Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялӑн (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче, Тӑхӑр ялӑн садӗнче, Утмӑл тӗслӗ улма пур, Ҫитмӗл тӗслӗ ҫимӗҫ пур.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫырла питлӗ каччӑсем, Тӑхӑр ялӑн ачисем, Юрлаттарӗҫ-ши пире, Ташлаттарӗҫ-ши сире?

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Канаш» хаҫатӑн журналисчӗ Ульяновска ҫул тытса тарӑн шухӑша путрӗ: «Чӑнах та, Тӑхӑрьял тӑрӑхӗ — поэтсемпе ҫыравҫӑсене ҫут тӗнчене парнелекен литература ҫӑлкуҫӗ. Тен, манӑн хайлавӑмсем те ҫав ҫӑлкуҫа типме памӗҫ. Эпӗ ахальтен-им Раккассинче, чӑваш прозипе поэзийӗн легенди — Валентин Урташ — ҫут тӗнчене килнӗ Ҫӗр-анне ҫинче ҫуралнӑ...» Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче, Тӑхӑр ялӑн садӗнче, Тӑхӑр тӗслӗ ташӑ пур, Ҫитмӗл тӗслӗ юрӑ пур.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пирӗн ялӑн литературӑпа поэзи легендин хушма ячӗ — Урташ — мӗнле майпа унӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ?

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсемпе пӗрле икӗ ялӑн почта ӗҫченӗсем те Акатуйне тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ялӑн шӑпипе пурнӑҫ йӗрки ял-йышпа унӑн ертӳҫи еплерех тӑрӑшнинчен ҫеҫ мар, вӑл ӑҫта тата мӗнле вырӑнта вырнаҫнинчен, унӑн тавралӑхӗ мӗнпе пуяннинчен нумай килет ҫав.

Судьба деревни и уклад жизни во многом зависит не только от усердия сельчан и его руководителя - от того, где он и в каком месте расположился, чем богато его месторасположение.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ялти шкулта тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн кӳршӗ ялӑн шкулне ҫӳреме тытӑнтӑмӑр.

После окончания четвертого класса в сельской школе начали ходить в школу соседней деревни.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Сергей Сорокин ертсе пыракан жюри членӗсем 16 ялӑн кил-картишне ҫитсе, чӑваш апат-ҫимӗҫне, сӑра тӗхӗмлӗхне, йӑла-йӗркене тытса пынине тӗрӗслерӗҫ, тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Унтан кашни 16 ялӑн арӗсем йӑх юписене вырнаҫтарса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ял ҫыннисемпе ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснисем пурте «Манӑн тӑван ялӑм» уява‚ тӗрӗсрех калас пулсан ялӑн 95 ҫулхи юбилейне‚ пуҫтарӑнчӗҫ.

Жители деревни и кто родился здесь, все собрались на праздник "Моя родная деревня", а если точнее, то на 95 летний юбилей деревни.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Етӗрнекасси пирӗн ялӑн Тури арман улӑхӗпе тӗлме тӗл пӗр 4 ҫухрӑмри тӳпемре ларать.

Куҫарса пулӑш

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Кашни ялӑн хӑйӗн тавралӑхӗ.

У каждой деревни свои окрестности.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫавӑнпа этемӗн пурнӑҫӗ вӗҫленсен ӑна ялӑн хӗвеланӑҫ енне илсе кайса пытармалла тенӗ.

Поэтому, когда заканчивался человеческая жизнь, повелевали хоронить его на западной стороне деревни.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ӗлӗкхи мӑн асаттесем чӑн чӑваш тӗнне, йӑли-йӗркине, ҫут ҫанталӑк саккунне пӑхӑнса масара ялӑн хӗвеланӑҫ енне тунӑ.

В старину наши прадеды, соблюдая настоящую религию чуваш, обычаи, законы природы, расположили кладбище на западной стороне деревни.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Мӗншӗн тесен вӗсем ялӑн тӗрлӗ енче вырнаҫнӑ: пӗри тухӑҫра, тепри анӑҫра.

Потому что они расположены на разных сторонах деревни: один на востоке, другой на западе.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫак кунсенче Н.Гаврилов тата ялӑн ытти маттурӗсем тӑрӑшнипе истори управҫине ӑслӑлӑх енӗпе те, илемлӗх тӗлӗшпе те пуҫламӑш сӑн-сӑпат кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн программине тата ял территорийӗсене ҫирӗппӗн аталантармалли программӑсене ялта пурӑнакан пиншер ҫын, ҫав шутра ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те хутшӑннӑ.

Участниками программ социального развития села и устойчивого развития сельских территорий стали тысячи сельских жителей, в том числе молодые семьи и молодые специалисты.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пысӑк ялӑн ыйтӑвӗсем те чылай.

У большой деревни и вопросов много.

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Унсӑрӑн ялӑн ҫутӑ пуласлӑхӗ ҫинчен сӑмах пуҫарни усӑсӑр.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кунта Хӗле ӑсатса Ҫуркуннене кӗтсе илме район центрӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, тавра ялӑн ҫыннисем те йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех