Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫуран (тĕпĕ: ҫура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа, Варак хӗҫӗпе сехӗрлентерсе, Сисарӑна, унӑн пӗтӗм вӑрҫӑ урапине, унӑн пӗтӗм ҫарне чӑлхантарса ӳкернӗ; Сисара, ҫар урапи ҫинчен анса, ҫуран тарма пуҫланӑ.

15. Тогда Господь привел в замешательство Сисару и все колесницы его и все ополчение его от меча Варакова, и сошел Сисара с колесницы [своей] и побежал пеший.

Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Моисей каланӑ: эпӗ пурӑнакан ҫакӑ халӑх хушшинче ҫуран пыраканнисем ултҫӗр пин ҫын; Эсӗ вара: вӗсене Эпӗ аш парӑп, вӗсем уйӑхӗпех аш ҫийӗҫ! тетӗн; 22. вӗсене ҫителӗклӗ пултӑр тесе, мӗнпур сурӑха, вӑкӑра пусса пӗтерес-и? е вӗсене тивӗҫтермешкӗн тинӗсри мӗнпур пулӑ пухӑнӗ-и? тенӗ.

21. И сказал Моисей: шестьсот тысяч пеших в народе сем, среди которого я нахожусь; а Ты говоришь: Я дам им мясо, и будут есть целый месяц! 22. заколоть ли всех овец и волов, чтобы им было довольно? или вся рыба морская соберется, чтобы удовлетворить их?

Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Вара Израиль ывӑлӗсем Раамсесран Сокхофа тухса кайнӑ: ачасемсӗр пуҫне ултҫӗр пин таран ҫуран арҫын пынӑ; 38. вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ халӑх ҫыннисем питӗ нумаййӑн тухнӑ, вак выльӑх, шултӑра выльӑх, темӗн пысӑкӑш кӗтӳ, тухнӑ.

37. И отправились сыны Израилевы из Раамсеса в Сокхоф до шестисот тысяч пеших мужчин, кроме детей; 38. и множество разноплеменных людей вышли с ними, и мелкий и крупный скот, стадо весьма большое.

Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑшӗ-пӗри каялла ҫаврӑнчӗ, ҫуран ҫарӗ те чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Елчӗке пирӗн ялтан 30 ҫухрӑма яхӑн — ҫав ҫула ҫуран утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Атӑкҫырмири пуҫламӑш шкула хӑйӗн ӗҫӗпе кайнӑ та — каялла ҫуран таврӑннӑ чухне аллинчи сехечӗ вӗҫерӗнсе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫав ялтан Катерина пӗрремӗш класранпах шкула ҫуран ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Лашапа та, ҫуран та ҫӳретӗп унта.

И на лошади, и пешком хожу туда.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Халь хӑш-пӗр урамсенче ҫуран та такӑнса ӳкме пултаран.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Хӑрушлӑхсӑр ҫул» проекта Чулхула, Хусан, Саранск, Шупашкар, Тольятти, Йошкар-Ола, Самар, Пермь, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ хулисенче пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ, - пӗлтерчӗ проект авторӗ, «Чӑваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийӗ» общество организацийӗн президенчӗ Максим Забалуев. - Ӑна ҫул ҫинче аварисен, вилекенсен, сусӑрланакансен шутне чакарас, автомобилистсемпе ҫуран ҫӳрекенсене пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентес, ҫынсен право пӗлӗвне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе хатӗрленӗ».

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫул-йӗр юлашки вӑхӑтра япӑхланса кайнине урапа хуҫисем те, ҫуран ҫӳрекенсем те асӑрхаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

Хальхи вӑхӑтра, ҫуран сахал ҫӳренӗ май, паллӑ чылай япалана асӑрхамасӑр иртсе каятпӑр.

В наше время, из-за того, что мало ходим пешком, проходим не замечая многие знаменательные вещи.

Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче кӑҫал паркра велосипед ҫулӗсемпе ҫуран уҫӑлса ҫӳремелли тротуарсене туса пӗтересси ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Ҫакӑ водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхне палӑрмаллах ӳстерчӗ.

Это значительно повысило безопасность водителей и пешеходов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех