Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук инкекӗшӗн савӑнса кулнипе пӗрлех, вӑл чысне ҫухатнине ялти мӗнпур хӗрарӑмсене хур кӳни вырӑнне шутласа, ӑна сивлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир ҫак ӗҫсем сирӗн ялти Миххаран ҫеҫ мар, пиншер ытти Миххасемпе обществӑлла стройран, влаҫра ҫӗр улпучӗсемпе капиталистсем тӑнинчен килнине аван пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Дуся каласа панӑ хыҫҫӑн ялти сӗлӗхсем ун чӗрине сӑнӑ пек пырса тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти чи ҫывӑх тус-йышӗсене ырӑ сунманнине ҫынсем умӗнче тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти ытти лашасемпе ку анана кӑнтӑрла ҫитмесӗр те сухаласа пӗтерес ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан Дуся рабочисемпе вӗсен ачисен пурнӑҫӗ ҫинчен, хулара та ялти пек чухӑнсем тара ӳкиччен ӗҫлесе те выҫлӑн-тутлӑн, теприсем ӗҫлемесӗрех пуйса пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук Микула кайнӑранпа хӑйсем мӗнле пурӑнни тата ялти хыпарсем ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти сӑрнайсем мӗн сӳпӗлтетнине пӗлместӗп…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта малтан ялти пек ҫуртсем ларатчӗҫ: калиткеллӗ хапха та, мунча-хуралтӑ та пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

— Мӗншӗн тесен ваттисем ялти сӑмаха киле илсе килме хушман.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Акӑ пире пуҫламӑш классенче вӗрентнӗ Анна Алексеевнӑпа Вера Егоровна пӗр-пӗрин хушшинче ҫеҫ мар, ялти ҫынсемпе те ырӑ кӑмӑллӑччӗ, пӗр-пӗрне ҫеҫ мар, ялти ҫынсене те сиксе тухнӑ ыйтупа пулӑшма хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл хӑй пурӑнакан салари хыпарсене кӑна мар, кӳршӗллӗ ялсенче юлашки вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнине те пӗлет: кам качча тухнӑ е авланнӑ, камӑн упӑшки ют арҫын арӑмӗпе «тӗл пулать», камсем мӗншӗн ҫапӑҫнӑ, кам арӑмӗ упӑшки хӗненӗрен ҫӗрле кӳршисем патне тухса тарнӑ, Тури ялти Хыҫалкас урамӗнчи Хветие мӗншӗн арӑмӗ пӑрахса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Юнашар ялти шкула, ялти тӑватӑ класлине пӗтерсен, виҫӗ ҫул тарӑн ҫырма урлӑ ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шкулти тата ялти клуб сцени ҫинчен итлекенсене чӑвашла сӑвӑ-юрӑпа тӗлӗнтеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унта пирӗн ялти кашни ҫитӗннӗ ҫын, ача пӗлекен ҫӑлкуҫ тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ялти ҫынсем: Ай турух, Михаҫ, арӑмӗ ӗҫченрен, чӑнахах та пуян, кинӗ енчисене мӗнле пӑхать», — тесе тӗлӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫӗнӗ ҫулччен ялти кашни хӗрарӑмӑн фронт валли пилӗкшер мӑшӑр нуски ҫыхмалла-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Микулай мучи ялти пур ачашӑн та чи ҫывӑх юлташ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ялти ытти ҫынсен ачисем те ҫапла саланса пӗтнӗ те, пирӗн вара ӑҫтан килте лартӑр-ха, — тетӗп ӑна хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫав вӑхӑтра Мария Ивановна ӗҫ вырӑнне хатӗрленӗ май хӗртен ялти кӗрӳ каччи, Вӗҫелис иртнинче яла кайсан ӑна пӗрлешме ыйтнӑ Василий Захарович ҫинчен ыйтса пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех