Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласене (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Санӑн ӗҫлеме вӑй-хал та, хӑюлӑху та, лайӑх ҫи-пуҫ тӑхӑнма сӑну-пуҫу та пур, — тесе, Сахар япаласене хӗр еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла йӗркелесе купаласа хуман пулсан, ҫак япаласене шыв ним мар юхтарса кайма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван Жилкинӑн робочӗ япаласене тӗссем тӑрӑх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Ал айӗнчи япаласене — тӳшек-минтер, савӑт-сапа, ӗҫме-ҫиме таран — Атӑл хӗррине турттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утлӑ ҫара кимӗсемпе леш енне каҫаратпӑр, вӑл Чалӑма сылтӑм енӗпе хӑпарать, ытти япаласене — пищальсене, апат-ҫимӗҫе, тумтире — кимӗсем ҫине тиетпӗр.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ӗнтӗ пӗр-пӗринчен тем те пӗр ҫинчен ыйтнипе ҫырлахмарӗҫ, иккӗлентерекен, хӑратакан-сехӗрлентерекен япаласене тавлаша-тавлаша пӗрле сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗччен вӑл япаласене ӑнкарса илме йывӑртарах, ҫавӑнпа тупсӑмне тупас тесе князь сӑмахӗсене вӗсем пӗрле «шӗкӗлчеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ сӗнсе пӑхрӗ: пуҫлӑхсен — Элӗкпе Янчуран — хӑйсен хушшинче пайламалла вӑл япаласене, кам туртса антарнӑ воеводӑна учӗ ҫинчен, ҫавна памалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хаклӑ япаласене пӑлхава ертсе пыракансен пӳртне ҫекӗлсенчен ҫакса хунӑ та, кӗрен-тухан кашниех курма, курма ҫеҫ мар, патне пырса тытса пӑхма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пур пӗр ман япаласене каялла килсе паратӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лав ҫинчи япаласене каялла пушатӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана кӗлете уҫтарчӗҫ, япаласене лав ҫине тиеме пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чаплӑрах япаласене — савӑт-сапапа, тумтире, атӑ-пушмака илсе тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрӑм сӑнӑсем шатӑртатса хуҫӑлчӗҫ, кольчугӑсене тата ытти тимӗр япаласене пырса перӗнсе хӗҫсем чанклатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тимӗрҫӗ лаҫҫинчен тепӗрне темле ҫамрӑк стрелецки голова чупкаласа ҫӳрерӗ, вӑл тимӗр ӑстисем патне халиччен никам курман сӑнӑсем, ункӑсем, ҫӑрасем, хӑлӑпсем, тимӗр патаксем — тата тем те пӗр йӑта-йӑта килчӗ, ҫавӑн пек япаласене ытларах тумалла тесе вӗрентсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗр япаласене ҫӑкӑрпа улӑштаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне палламан ачасене вӑл пурӑнан пурнӑҫра курнӑ-илтнӗ япаласене кулӑшла каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл халь йӗке хӳрене хирӗҫ тӑма мар, хӑй тарса кӗлетри япаласене хӑнтӑр-хантӑр ӳкерсе, чӗрнисемпе чакӑртаттарса тем хушӑра кашта ҫине улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Пуринчен ытла ҫутӑ япаласене юратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех