Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«...Юлашки вӑхӑтра кашни каҫ ялти сӑн-сӑпатсемпе аташтарать тӗлӗк. Кам пӗлет, тен, эпӗ яла ҫитсе кураймӑп та-ши? Тен, юлашки тӗлӗксем яла кӑтартаҫҫӗ-ши?..» — ҫак йӗркесем Кӗҫтук Кольцов поэт пиччӗшӗн ывӑлӗ Аркадий Кольцов патне вӑрҫӑ хирӗнчен янӑ ҫыруран.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Ялти урама, ҫӑвана тирпей-илем кӗртме кашни ҫулах пысӑк йышпа тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫак ялти Николай Николаевич Андреев кӗҫӗн сержанта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗ-пе наградӑлама тӑратнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ (14.05.1945 ҫ.).

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Кунта пӗр вӑхӑт ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫак ялти шкулта физкультурӑпа ӗҫ урокӗсене ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Николай Дмитриевич ялти ытти ҫамрӑксемпе пӗрле уй-хирте ҫурлапа тырӑ та вырнӑ, плугпа ҫӗр те сухаланӑ, ҫӗмел те тунӑ, капан хывнӑ, элеватора лашасемпе тырӑ леҫнӗ, каярахпа лашасене те вӑрҫа илсе кайсан, вӑкӑрсене кӳлсе ӗҫленӗ, чукун ҫул ҫинче те тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ялти ачасем ытларах спортпа туслӑ: ҫулла футбол, хӗлле хоккей вӑййисене выляса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Прокопьев юрӑҫ, 33-мӗш мехколонна аслӑ механикӗнче тӑрӑшнӑ Петр Терентьев /халӗ — ял старости, ял пухӑвӗн депутачӗ/, почтальонра вӑй хунӑ Ольга Егорова, районти комсомол организацийӗнче, ялти библиотекӑра хастар ӗҫленӗ Ольга Терентьева шкул ачисене хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен кӑсӑклӑ, асра юлмалла каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫакӑ пӗлтерӗшлине ӑнкарса илсе вӗренекен каялла тӑван ялти пӗлӳ ҫуртне таврӑннӑ тӗслӗхсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пирӗн ялти икӗ бригада вара Чӑнкасси таврашӗнче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Вӑхӑтлӑх пурӑнма пирӗн ялти Осокинсен ҫемйинче чарӑннӑ, хӑшӗ-пӗри инвалидсен ҫуртӗнче ҫӗр каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Хамӑр ялти клубра та лартнӑччӗ, — ҫамрӑклӑхне аса илчӗ ҫулӗпе улттӑмӗш теҫеткене те тултарса пыракан кил хуҫи, хальхи вӑхӑтра Кӑшавӑшри вӑтам шкул директорӗнче вӑй хуракан Геннадий Леонидович.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Геннадий Леонидовичпа Вера Энгельсовна — пирӗн ял илемӗ, чысӗ, — терӗ пире вӗсем патне ҫул кӑтартса янӑ май ялти шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Марина Васильева, Янӑша Патӑрьел районӗнчен качча килнӗскер. — Пирӗн туйра хӑйматлӑх ашшӗ-амӑшӗ пулнӑччӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн аталану ҫул-йӗрне, ялти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗренӳпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫавӑн пекех ялти журналистикӑн ял аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Эпир ялти шкулсенчи 69 спортзала юсаса ҫӗнетрӗмӗр тата 24-шне юсамалла.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗн ҫул-йӗрне, ялти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗрентӳпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫавӑн пекех ялти журналистикӑн ял аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ялти культурӑпа кану учрежденийӗсене аталантарасси ҫине уйӑракан тимлӗх те пысӑк.

Большое внимание уделяется развитию учреждений культурно-досугового типа в сельской местности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998

Мӗн пур поселенире пурӑнаканах районти тата ялти ҫӗнӗ хыпарсемпе хӑйӗн тӑван чӗлхипе тӑтӑшах паллашса тӑма пултарать.

Жители всех поселений имеют возможность регулярно знакомиться с новостями своего района и деревни на родном языке.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&li ... id=1556526

Республикӑри муниципалитетсенче учреждени сечӗсен оптимизацийӗ иртнӗ, район пресси малтанхи пекех тиражсене сыхласа хӑварать, мӗншӗн тесен ялти вулакансем валли хаҫат – информацин тӗп ҫӑл куҫӗсенчен пӗри.

В муниципалитетах республики была проведена оптимизация сети учреждений, и, таким образом, районная пресса по-прежнему сохраняет тиражи, потому что для сельских читателей газеты – это один из главных источников информации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457

Ахальтен мар-тӑр 2015 ҫулта Чӑваш Енри 9 шкула Раҫҫейри ТОП-500 йышне кӗртнӗ, 12-шӗ — ҫӗршыври ялти чи лайӑх 200 шкул шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Татьяна Владимировна Волкова ертсе пынипе ялти хӗрарӑмсем эрнере икӗ кун - юнкунпа эрнекун - вулавӑша пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех