн унчченхи хаваслӑха хӗрӳллӗн тав туса аса илетӗп.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Ҫамрӑклӑхӑн чи лайӑх ҫулӗсене илсе кайнӑ йывӑр вӑрҫа тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑш йӑвине ҫухатнӑ тата хӑйсен вӑйӗсене хавшатнӑ хыҫҫӑн, вӗсем пысӑк тинӗспе хӗвел умӗнче пӗр-пӗрин ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Авдотьйӑн пирвайхи савӑнӑҫне хӑвӑрт ҫӗмӗрсе хуҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна Василий пӗрре чӗнсенех, ҫӗнӗрен телей патне утма юратупа ҫамрӑклӑхӑн пысӑк вӑйӗ кӑна пулӑшма пултарнӑ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑй мӗн пӗлнине вӑл ҫамрӑклӑхӑн пӗтӗм вӑйӗпе, хӑйӗн пӗлӗвӗсемпе мӑнкӑмӑлланнӑ та вӗсем тӗрӗссине чунтан ӗненнӗ вӗренекенӗн хӗрӳлӗхӗпе каларӗ, — амӑшӗ валли те мар, хӑйне хӑй тӗрӗслесе калаҫрӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех оршадпа, канфетпа сут тӑвассӑн туйӑнчӗ ӑна; ҫак илемлӗ те кӑмӑллӑ хӗрача алӑк хыҫӗнчен ун ҫине ӑшшӑн пӑхать; ҫуллахи хӗвел, чӳрече умӗнче ӳсекен каштансен ҫӑра ҫулҫисем витӗр пайӑркисене чӑлтӑртаттарса, пӗтӗм пӳлӗме кӑнтӑрлахи мӗлкесем ӳкерет; чӗре вара малтанхи ҫамрӑклӑхӑн, — пуҫланакан ҫамрӑклӑхӑн шухӑшсӑрлӑхӗпе юлхавлӑхӗн пылакӗпе ачашланать.
XI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Унӑн пӗтӗм кӗлетки сывӑ ҫыннӑн телейлӗ хаваслӑхӗпе, чарусӑрлӑхпа, ним шухӑшсӑрлӑхпа, мӑнаҫлӑхпа, ҫамрӑклӑхӑн ытарайми илемлӗхӗпе сывлать.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫамрӑклӑхӑн «тен май килӗ» текен ӗмӗчӗ, хӑй телейне тутанса пӑхас вӑрттӑн кӑмӑл, хӑйӗн вӑйне никам хута кӗмесӗр пӗччен сӑнаса пӑхас шухӑш, — юлашкинчен, ҫӗнтерчӗҫ-ҫӗнтерчӗҫех, Марьинӑна тавӑрӑнни вунӑ кун та иртмерӗ, вӑл акӑ вырсарникун шкулӗсен механизмӗсене вӗренес сӑлтавпа тухса хулана, унтан Никольское ялне вӗҫтерчӗ.
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах ҫын ҫине тӑрӑхланӑ пек пӑхакан сивлекрех куҫӗпе кӗлетки-ҫурӑмӗнче ҫаплах-ха сӗтеклӗ ҫамрӑклӑхӑн чӗрӗ хӑвачӗ тапса тӑрать.Но в насмешливых холодноватых глазах, в движениях она еще хранила нерастраченный запас молодости.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл вӗҫкӗнленсе хӑяккӑн ларнинче, аллине выляткаласа, лашине хырӑм айӗнчен пушӑпа кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫапкаласа пынинче, раснах тата унӑн йӗри-тавралла мӑнкӑмӑллӑн, кӑшт хӗсерех пӑхакан йӑлтӑркка хура куҫӗсенче — хӑй вӑйлине лайӑх туйни тата ҫамрӑклӑхӑн хӑйне хӑй шанса тӑрас йӑли палӑрать.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах та Оленин хӑйӗн ӑшӗнче ҫав пурне те тума пултаракан ҫамрӑклӑхӑн хӑватлӑ турри пулнине, пӗр ӗмӗте, пӗр шухӑша ҫаврӑнма хатӗр пултарулӑх пуррине, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума хатӗр, мӗншӗн тата мӗн тума кирлине пӗлмесӗрех, тӗпсӗр ҫырмана пуҫхӗрлӗ сикме хатӗр тӑракан пултарулӑх пуррине ытла та вӑйлӑ туйса тӑнӑ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, вара стрепке ҫине йӗнипе тӑртаннӑ, анчах чуп туса та курман ҫамрӑклӑхӑн телейлӗ куҫӗсем пӑхрӗҫ.Она подняла голову, и на стряпуху глянули заплаканные, но счастливые глаза нецелованной юности.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унран хӑйӗнчен те пӗтӗмпех кӑнтӑрлахи хӗвел, шӑрӑхпа хӗрнӗ курӑк тата ҫамрӑклӑхӑн халиччен никам та сӑмахпа каласа пама пултарайман уҫӑ, пӗрре ҫеҫ пулакан, чун-чӗрене киленмелле тытса илекен шӑрши кӗрет…
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Малтанах Штольцӑн Ольгӑн ӑс-хакӑлӗпе чылай кӗрешме, ҫамрӑклӑхӑн хӗрӳлӗхне пытарма, кӑмӑл хавхаланӑвӗсене лӑплантарма, пӗр пек лӑпкӑ пурӑнма тивнӗ, анчах ку нумайлӑха пыман: Штольц кӑшт ӗненсе куҫ хупсанах, каллех пӑлхану пуҫланнӑ, пурнӑҫ вӗреме тытӑннӑ, канӑҫсӑр ӑс, пӑлханнӑ чӗре ҫӗнӗ ыйтусем панӑ; пӑшӑрханнӑ шухӑш-ӗмӗте пусармалла пулнӑ, хӑйне хӑй сахалтарах е ытларах юратма тивнӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чухӑн ҫамрӑклӑхӑн ӗмӗчӗ ҫитӗ-ҫитех, хӑҫан та пулсан пӗр-пӗр пуян хӗрне качча илӗп те лайӑх пурӑнӑп тесе, вӑл пулассишӗн кулянсах кайман.Не заботясь о будущем и предвидя себе рано или поздно богатую невесту, мечту бедной молодости.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1
- 2