Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтерӳ панӑ хыҫҫӑн ялти тата ун таврашӗнчи Акчел, Элекҫей Тимеш, Аслӑ Елчӗк, Елчӗк, Тӳскел, Ӗнел ялӗсенчен ҫамрӑксем килсе тулчӗҫ, халӑх клуба та вырнаҫаймасть.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Ялти шкулта 8 ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн Униҫ юлташӑмпа иксӗмӗр газосварщике вӗренме кӗрес ӗмӗтпе документсене хулана ярса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Ирхине Тамара вӑхӑта ирттермелле ялти магазина кайса килме шутлать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Кунта, Юкур, ялти мар-иҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Калӑпӑр, авалтан вӑрманта пурӑнма хӑнӑхнӑ куккук, курак пӗк, ялти йӑмрасем хушшинче пурӑнаймастех.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ялти ҫулсене те майламалла, - терӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Тикашри территори пайӗн начальникӗ Валерий Нарсов.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Ялти культура ҫурчӗ — канмалли, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттермелли вырӑн кӑна мар, вӑл халӑхӑн творчествӑлла пултарулӑхне аталантаракан учреждени, ял ҫыннисен обществӑлла пурнӑҫӗн центрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Ялти культура ҫурчӗсенче халӑх валли 177 клуб йӗркеленӗвӗ ӗҫлет: халӑх пултарулӑхӗн, хор, ташӑ, фольклор, театр, халӑх промыслисен кружокӗсем.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

«199,3 миллион тенкӗ ҫывӑх вӑхӑтра Элӗк, Вӑрнар, Комсомольски, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсене, Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ҫитӗ. Муниципаллӑ культура учрежденийӗсен клубӗсене тӗпрен юсама 2024 ҫулта муниципаллӑ округсене 127,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Пӗтӗмӗшле каласан, ялти культура ҫурчӗсене ҫӗнетессипе ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Ҫав шутра РФ Президенчӗ В.Путин пуҫарса янӑ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче те.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Малтан ялти шкултан, унтан Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Малтан ялти шкултан, унтан Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Нумай ҫул ялти колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Ҫулсем иртсен ялти хастар каччӑпа Геннадий Ксенофонтович Васильевпа ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Ялти шкула лайӑх вӗренсе пӗтерет хӗр.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Темӗнле йывӑр пулсан та хастар хӗр ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерме май ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Шкулсенче те, ялти культура ҫурчӗсенче те окоп ҫуртисем те хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма яланах хатӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %97%d1%80/

Сергей кайсан, ялти ҫамрӑксем тунсӑхлама пуҫланӑ, вӑл колхоз ӗҫӗсенче ӑста пулнӑ вӗт, ҫавӑн пекех гитарӑпа тата балалайкӑпа вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ют ялти ют хапха умӗнче тӑрсан-тӑрсан, ҫӑмламас кушака тепӗр хут ачашласа: «Юрӗ, Муркка, пӳрте кӗрсен, Левене салам кала. Тӑчӗ-тӑчӗ те, кӗме хӑю ҫитереймесӗр, кукамӑшӗсем патне кайрӗ тесе пӗлтер», — пӑшӑлтатать Тамара, юра натӑртаттарса, пӑрӑнса утать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, ют ялти ют хапха умӗнче тапӑртатса тӑраканскер, сасартӑк ҫӳҫенсе каять, вара кӗрӗк ҫухине тӑратать те аллине вӗрсе ӑшӑтанҫи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ыйтса пӗлем-ха ялти хыпарсене.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех