Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрамасть (тĕпĕ: юра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сахӑр нумай ҫиме юрамасть.

- Сахар много есть нельзя.

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Гипертонипе, варвиттипе, вар-хырӑм чирӗсем вӗрӗлнипе аптракансен, ача кӗтекен хӗрарӑмсен клевер шывне ӗҫсе сипленме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкурӑк мар, сиплевҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Палӑртнӑ виҫерен ытларах ӗҫме юрамасть.

Больше указанной меры пить нельзя.

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Сезонӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче те тӗрлӗ конкурс иртет: тӗслӗхрен, пӗр юрӑ конкурсӗ, киле панӑ музыка ӗҫӗ е СТЭМ /студентсен эстрада миниатюрисен театрӗ\, унта сцена ҫине виҫӗ ҫынран ытла тухма юрамасть т.ыт. те.

На разных этапах сезона тоже проходят разные конкурсы: например, конкурс одной песни, домашняя работа или СТЭМ (студенческий театр эстрадных миниатюр), в нем на сцену нельзя выходить больше трех людей и т.д. и т.п.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Банк карттипе тӳленӗ хыҫҫӑн панӑ квитанцие те ӑҫта кирлӗ унта пӑрахса хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Кӗле суперфосфатпа, извеҫпе, доломит «ҫӑнӑхӗпе» хутӑштарса сапма юрамасть.

Золу нельзя перемешивать с суперфосфатом, известью, доломитовой "мукой".

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Кӑвайтра ҫунтарнӑ кӗл те аван, анчах ҫулӑма полиэтилен хутсемпе пластик савӑтсем, ытти хими япали пӑрахма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫавӑнпа унпа пахчара тӑтӑш усӑ курма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Раҫҫейре пурӑнакансен палламан ҫын ҫине пӑхса кулма юрамасть, палланӑ ҫынпа калаҫнӑ чухне кулӑшла самантсенче кӑна кулма ирӗк пур.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Пӗрре ҫинӗ чухне пӗр-икӗ ҫырларан ытлашши ҫиме юрамасть, наркӑмӑшланма пулать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӳнтеленсӗр юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унпа выляма юрамасть.

С ним играть нельзя.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Юрамасть капла.

Нельзя так.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗренсе пӗтермесӗр яла тухса кайма юрамасть.

Не закончив учебу, в деревню нельзя возвращаться.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Никам та кӑларса яман мана. Тухтӑрсем вӑрӑм ҫул ҫӳреме юрамасть тенине шута илсе министртан кайма больницӑрах ыйту ҫыртӑм. Ҫийӗнчех Муркашри чӑх-чӗп фабрикин директорне ҫирӗплетрӗҫ», — тет экс-министр.

"Никто меня не выгонял. Приняв во внимание запреты врачей ездить в дальние поездки попросил освободить от должности министра. Тут же назначили директором Моргаушской птицефабрики", - говорит экс-министр.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Куҫ хупаканнин кам ӑҫта пытаннине вӑрттӑн пӑхма юрамасть.

Закрывающему глаза кто-куда прячется подглядывать нельзя.

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Операци вӗҫленнӗ, анчах та саккунсӑр хатӗрсемпе пурпӗрех иртӗхме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Мӗншӗн тесен пирӗн икӗ кружок ертсе пыма юрамасть.

Потому, что нам нельзя вести два кружка.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Харпӑр хӑй тӗллӗн сипленме юрамасть.

Нельзя лечиться самостоятельно.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Ӳпкен вӑраха кайнӑ чирӗсемпе, чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин чирӗсемпе аптракансен, аслӑрах ӳсӗмрисен, 2 ҫула ҫитмен ачасен, ҫире пур хӗрарӑмсен хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех