Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑраймасӑр (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, сывлӑшне ҫавӑраймасӑр, хӗрелсе кайнӑ.

Он запыхался и покраснел от бега.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Каҫхи апат тума вӑхӑт! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл сывлӑшне ҫавӑраймасӑр, ӑна такам уринчен мӑйкӑчпа ҫаклатса илнӗ пек пӗр ури ҫинчен теприн ҫине сиккелесе.

— Время к ужину! — запыхавшись, крикнул он, отдуваясь и подпрыгивая, как будто кто-то поймал его арканом за ногу.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ильинична, тӑна кӗрсе, куҫҫульпе йӗпеннӗ питне аллипе шӑлса илчӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн нумайччен сывлӑш ҫавӑраймасӑр асапланса, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн анкӑ-минкӗллӗн ансухланса выртрӗ.

Ильинична очнулась, провела рукой по мокрому от слез лицу и после долго лежала, мучаясь от жесточайшего приступа удушья, временами впадая в беспамятство.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсен мӗнпур ӗҫӗ те сывлӑш ҫавӑраймасӑр тӑни ҫеҫ пулчӗ.

Только тяжело дышали.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Пурте йӗркеллех-и? — ыйтрӗ пӑлханнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр.

Все благополучно? — спросил, задыхаясь от волнения.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, кирпӗч пек хӗрелсе кайнӑскер, епре туталлӑскер, сывлӑш ҫавӑраймасӑр антӑхса, хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

Он сел, задыхаясь, кирпично-бурый, мокрогубый.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.

Не будет у тебя мужа, потому что высушили и издурнили тебя работа, нужда, дети; не будет у твоих полуголых, сопливых детей отца; сама будешь пахать, боронить, задыхаясь от непосильного напряжения, скидывать с косилки, метать на воз, поднимать на тройчатках тяжелые вороха пшеницы и чувствовать, как рвется что-то внизу живота, а потом будешь корчиться, накрывшись лохунами, и исходить кровью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, Ҫемен патне чупса пырса, сывлӑш ҫавӑраймасӑр, аран-аран каласа ячӗ:

Он подбежал к Семену и, с трудом переводя дыхание, сказал:

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кулнипе сывлӑшне те ҫавӑраймасӑр: — Апла, чӑнах та пушар тухас пулсан, пирӗн ӑна Макарпа иксӗмӗрӗн кӑна сӳнтермелле-и? — тесе ыйтрӗ.

Еще не отдышавшись от смеха, он спросил: — Значит, если на самом деле пожар случится, только нам с Макаром и тушить его?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах чугун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне тӗппипех ҫунтарса янӑ эстакадӑна, ҫуннӑ шпалсен купине, сывлӑшра ҫакӑнса тӑракан авкаланнӑ рельсӑсене, тӳнсе выртакан вагонсене тата ытти ванса, ҫӗмӗрӗлсе кӑмрӑк пулнӑ япаласене курсан, Петя сывлӑшне ҫавӑраймасӑр кӑшкӑрса ячӗ.

Но когда на железнодорожном переезде мальчик вдруг увидел сожженную дотла эстакаду, горы обугленных шпал, петли рельсов, повисших в воздухе, колеса опрокинутых вагонов, весь этот неподвижный хаос, он закричал, захлебываясь.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Кам ҫине пӑхса улать вӑл? — терӗ Гекльберри шӑппӑн, сывлӑш ҫавӑраймасӑр.

— На кого это она воет\? — едва дыша, прошептал Гек.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех