Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласене (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савтепи уҫланка урӑх тӗспе ҫутатса ячӗ тейӗн, Ухтиван таврари япаласене пӗрремӗш хут курнӑн алчӑраса пӑхса тӑрать.

Появление Савдеби на этой полянке словно осветило ее каким-то новым светом, и Ухтиван рассматривал все вокруг так, будто видел впервые.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хатӗр мар, Олимпиада Осиповна, хатӗр мар, — тет Левентей, хӑй сӗтел ҫинче арпашӑнса выртакан япаласене тирпейлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку япаласене йӑлтах кок-сагыз туса илнӗ ҫынсемшӗн илсе килнӗ, ыттисене ӳлӗмрен парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Липа ун ҫинчен самаях пӗлеҫҫӗ иккен, чылай кулӑшла япаласене аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑн пекех Хырхӗрри ял администрацийӗнче тӑрӑшакансене те пуҫтарнӑ япаласене салтаксем патне ҫитерме пулӑшнӑшӑн ырӑ сӑмах калатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Алса-чӑлха пуҫтарчӗҫ, укҫа та пачӗҫ // Г.Уральская. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%b0%d0%b ... 0%d1%87ec/

Нухайсем тенӗрен Ахтупай кӗнӗ-кӗмен пӳртри япаласене сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те вӑл каҫ Ахтупайпа Северьянӑн ҫырма леш енне сунара каймалла марччӗ, хапхасене питӗрсе килтех лармаллаччӗ е хаклӑрах япаласене пытарса хурса хире тармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан керменӗнчи чаплӑ япаласене — Итали архитекторӗ Алевиз-Фрязин-Новый тунӑ портала, хитре чул ҫине касса тунӑ чечек, шӑрҫа ҫыххи, юман ҫулҫипе йӗкелӗн ӳкерчӗкӗсене, арабла ҫырнӑ эрешлӗ хапхана, шӑнкӑрав сассипе чӑнкӑртатса уҫӑлакан йывӑр алӑка, сад пахчисемпе фонтансене, галерейӑсемпе чул мавзолейсене вӑл пин хут та пырса пӑхрӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хам ҫыхнӑ япаласене ытларах тӑвансене, юлташсене валеҫсе паратӑп, ҫывӑх ҫыннӑмсене савӑнтарма юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Шупашкар пирки тата ытти интереслӗ япаласене те пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Туллии кӑмӑлпах унтан вӗсем укҫа-тенкӗ илсе хӑйсене кирлӗ япаласене туянма «хӑнӑхрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

Унашкал япаласене пӗлсе тӑма вӑл хан патне кремле ҫӳрет-и е Тукай хӑй кӗрсе каласа панӑ-и ун ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Охотнӑй ретрен Ахтупай тимӗрҫсен ретне ҫаврӑнса тухрӗ, чӑн-чӑн кӑрлай-сутуҫӑ пек, унти мыскараллӑ япаласене ҫавӑра-ҫавӑра пӑхса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам илсе пӗтерет-ши тупата вӑл япаласене?

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан вӗсем алӑкран кӑна пӑхса тӑраҫҫӗ, унтан ҫамрӑк тимӗрҫӗ Иштерекпе шӳт туса ҫеҫ калаҫнине илтсе пӗчӗккӗн шала кӗреҫҫӗ, Северьян тунӑ япаласене хӑйсен аллине илсе тӗрӗслеме пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗтлӗхре вӗсем мӗн пур япаласене пӗр миххе пуҫтарчӗҫ, вара Северьян юлташӗсенчен уйрӑлса майӗпен Юмансар еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку эрнере эсир хӑвӑрӑн тата этемлӗхӗн прависемшӗн кӗрешме, хутшӑнусене уҫӑмлатма, ачасене воспитани пама, кивӗ япаласене тухса пӑрахма, килте тирпейлеме пултаратӑр.

На этой неделе вы можете бороться за свои права и права всего человечества, выяснять отношения, воспитывать детей, разбирать старые завалы, выкидывать ненужный хлам, делать генеральную уборку.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав хушӑрах сурансене хӑвӑртрах тӳрленме усӑ куракан ҫыхӑсемпе усӑ курнӑ чухне ҫак ҫимӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ чакать — вӗсем пылри усӑллӑ япаласене сурана лекме чӑрмантараҫҫӗ.

Между тем эффективность этого продукта снижается, если использовать его в сочетании с традиционными повязками для ран, потому что те мешают проникновению в рану полезных веществ.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Укҫа-тенкӗ енчен те савӑнмалли тупӑнӗ: енчӗке нухрат кӗрӗ, кирлӗ япаласене туянатӑр.

Материальная сторона жизни тоже порадует: они не только упрочат свое финансовое положение, но и позволят себе приятные и нужные приобретения.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере тахҫанах палӑртнӑ япаласене илӗр, хӑвӑра савӑнтарӑр.

На этой неделе вы сможете позволить себе отправиться за покупками и побаловать себя долгожданными приобретениями.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех